Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмах сăмах пирĕн базăра пур.
сӑмах (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ку сӑмахсене каласан Северьян тӗпелте кӑмпа тасатса ларакан Альпи еннелле ӑшшӑн пӑхса илчӗ, Ахтупай йӑмӑкӗ сӑмах хӑйӗн ҫинчен пынине ӑнланчӗ те питрен хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайса аллинчи чашӑкне йӑтса тулалла сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Икӗ сӑмах ҫеҫ, анчах мӗн тери вӑйлӑ туйӑмсем вӑл сӑмахсенче! — ҫӗкленӳллӗн каларӗ Иоаким Степанович.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку сӑмахсем кӗтмен ҫӗртен ҫав тери кӳрентерчӗҫ Павлуша, хирӗҫ калама сӑмах та тупаймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӑмах парам халь тепре Тӑшмансене ваклама, Юлташсемпе юнашар Вилме сӑмах паратӑп, Сыв пул ӗнтӗ, чун савни, Маяшӑн ан пӗт хуйхӑпа.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, Октябрь ялавӗ айне офицерсенчен чылайӑшӗ тӑчӗҫ, вӗсем кунта сӑмах ҫапакан сылтӑм сулӑнчӑкри этемсен шухӑшӗпе нихҫан та килӗшес ҫук!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗнле евӗклӗн — кӳрентермелле каларӗ ҫав сӑмахсене ӗмӗр пӗрле пулма сӑмах панӑ ҫын?..

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Марине ку сӑмахсем хыҫҫӑн ҫав тери пӑлханса ӳкрӗ, хирӗҫ пӗр сӑмах та калаймарӗ — макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах тапратнӑ хыҫҫӑн Сарт Ҫеменӗ ҫӗнӗ пӳрт пураса лартайманни пирки тарӑхса каларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Ыталатпӑр, чуптӑватпӑр» сӑмахсем пирвайхи текстра пулманччӗ, анчах кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн Антонина Павловна малтан «ыталатпӑр» сӑмах хушрӗ, каярахпа «чуптӑватпӑр» тесе ҫырчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах пынӑ май, хӑйрӗ калама:

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пиччӗшӗн стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑнӑ кун кӗнекине илнӗ те Павлуш татӑкӑн-татӑкӑн ҫыпӑҫтарса вӑрӑм сӑмах тунӑ: Наполе-он+низкаго+вдему (куна Санькка каланинчен аса илнӗ) + пришли+шемуся (каллех Санькка сӑмахӗнчен)+кому+ прили (вӗҫне кӑларса пӑрахнӑ)+фонку (граммофонӑн юлашки сыпӑкне улӑштарнӑ)+себе+биллион (ку числона календарьте курнӑ).

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вырӑсла чӗлхере кун пек сӑмахри татӑксем пурах, ӑна Павлуш хӑй курнӑ, анчах темӗн чухлӗ татӑксене ҫыпӑҫтарнинчен сӑмах пулмассине вӑл пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл ҫак сӑмахсен тӗшшине пӗлет, анчах туллин ӑнлантараймасть; эпир те ҫапла ятӑн е ятсен пӗлтерӗшне туятпӑр, анчах сӑмах чунне уҫса кӑтартакан, шӑв-шава темшӗн таҫталла тарса ҫухалтарма ӑнтӑлакан сас паллисене ӑсра палӑртаймастпӑр.

Она знала, какие это слова, но не могла их сказать так же, как, чувствуя сущность имени или названия, мы иногда не может сразу навести память на их ускользающие буквы, которыми обозначается душа слова.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Вилӗм умӗнхи юлашки сӑмах, — ун сӑмахне тепӗр хут каларӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Эпӗ унта пулма хама сӑмах патӑм ӗнтӗ, сӑмахӑма тытатӑп е вилетӗп».

— Я уже дала себе слово быть там, я сдержу его или умру».

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫав хушӑрах вӑл ман пирки калаҫу пуҫарчӗ, анчах эпӗ ытлашши персе янӑ кашни сӑмахпах ҫак сорт ҫыннисем хӑйсен тӗллевӗшӗн усӑ курассине тӗшмӗртетӗп; ӗҫе ҫиелтен ҫеҫ уҫса кӑтартрӑм, сӑмах май тенӗн — ӗшенни пирки ӳпкелешрӗм.

Вместе с тем завел он разговор обо мне, но я, сообразив, что люди этого сорта каждое излишне сказанное слово обращают для своих целей, ограничился внешним положением дела, пожаловавшись, для разнообразия, на переутомление.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Словарьти сӑмах статйисен шучӗ 50 пине ҫитрӗ (Ашмаринӑн сӑмах пуххинче 55 пин теҫҫӗ, чӑннипе вара — 50 пин).

Число словарных статей достигло 50 тысяч (в словаре Ашмарина говорят о наличии 55 тысяч, а на самом деле оказалось лишь 50 тысяч).

«Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче — тулли Ашмарин словарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31903.html

«Енчен те эпир наци проекчӗсем пирки сӑмах пуҫартӑмӑр пулсан, пӗрле хар тӑрса, хыпарсене калӑпласа халӑх патне илсе ҫитерме тӑрӑшар. Тепӗр чухне хӑш-пӗр ҫынсем район хаҫачӗсенче мӗн ҫырса пӗлтерни пирки ытларах та кӑсӑкланса вулани куҫ кӗретех», — тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Наци проекчӗсен мероприятийӗсене пурнӑҫламалли контрактсен 70 процентне ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/12/naci ... yatisemshn

«Кунта асӑннӑ объект пирки кӑна сӑмах пымасть, ытти объектсем ҫинче те строительство ӗҫӗсене тарӑн тишкермелле, кӑлтӑксем кӑларса тӑратма юрамасть, ҫитменлӗхсене ҫийӗнчех пӗтерсе, графикпа килӗшӳллӗн палӑртса хунӑ ӗҫсене туса пымалла. Нумай хваттерлӗ ҫуртсем таврашӗнчи ҫулсене юсав ирттернӗ чухне те тимлӗ пулмалла, халӑхӑн пуҫаруллӑ проекчӗсене вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫлама тӑрӑшмалла», — тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Граждански урамӗнчи ӗҫсен производствин графикне пӑхӑнассине тивӗҫтерме ыйтнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/chav ... ecsen-proi

Эпӗ унӑн кӑмӑлне тивӗҫтерме сӑмах патӑм та — сӑмахӑма тытатӑп.

Я обещал исполнить его желание и держу слово.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех