Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсене (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялан та ялан калатпӑр эпир ҫак сӑмахсене.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Ял ҫутисем ҫине пӑхатӑп та ҫак сӑмахсене аса илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ку сӑмахсене ҫакӑншӑн та калас килчӗ: ирхине, кунта килнӗ чухне, эпир уйӗ-уйӗпе улӑм выртнине те, пухса кӗртмен купӑста йӑранӗсене те куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ҫак сӑмахсене ӑша хывса: «Тӗрӗс калаҫҫӗ вӗт! Ытла та тӗрӗс ҫапаҫҫӗ! Вӑхӑтӗнче тавҫӑраймарӑмӑр ҫав!» — тесе, тӗрлӗ ҫӗрелле ҫурла шырама ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ҫак сӑмахсене асра тытса Элекҫейрен ыйтатӑп:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Апла ҫеҫ калани юрӗ-ха вӑл, ку сӑмахсене ҫеҫ чӑтма пулӗ-ха вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Патнерех ҫывхарчӗ те старик, чарӑнса, икӗ хурӑн хушшине карнӑ хӑмач ҫинчи сӑмахсене вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Каламалла марччӗ ку сӑмахсене, ах, каламалла марччӗ!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Пӗтрӗн-иҫ, Бианкӑм!! — сӑмахсене ӗсӗкленӗ чухнехи пек тытӑнчӑклӑн тата-тата каласа, йытӑ патнелле чупрӗ Аннушкин.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Манӑн ӑна шӑпах ҫапла, йытӑ ҫухалнӑшӑн ытлашши хуҫӑлманнине пӗлтерсе, калаҫтарас килнӗччӗ, ҫак сӑмахсене кӗтнӗччӗ эпӗ унран, анчах илтрӗм те — тӗлӗнерех пӑхрӑм ун ҫине: хамӑрӑн пӗчӗк тусӑмӑр ҫӗтни нивушлӗ темех мар уншӑн?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫак статьяна, ҫак сӑмахсене тупса вуласшӑнах ҫавӑн чухлӗ журнал, ҫавӑн чухлӗ кӗнеке сарса пӑрахнӑ-и вӑл хӑй йӗри-тавра?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эпӗ уҫӑ журнал ҫине пӑхрӑм та аялтан кӑвак чернилпа туртнӑ сӑмахсене вуларӑм:

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Аялта илтнӗ сӑмахсене ӗненменшӗн те мар, вӗсене ытахальтен каламан пирки иккӗленместӗп, анчах… анчах та ӑшра ҫав-ҫавах темле шанчӑк хӗлхемӗ пур.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Инҫе ҫултан ывӑнса таврӑннине пӑхмасӑр кунта васкаса килтӗм, анчах ҫак сӑмахсене илтрӗм те — выставка курас кӑмӑлӑм сасартӑк сӗвӗрӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑма пек лаптак та ырхан кӗлеткине тӳп-тӳрӗ тытса, ҫӳхе туталлӑ пӗчӗк ҫӑварне кӑшт чалӑштарарах кулкаласа, палламан арҫын, хӗрӗхелле ҫитнӗскер, чӳлмек-кӳршек сентрисем умӗн иртрӗ те шӑл витӗр, хыттӑн, сӑмахсене сӗтӗрттеререх ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ай, йывӑр-ҫке чараксӑр ҫӑварсенчен тухнӑ усал сӑмахсене илтме!

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тем те илтӗн санран, тем илтсе те тӗлӗнӗн, анчах ку сӑмахсене нихӑҫан та кӗтмен.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Чӗлхӳ епле ҫаврӑнчӗ-ши ку сӑмахсене калама?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Мӗншӗн шута илмелле мар ку сӑмахсене?

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫакӑ та, унпа пӗрлех вӑл ют чӗлхери сӑмахсене пӗлнӗ-пӗлмен кала-кала хурса култарни те, хӑй пӗрле кулса путишленни те килӗшрӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех