Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сыхланас (тĕпĕ: сыхлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кунтах каласа хӑварас килет: лайӑххисенчен начарри нумайрах, пирӗн шуррине хури хуплассинчен сыхланас пулать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫав тӗлте ҫеҫ сыхланас пулать.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халиччен Тихон Иванович пӗр-ик хутчен ҫӑмӑллӑн ӳсӗрсенех, арӑмӗ: «Мӗн каллех ӳслӗке ернӗ эс? Правленинче вӑркӑш ҫил лекрӗ пуль-ха. Сыхланас пулать», — тесе ӑшталанса ӳкетчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унта ҫавӑн пек уйрӑмсене асӑрхама пулать: 1) Шӑнса пӑсӑлас мар, ерекен чирсенчен сыхланас тесен, мӗн тумалла тата мӗнле тумтир тӑхӑнмалла?

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

ЧР Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркуннепе ҫуллахи тапхӑрта вут-кӑвартан сыхланас тӗ¬лӗшпе профилактика мероприятийӗсене ирттересси ҫирӗп йӗркене кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

— Пушартан сыхланас ӗҫе эсир вуҫах маннӑ!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Кашни ҫын хӑйӗн сывлӑхӗшӗн хӑй яваплӑ, анчах та чиртен сыхланас тӗлӗшпе условисене тата сыхлӑх мелӗсене камӑн туса памалла?

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Калаҫу тӗпрен илсен вут-кӑвартан сыхланас, ҫуллахи шӑрӑх вӑхӑтра шыва кӗнӗ чухне путасран асӑрханас ыйтусем тавра пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Инкек пуласран асӑрханмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b8%d0%b ... %bb%d0%b0/

кайӑк грипӗ ересрен сыхланас тӗллевпе чӗрӗ кайӑка туянасран-усрасран тытӑнса тӑмалла;

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

«Клещсенчен сыхланас пулать.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран сыхланар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61068

Тӑшман разведки куҫӗнчен сыхланас шутпа окоп ҫине ҫӳҫе хуллисем каса-каса хутӑм, ун ҫине курӑк витрӗм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Умри чӑрмавсене ҫӗнтеркелесе пынӑ май вӑл куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пычӗ, тӗллӗн-тӗллӗн ут вӗттӗн те чупасшӑн пулчӗ: ку хатар вырӑнтан часрах тарса ӳкес, юнавран сыхланас килчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кашни ӗҫ хӑйнеевӗрлӗ пулнине палӑртать жюри: вӗсенче авторӗсем пушартан сыхланас ыйтӑва ҫивӗч ҫутатнӑ тата вут-ҫулӑм хӑрушсӑрлӑхне кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех пушарпа кӗрешекенсен хӑюлӑхӗпе хастарлӑхне те сӑнланӑ.

Куҫарса пулӑш

Финалта тупӑшӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10671-fi ... a-tup-sh-c

Тепӗр хӑрушлӑх – водителӗн япӑххинчен сыхланас инстинкт та пачах ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Крым ҫарӗсенчен сыхланас тесе вӑл темиҫе воеводӑна хӑйӗн ҫарӗсене кӑнтӑрарахри ҫулсемпе илсе кайма, тӑшман вӑйӗсене тӗл пулсан вӗсемпе тӳрех ҫапӑҫӑва кӗме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Инкексенчен сыхланас тесен, хӑвӑр е кам та пулин туса панӑ электроприборсемпе усӑ курма юрамасть — заводра кӑларнисене ҫеҫ туянмалла.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Эппин, сыхланас пулать, чӗлхене унашкал ирӗке яма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Районти выльӑх-чӗрлӗх чирӗсемпе кӗрешекен станци начальникӗ В.Александров Вӑрмар район территорийӗнче чрезвычайлӑ эпизооти лару-тӑрӑвӗнчен сыхланас тӗллевпе ветеринари докуменчӗсемсӗр ют ҫӗртен выльӑх-чӗрлӗх илсе килме юраманни пирки асӑрхаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Эпӗ портрет енне ӗнсепе ларатӑп, манӑн кӑткӑс, ӑнсӑрт калаҫуран сыхланас килет.

Я сел к портрету затылком, чтобы избежать случайного, щекотливого для меня разговора.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ку право ҫапла пурнӑҫа кӗрсе пырать: сывлӑха сыхлас енӗпе ӗҫлекен государство учрежденийӗсем тӳлевсӗрех квалификацилле медицина пулӑшӑвӗ панипе; граждансене сыватмалли тата вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетмелли учрежденисене нумайлатса пынипе; хӑрушсӑрлӑх техникине производство санитарине аталантарнипе тата лайӑхлатнипе, профилактикӑллӑ мероприятисене анлӑн туса ирттернипе; тавралӑха йӗркене кӗртме мерӑсем йышӑннипе; ҫитӗнекен ӑру сывлӑхӗшӗн уйрӑмах тӑрӑшнипе, ҫав шутра ачасене вӗрентессипе тата ӗҫе хӑнӑхтарассипе ҫыхӑнман ҫӗрте ӗҫлеттерме чарнипе; чирлесрен сыхланас тата чирлессине чакарас, граждансене активлӑ ӗҫлемешкӗн вӑрӑм ӗмӗрлӗ тӑвас тӗллевпе наука тӗпчевӗсене вӑйлатса пынипе.

Это право обеспечивается бесплатной квалифицированной медицинской помощью, оказываемой государственными учреждениями здравоохранения; расширением сети учреждений для лечения и укрепления здоровья граждан; развитием и совершенствованием техники безопасности и производственной санитарии; проведением широких профилактических мероприятий; мерами но оздоровлению окружающей среды; особой заботой о здоровье подрастающего поколения, включая запрещение детского труда, не связанного с обучением и трудовым воспитанием; развертыванием научных исследований, направленных на предупреждение и снижение заболеваемости, на обеспечение долголетней активной жизни граждан.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех