Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сыпӑкӗпе (тĕпĕ: сыпӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Ольга Туркай ҫырнӑ «Санӑн йыхравна эп илтрӗм» монодрамӑн пӗр сыпӑкӗпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/

Ак ӗнтӗ вӗсем вальсӑн тӑнӑҫ сыпӑкӗпе килӗшӳллӗн, пӗрремӗш лапка юрӑн ытамлашнӑ икӗ пӗрчи пек ҫаврӑнма-ярӑнма пӑрахрӗҫ те, пӗр-пӗрне куҫӗсенчи юрату хӗвелӗпе ӑшӑтса, урисене урайран уйӑрмасӑр калла-малла йӑкӑштаттарса ҫеҫ лӑпкӑ ташӑ манерӗнче юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Старик ахлатса илсе ӑна аллинчи йӑрӑс сыпӑкӗпе хӑлха чиккинчен тӑхӑнтартса ячӗ.

Старик, крякнув, хватил его бруском по лбу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Раҫҫей Федерацийӗн Налук кодексӗн 2271 статйипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинче ӗҫ рынокӗн регион уйрӑмлӑхӗсене палӑртмалли коэффициента – ку вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Налук кодексӗн «Физически сӑпатсен тупӑшӗсенчен илекен налук» 23 сыпӑкӗпе усӑ курас тӗллевсемпе кирлӗ – 2019 ҫул валли 2-пе тан ҫирӗплетес.

В соответствии со статьей 2271 Налогового кодекса Российской Федерации установить в Чувашской Республике на 2019 год коэффициент, отражающий региональные особенности рынка труда, необходимый в целях применения главы 23 «Налог на доходы физических лиц» Налогового кодекса Российской Федерации, равный 2.

Чӑваш Республикинче ӗҫ рынокӗн регионти уйрӑмлӑхӗсене палӑртмалли коэффициента 2019 ҫул валли ҫирӗплетесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №50 от 20 сентября 2018 г.

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Уруков урамӗн пӗр сыпӑкӗпе куллен машинӑпа иртме тивет — ӗҫе каятӑп, киле таврӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех