Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнар сăмах пирĕн базăра пур.
сӑнар (тĕпĕ: сӑнар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чавнӑ та чавнӑ, тарӑнрах та вӑрӑмрах, сӑнар сӑрт пек курӑнма пуҫланӑ тет.

Рыл и рыл, вглубь и вдаль, и стал пейзаж немного походить на горный.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

— Нарспи — ҫутӑ сӑнар е вӑл ял халӑхне пусмӑрлакан ҫӗрме пуяна вӗлернӗ тенисем, тӳррипе каласан, сан шухӑшу мар, вӑл тӗрлӗрен критиксен, литература деятелӗсен статйисене вуласа, пухусемпе канашлусенче тухса каланисене итлесе ҫирӗпленнӗ шухӑш.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпӗ шӑп та шай сире аса илтерекен сӑнар тупма тӑрӑшӑп.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ку портрет халь маншӑн командир хӗрӗн портречӗ кӑна мар, тарӑнрах шухӑшсем ҫуратакан сӑнар та пула пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Унччен ирхи ҫанталӑка сӑнар, юрать-и?

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Н. Айзман пьесисенчи тӗп сӑнар — колхоз ӗҫченӗ.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Чӗкеҫе хӑйне илес пулсан эпӗ ӑна тӗслӗх вырӑнне илмелли сӑнар пек хакламан пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Мӗншӗн тесен Укаслу вӑл ахаль сӑнар ҫеҫ мар.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Лена хаҫата сӗтел ҫине хучӗ те тарӑн шухӑша путрӗ, хыҫҫӑнах куҫӗ умне тухӑҫран ҫӗкленекен ҫурхи хӗвел пек ӑшӑ кулӑпа ҫиҫекен ҫутӑ, тӑван, хаклӑ сӑнар — Павӑл сӑнарӗ шуса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Миххан шанчӑклӑ тарҫийӗ Хӗлип пусмӑрҫӑсен тӗнчин тепӗр енне — кашкӑрлӑхне кӑтартакан сӑнар пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пӗр сӑмахпа, яр уҫҫӑн палӑрса тӑракан сӑнар ик-виҫӗ пин ҫын хушшинче пӗрре ҫиҫсе илме пултарать.

Из множества лиц мелькнет одно приметное и запоминается.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ик-виҫӗ каҫ ун пуҫ шавларӗ, Сӑмах, сӑнар, тӗс шыраса.

Куҫарса пулӑш

XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тавҫӑраймарӗ,хӑш енчен Сӑмах килсе халь ӗнентерӗ Ишут куҫҫулӗ чӑннине, Мӗнле сӑнар ӑшра ҫӗнтерӗ Халь туйӑм иккӗленнине.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫав сӑнар урлӑ пире автор Октябрь революцийӗпе граждан вӑрҫин вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ чӑваш каччи, тин ҫеҫ ҫуралакан совет интеллигенцийӗн малтанхи ҫыннисенчен пӗри, мӗн таран ҫӳле ҫӗкленнине кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Ҫак сӑнар урлӑ эпир кивӗ саманара пурӑннӑ ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне те ҫивӗчрех туйса илетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Элкей Павӑлӗ паянхи вулакана мӗнпе кӑсӑклантарать тесе ыйтсан, ҫапла калама юрать: ку сӑнар пирӗншӗн иртсе кайнӑ вӑхӑта тарӑнрах ӑнланма пулӑшать, унра нихҫан каялла таврӑнми самана паллисем сыхланса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Ҫавӑнпах, илемлӗ сӑнар автор сӑн-питне питӗ ҫывӑх тесен те, унӑн тӗп-тӗрӗс копийӗ пулаймасть, мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Интереслӗ вӗт, чӑнах, хӑвна хӑв кинора курса савӑнатӑн: эс калаҫни-кулни те, утни-чупни те тӗлӗнмелле ӳкерчӗк пулса тухать, ӗмӗрлӗхе сан сӑнар лента ҫинче палӑрса юлать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сирӗн сӑн-сӑпат тӗп сӑнар валли килӗшмелле пек туйӑнать, — терӗ Мускав хӑни.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Вӑт сӑнар сана валли, Павӑл: тепӗр Ухтеркке!..

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех