Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑртра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑртра ката.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

…Тепӗр тем вӑхӑтран-ҫке Славик пуҫне ҫӗклерӗ те — хӑй ыраш ани хӗрринче сӑртра выртнине ӑнланчӗ…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Леш енчи сӑртра, умра ҫакӑнса тӑракан ӳкерчӗк пек, нумай хутлӑ ҫуртсем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

– Пӗлетне, сӑртра мӗнле йӗрке пур? – тикӗс сасӑпа ыйтрӗ папа, куҫлӑхне тӳрлетсе.

– Ты знаешь, какое есть в горах негласное правило? – ровным голосом спросил папа, поправляя очки.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Еркиней те инҫех мар, Ҫӳлте, сӑртра вӑл тӑрать — Сӑнне пӑхма Пихампар, Аран ҫилне шӑнарать: Тури халӑх пусмӑрне Ӑҫтан чӑтма халӗ пур?

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавалтан сылтӑмра асат хуҫнӑ сӑртра, Сӗм вӑрман сип-симӗс, шалт юман та ҫӑка, Тата чӑлаланнӑ шӗшкӗпеле палан, Ҫӗрле хӳтлӗх тума тӑвансемшӗн аван.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫакӑнта, Ҫӗнӗ Шупашкар тӗлӗнчи ҫӳллӗ сӑртра, бульдозерсем чавса пӗтернӗ ҫара уйра, ҫулла пӗчӗк ҫеҫ симӗс будка килсе лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Юр кайса пӗтнӗпе пӗрех, вӑл тарӑн вар айккисенче те ҫурт е йывӑҫ тӗмӗсен сулхӑнӗнче кӑна саплӑкӑн-саплӑкӑн выртса юлнӑ; тӗмескерех вырӑнсем кӑштах симӗслене пуҫланӑ ӗнтӗ; ял ҫумӗнчи сӑртра путек-сурӑх пуҫ ҫӗклеме пикеннӗ ешӗл курӑка чӗпӗткелесе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӑвалларахри сӑртра та чиркӳ е собор купалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем Тукайӑн ҫак ҫулсенче самаях кивелсе тӗссӗрленнӗ, ҫапах та сӑртра кермен пек мӑнаҫлӑн сарӑлса ларакан пӳрчӗ умне пырса чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑртра, ытла пысӑках мар утрав ҫинче ларакан хула Атӑл урлӑ лайӑххӑнах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан сӑртра, кремль хӳттинче ӗҫкӗ ӗҫсе, шавласа ларакансем еннелле тепре пӑхса илчӗ те утнӑ ҫӗрте утса, чупнӑ ҫӗрте чупса кремльтен хӗвел анӑҫ еннелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах та, таҫта сӑртра вучах ҫутисем курӑнчӗҫ, унта та кунта тутарла ҫухӑрашни илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куҫ умӗнче, сӑртра, Хусан курӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр-пӗринпе тавлашнӑ пек, тем вӗриленчӗҫ вӗсем, сӑртра хула халӑхӗ пуҫтарӑнса пынине асӑрхаса унти ҫынсене пуҫри кӗлеппуҫӗсене хыва-хыва кӑтартрӗҫ, аллисемпе тем хӑлаҫланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воеводӑсем улӑхпа инҫе каймарӗҫ, сӑртра пуртӑ сассисем янранине илтрӗҫ те лашисене каялла ҫавӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр тип ҫырма урлӑ каҫсан сӑртра чарӑнса тӑрать: чылай аякра чӑнах та тусан мӑкӑрланнӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑртра юлан утлӑ ҫын — Йытӑ Элекҫи.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Кӗтӳ хӑвалакансем сӑртра юлан утҫӑна асӑрхарӗҫ пулсан — пӗр выльӑх та калча ҫине тухмасть, пӗр чӑх та униче хапхинчен иртмест.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӗсем виҫҫӗшӗ те пӗр енӗпе Мишавай сӑртне тухаҫҫӗ, пӗр пысӑк ҫул туса, ҫак сӑртра пӗрлешеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех