Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑлтавсене (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑкрах чухне эпӗ унти пӗр институтра та вӗреннӗччӗ, анчах, тӗрлӗ сӑлтавсене пула, манӑн вӑхӑтсӑрах тӑван яла таврӑнма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шел пулин те, икӗ парк (вӗсем унчченхи «Контур» заводӑн тата агрегат завочӗн территорийӗсенче вырнаҫнӑ), объективлӑ сӑлтавсене пула, кӑшт каярах юлса аталанӗ тата уйрӑм ҫынсен паркӗсене йӗркелемелли патшалӑх программипе килӗшӳллӗн те мар.

К сожалению, по ряду объективных причин два парка (это территории бывшего завода «Контур» и агрегатного завода) будут развиваться позже, но не в рамках госпрограммы создания частных технопарков.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ун вӗри чӗри пӗр кун, пӗр сехет те пулин юратакан тус-йышӗсем хушшинче, хӑйӗн телей ҫук пулсан та, вӗсен телейне курнипе савӑнма, чуна пӑшӑрхантаракан, салхуллантаракан сӑлтавсене самантлӑха та пулин манма хӗтӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗрлӗ сӑлтавсене пула профессие улӑштарма тивсен, ҫав тери паттӑр каччӑсем макӑрнине те курнӑ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лешӗ сӑлтавсене пула унта нумай вӑхӑт пурӑнман, хӑйне кӑларса янине те пӗлмен.

Тот по определенным причинам там долгое время не проживал и не знал, что его выселили.

Елчӗк районӗнчи тӳре-шара сусӑра пӳлӗмрен кӑларса янӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36186.html

Анчах, тӗрлӗ сӑлтавсене пула, Вассапа ирхине те, ытти кунсенче те тӗл пулса калаҫма май килмерӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Коля темӗнле уйрӑм сӑлтавсене пула халех киле таврӑнас ҫукки, ун патне пит тӑтӑш ҫыру ҫырма та юрасах кайманни ҫинчен ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Анчах та пурнӑҫри тӗрлӗ сӑлтавсене пула аслӑ ӳсӗмри ҫын вӑрҫӑ хыҫҫӑн мӑшӑрӗпе ачисене пӑрахса аякри Свердлов облаҫне тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

«Апла пулсан, ун чӗринче, ҫӗнӗ сӑлтавсене пула, ҫӗнӗрен иккӗленӳллӗ туйӑмсем вӑраннӑ пуль Телей, чӑнах та, тӗлпулусем урлӑ ҫеҫ килет.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тӗрлӗ сӑлтавсене пула вӑхӑтлӑха хулана лексен, Илюк дружинниксемпе паллашать, вӗсене обществӑри йӗркелӗхе пӑсакансене хирӗҫ кӗрешме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

— Социализмлӑ законлӑха ҫирӗп пурнӑҫласа пымалла, право йӗркисене кирек мӗнле пӑснисене те тӗп тумалла, преступноҫа, ӑна ҫуратакан мӗн пур сӑлтавсене пӗтермелле…

Куҫарса пулӑш

Кӑвак шинеллӗ ҫынсем // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Студентсенчен улттӑшӗ (татах иккӗшӗ тӗрлӗ сӑлтавсене пула ку ӗҫе хутшӑнаймарӗҫ) илӗм-тилӗм вӑранчӗҫ те ҫӑвӑнса тасалчӗҫ, чей сыпкаларӗҫ, пиртен ҫӗленӗ вунӑ килограмм кӗрекен пӗчӗк миххе ӗҫ хушшинче ҫырткаласа илмелли сивӗ апат (Ула Тимӗрӗн хура ҫӑкӑр чӗлли, виҫӗ пӗҫернӗ ҫӗрулми, килька пулчӗҫ) хурса ҫыхрӗҫ, кӑпӑр-кӑпӑр ӗҫ тумӗпе «хулӑнланчӗҫ», вара, мӗн кирлине илсе, общежитирен тухрӗҫ те ҫерҫилле чӗриклетмесӗр, чакакла чакӑлтатмасӑр сакӑр сехете ҫитмелле чукун ҫул станцинелле ҫул картрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Апачӗ темшӗн ытти чухнехи пек анмарӗ: те пуҫра тӗрлӗрен шухӑшсем ҫаврӑннӑран, те тата ытти сӑлтавсене пула.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Темӗнле сӑлтавсене пула кайран ҫав этемӗнех хупӑнса ларнӑ куҫӗ ӑнсӑртран уҫӑлать, пӗр туйӑмсӑр тапнӑ чӗри читлӗхрен хӑтӑлса тухнӑ кайӑк евӗр вӗҫсе тухать, иртсе кайнӑ пӗр евӗрлӗ хура, тӗттӗм кунсенчи илемсӗр пурнӑҫа ҫутатса ярса, чӗрӗ вӑй, пурнӑҫ вӑйӗ парнелет.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӑрмав кӳрекен сӑлтавсене пӗтермелле, наукӑпа лаборатори инфратытӑмне туса хурас, лартмалли сывӑ хунавсем ҫитӗнтерме лайӑх материал хатӗрлес, хамӑр ҫӗршыври хӑмла татакан комбайнсен сериллӗ производствине йӗркелес енӗпе «ҫул карттисем» туса хатӗрлемелле.

Нужно снять все ограничивающие факторы, разработать «дорожные карты» по созданию научно-лабораторной инфраструктуры, закладке маточников для выращивания оздоровленного посадочного материала, организации серийного производства отечественного хмелеуборочного комбайна.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫак сӑлтавсене пула, писатель романра каласа панисем историри фактсемпе пур чухне те пӗр карта тӗрӗс-тӗкел лармаҫҫӗ тесе, ытлашши тиркешмех те кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Чӑннипе вара, тӗрле сӑлтавсене пула, чи малтан воеводӑсемпе вырӑс тӳре-шарин, кунта капланса килнӗ ҫӗр улпучӗсен, чиркӳпе мӑнастир ҫыннисен ӗмӗтсӗрлӗхне, тискерлӗхне пула пӑлхавсем чылай ҫӗрте сике-сике тухрӗҫ, ҫӗнӗ йышши пусмӑра тӳсеймесӗр ку тӑрӑхри халӑх тата нумай ҫул хушши сенӗкпе чукмара алӑран вӗҫертмерӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрлӗ сӑлтавсене пула ҫамрӑксене хула пурнӑҫӗ ытларах илӗртет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Тыва Республикин Пуҫлӑхӗ Владислав Ховалыг палӑртнӑ тӑрӑх, яваплӑ службӑсем пурте пӑтӑрмах мӗнле сӑлтавсене пула тухнине тишкереҫҫӗ.

Глава Республики Тыва Владислав Ховалыг отметил, что все ответственные службы сейчас разбираются в причинах ЧП.

Кызылта фейерверк ҫынсен ушкӑнне вӗҫсе килнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32877.html

Шел те, тӗрлӗ сӑлтавсене пула паянхи кун та ӑна пурнӑҫласси пирки нимӗн те паллӑ мар.

К сожалению, по различным причинам до сих пор ничего не известно о его реализации.

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех