Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнӳкерчӗк сăмах пирĕн базăра пур.
сӑнӳкерчӗк (тĕпĕ: сӑнӳкерчӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан темиҫе кивӗ сӑнӳкерчӗк Интернета кӑларса хутӑм: https://ok.ru/selokomsom/topic/153101009715320. ҫавӑнтанпа эпӗ хамӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн кивӗ сӑнӳкерчӗкӗсене шыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/

Палламан ҫынна вӗлернӗ вырӑна, Каҫ тӑвӗн районне, тӗрӗсленӗ чухне Витязь юр ӑшӗнчен тупнӑ сӑнӳкерчӗк тата Терезийӑн хаҫат ҫинче пичетленнӗ, таптанипе лӳчӗркеннӗ сӑнӳкерчӗкӗ Смолярчук шанманнине тата ҫирӗплетет.

Все эти подозрения Смолярчука укреплялись тем, что он, когда обыскивал местность в районе Ночь-горы, где был убит неизвестный человек, нашел с помощью Витязя полузатоптанную в снег журнальную фотографию Терезии.

11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Музейра чылай сӑнӳкерчӗк ҫакӑнса тӑрать, вӗсен хушшинче хамӑр ялти, Йӗпреҫ районӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Бреста хӳтӗлесе паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ Александр Лазаревич Лазарев сержант сӑнӳкерчӗкӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Ваҫук хаҫатри сӑнӳкерчӗк айне ҫырнине вуласа тухать кӑна, хут ҫинчи саспаллисем куҫ умӗнчех сиккелеме тытӑнаҫҫӗ, юлашкинчен вуҫех курӑнми пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӗррехинче сӑнӳкерчӗк те ярса панӑ: вӑл, шурӑ халат тӑхӑннӑскер, кӑштах кулса пӑхакан хитре хӗрарӑмпа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Чечек ҫыххи пирки те, сӑнӳкерчӗк пирки те ыйтмарӑм.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫав статьяпа сӑнӳкерчӗк тӑрӑх палласа илсе шыраса тупнӑ та ӗнтӗ Самаринӑна генерал.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӗҫ хыҫҫӑн килте пӗччен ларнӑ чухне вӑл сӗтел ещӗкӗнчен тӗссӗрленме пуҫланӑ сӑнӳкерчӗк кӑларнӑ та унпа калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хам пулсан — палламан ҫынна нимӗнле сӑнӳкерчӗк те паман пулӑттӑм…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сӑнӳкерчӗк пирки вара нимӗн те ӑнланаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Китель кӗсйинчен пӗчӗк сӑнӳкерчӗк кӑларса пӑхрӗ те малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Анчах ман сӑнӳкерчӗк сире ним тума та кирлӗ мар пуль тетӗп…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӗрӗссипе каласан, эпӗ ӑна сӑнӳкерчӗк парасшӑн марччӗ, ахаль кӑна кӑтартасшӑнччӗ, анчах вӑл ӑна ҫине тӑрсах ыйтрӗ те, хирӗҫлеме хӑяймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ман сӑнӳкерчӗк

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Владимир Петрович чӑматанне васкаса уҫрӗ те унти темӗнле кӗнеке ӑшӗнчен пӗчӗк сӑнӳкерчӗк туртса кӑларчӗ, вара, темшӗн вӑтаннӑ пек пулса, ӑна мана тӑсса пачӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мероприяти пуҫне хунӑ салтак-интернационалистсене асӑнса лартнӑ мемориал умне чечексем хунипе тата асӑнмалӑх пӗрлехи сӑнӳкерчӗк ӳкнипе вӗҫленнӗ.

Завершилось мероприятие возложением цветов к мемориалу памяти погибших воинов-интернационалистов и общим фото на память.

Пишпӳлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... un-3646508

Нина кӑвак кӑранташ вӗҫне йӗпеткелесе ҫырнӑ ҫырӑва хуҫлаткаличчен Хумкка мучи, конвертран пысӑках мар сӑнӳкерчӗк кӑларса, сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ, асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк яратпӑр хамӑра кӑтартма.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫумра ҫакса ҫӳрекен сӑран сумкине уҫрӗ те унтан сӑнӳкерчӗк туртса кӑларчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кайран ҫеҫ, слетра ӳкернӗ сӑнӳкерчӗк ҫинче упӑшкипе арӑмӗ кула-кула Ванюшӑн шурӑ кӗпи ҫинче хура хӗреслӗ тӳмене асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех