Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑн сăмах пирĕн базăра пур.
сӑн (тĕпĕ: сӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртсе ҫӳрекенсем ҫак инсталляци умӗнче хаваспах сӑн ӳкерчӗксем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Килсӗр йытӑсене, кушаксене тупса палӑртаҫҫӗ, сӑн ӳкереҫҫӗ, интернет уҫлӑхӗнче хуҫа шырани пирки пӗлтерӳ кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ чӗреллине - шанчӑклӑ юлташ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=_rnIP59c3Z4

Ҫакна ҫынсем сӑн ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.

Народ сфотографировал происшествие и прислал в издание «Про Город».

Шупашкарта каллех автобус ҫуннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35024.html

Ачасем телефонпа хитре сӑн ӳкерчӗк тӑвас, кӑсӑклӑ постсем хатӗрлес, юрӑ юрлас, тӗрӗ тӗрлес, вӗтӗ шӑрҫапа ӗҫлес енсен вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хыврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

Ачасемпе эпир мӗн пӗчӗкрен ӗҫлеме пуҫлатпӑр, ача садӗнченех, малтан вӗсем «Тетте» журнала хайсен сӑн ӳкерчӗкӗсене ярса тӑраҫҫӗ, каярахпа вара шкула ҫӳреме пуҫласассӑн «Тантӑш» хаҫатпа туслашаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

Ку сӑн ӳкерчӗке Николай Егоров ӳкерсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

Журналистика тытӑмӗнче ҫитӗнӳсемпе палӑракан спикерсем вара кӑсӑклӑ статьясем ҫырас, сӑн ӳкерчӗксем тӑвас, социаллӑ тетелсемпе сайтсене йӗркелес ӗҫсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

Кирек хӑш еннелле пӑхсан та пӗр евӗрлӗ сӑн: йывӑҫлӑ ялсем, пӗчӗк вӑрман лаптӑкӗсем, ҫырма-ҫатра ҫуркаласа пӗтернӗ уйсем — ӗҫчен чӑваш ҫыннин ӗмӗртен хӗсӗк ҫӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑн ӳкерчӗкӗме округри Хисеп хӑми ҫине вырнаҫтарни вара ытла пысӑк чыс пулнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Вӑл шӑвакан чуна кӗсье телефонӗ ҫине сӑн ӳкерчӗк тӑвасшӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

Экспонатсен хушшинче Аслӑ Улӑпӑмӑрӑн ал ҫырӑвӗсене, историре тарӑн йӗр хӑварнӑ сӑн ӳкерчӗкӗсене, пӗрремӗш букварӗн кӳлепине курма пулать.

Куҫарса пулӑш

И.Яковлева халалланӑ курав Мускавра уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60808

Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн 2023 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче йышӑннӑ 79-мӗш номерлӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн район экономикине, вӗренӗве, сывлӑх сыхлавне, культурӑна аталантарассинче пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн 2023 ҫулта районти Хисеп хӑми ҫине ҫак ҫынсен сӑн ӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарма йышӑннӑ:

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ят-сума тивӗҫнӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%82a%d1% ... ec%d0%bde/

Ҫамрӑк ҫыннӑн пичӗ ҫинче йӑл кулӑ ҫиҫсе илчӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах сӳнсе ларчӗ: тин кӑна хаваслӑн ҫуталса тӑракан сӑн, темшӗн тӗлӗннӗ пек пулса, сасартӑк улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Манӑн сӑн чылаях тӗлӗннӗ тӗслӗччӗ пулас: Альбина сасӑпах кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫавӑн пек сӑн ҫыннӑн кӑкӑр хӗртнӗ чухне пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Иван Яковлевичӑн пурнӑҫне, ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан хаклӑ документсемпе, тӗрлӗ тапхӑрта ӳкерӗннӗ хальччен никам курман сӑн ӳкерчӗксемпе паллашма пултарчӗҫ Раҫҫей Патшалӑх Думинче йӗркеленӗ куравра.

Куҫарса пулӑш

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

Вӑл тӗрлӗ вӑхӑтри сӑн ӳкерчӗксемпе документсем, спектакль ҫи-пуҫӗ урлӑ театр историйӗпе паллаштарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Таврана каҫхи сӑн ҫапсан майӗпен вӑрман икӗ еннелле сирӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӗвел майӗпен леш енчи хурӑнлӑх хыҫне пытанчӗ, таврана тӗксӗмрех сӑн ҫапрӗ, каҫ ҫывхарнине сиссе ҫырмара шӑпчӑксем пӗрин хыҫҫӑн тепри юрлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ку йывӑҫа та кӗрхи сӑн ҫапнӑ ӗнтӗ, ҫулҫисем пӑт-пат саралнӑ, хӗрелнӗ, ҫапах та вӑл симӗс сӑнлӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех