Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсене (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ юрататӑп тесе каланӑ сӑмахсене ӗненмелле марччӗ манӑн, вара эпӗ сана курайман пулӑттӑм, халь йӗрӗнетӗп…

 Лучше бы я не поверила твоим словам любви — я могла бы тебя ненавидеть так же сильно, как теперь презираю.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эномай, чӑннипе илсен, тӳрӗ ҫын, Спартака пӗтӗмпех парӑннӑскер пулнӑ; ҫавӑнпа ҫав сӑмахсене итленӗ чух вӑл хӑйӗн чӗринче Эвтибида чӗртнӗ ирсӗр ҫилӗ сӳнсе пынине туйрӗ, Спартак сӑмахӗсем ӑна савӑнтарса ячӗҫ.

Эномай, который был, в сущности, человеком честным, искренним и преданным Спартаку, чувствовал, как под влиянием этой речи угасает в его сердце гнев, зажженный бесчестными ухищрениями Эвтибиды.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ку сӑмахсене ҫав вӑхӑтра храм кӗтессинчен тухса тӑнӑ тепӗр патриций каланӑ.

Так сказал патриций, который вышел в этот момент из-за угла храма.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Асту, эпӗ ку сӑмахсене уяв хыҫҫӑн аса илтерме пултарӑп!

Проси своих богов, чтобы я не вспомнил твоих безумных речей после окончания сатурналий!

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Турӑсен ячӗпе тупа тӑватӑп, эпӗ ку сӑмахсене чӑтма пултараяс ҫук!

— Клянусь белым покровом богини целомудрия, мне невыносимо слушать такие речи!

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ку сӑмахсене эпӗ сатурналий виҫ кунӗнче йӑла тӑрӑх чурасене паракан ирӗклӗхпе усӑ курса калатӑп.

А говорю я так, пользуясь той полной свободой действий и речей, которая предоставляется нам, рабам, в эти три дня обрядами сатурналий.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах вӑл хӑй те ирӗксӗр кулнӑ, сӑмахсене те аран-аран каланӑ.

Но его улыбка стала напряженной, а слова с трудом выходили из уст.

XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен, Валерия хурланса ӳкрӗ, ҫавӑнпа Спартак та кайма тӑхтаса тӑчӗ.

Это сообщение глубоко огорчило Валерию, и Спартак всё откладывал свой уход.

XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫав сӑмахсене хӗр ҫиленнӗ сасӑпа каларӗ.

Эти слова девушка произносила со сдержанным гневом.

XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫерҫи арӑмӗ упӑшкинчен аслӑрах пулнӑ, вӑл ку сӑмахсене ӗненмен.

Воробьиха была гораздо серьезнее мужа и отнеслась с недоверием к этим словам.

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Автанӗ ҫак кӑмӑлсӑр сӑмахсене илтмӗш пулнӑ, чӑрсӑр вӗҫкӗне курайман пек, ҫуначӗсемпе хытӑ ҫапса илнӗ, мӑйне тӑсса, ҫӑварне ҫурӑлас пек карса, ку-ку-ре-ку! — тесе кӑшкӑрса янӑ.

Петух сделал вид, что не понял обидных слов, и, чтобы показать свое презрение дерзкому хвастунишке, громко захлопал крыльями, вытянув шею, и, страшно раскрыв клюв, пронзительно заорал свое единственное ку-ку-реку!

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Прошка ҫак ырӑ сӑмахсене часах маннӑ, ӑна каллех пӗр-пӗр ҫаврӑнакан урапа айӗнчен тупса тухнӑ.

Прошка скоро забывал эти хорошие советы, и его опять находили где-нибудь под вертевшимся колесом.

VIII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Асанне вара ӑна: — Тоня, эсӗ пур сӑмахсене те пӗр харӑс ан кала, йӗркипе кала, — терӗ.

А бабушка сказала: — Тоня, ты не все слова сразу, а по очереди.

Тоня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен, эпӗ макӑрса ятӑм, атте хыҫҫӑн чупас тенӗччӗ, анчах вӑл хӑвӑрт тухса кайрӗ те алӑка шалт хупса хӑварчӗ.

Когда я это услыхал, что для меня билета не берут, я заплакал и хотел побежать за папой, но папа быстро ушёл и захлопнул дверь.

Билет // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Маруся килнелле утать, анчах куҫхаршийӗсене пӗркелентернӗ, тутисемпе пӑшӑлтатса пырать, интереслӗ кӗнекери сӑмахсене Валя сасӑпа вуласа панӑ хыҫҫӑн тепӗр хут каласа парать, тейӗн.

Маруся шагает домой, но брови её нахмурены, она шевелит губами, как будто повторяет вслед за Валей слова из интересной книжки.

Маруся юлташӗсемпе пӗрле праҫнике хатӗрленет // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ку сӑмахсене Митя тете калама пултарнӑ.

Это было похоже на дядю Митяя.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ку сӑмахсене атте юлташӗ Сиротка механик каларӗ.

Эти слова произнес механик Сиротка, товарищ отца.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Йывӑҫ тураттисем мана аттене курма кансӗрлерӗҫ, анчах эпӗ ҫак сӑмахсене вӑл каланине пӗлсех тӑтӑм.

Кусты мешали мне увидеть отца, но я знал, что это был он.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

«Российӑри рабочисен социал-демократла партийӗ Юлташсем, сире Майӑн пӗрремӗш праҫникӗ ячӗпе саламлатпӑр!» — вуларӑм эпӗ хам ӑшра, ку сӑмахсене сасӑпа калама хӑраса.

«Российская социал-демократическая рабочая партия. Товарищи, поздравляем вас с праздником Первого мая!» — я читал про себя, опасаясь произнести эти слова вслух.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тата тепӗр хут йӗри-тавралла пӑхса илсе, эпӗ хут ҫинчи сӑмахсене сыпӑкӑн-сыпӑкӑн вулама тытӑнтӑм.

Мы оглянулись по сторонам, и я с трудом шепотом стал разбирать мелкие типографские буквы:

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех