Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывпуллашнӑ (тĕпĕ: сывпуллаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗнпе сывпуллашнӑ май, ачасем, сире пурнӑҫра аслӑ ҫул, пысӑк ӗмӗт, хавхаланупа ҫунатлӑх сунатӑп…

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хулана ҫитсен каччӑ хӗрпе сывпуллашнӑ май унпа тепӗр кун кӑнтӑрла иртсен Атӑл хӗрринче, «Юрату сӑмсахӗ» ҫывӑхӗнче тӗл пулма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Иванов та сӑрӑ хурта чӑтайман, часах «сывпуллашнӑ» унпа.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пирӗнпе сывпуллашнӑ пек, — чӗри чиксе кайрӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Курмассерен сывпуллашнӑ чух е ҫырусен вӗҫӗнче «Вӑхӑтӑмӑра перекетлӗрех тыткаласчӗ» е «Хӑвна упра» тесе канашлатчӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӳнерҫӗсем сывпуллашнӑ май 17-мӗш плэнерта тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кокель плэнерӗ 16-мӗш хут иртнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35531.html

Сывпуллашнӑ май тепӗр хут сӑхсӑхса пуҫне тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӳҫӗ ҫырла // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 28 с.

Ӑсатма та каймарӗ вӑл, пӗтӗм ял-йыш укӑлча хапхинче сывпуллашнӑ чух — килкартинчи карта хушӑкӗнчен ҫеҫ кӑшт пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Килмелле те пулӗ ҫав, — терӗ Мӗтри, сывпуллашнӑ май каллех куҫҫулленсе.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Сӑмахран, вӗсен шучӗпе, улатаккана курни пысӑк телей шутланнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем сывпуллашнӑ чухне пӗр-пӗрне: «Улатаккана курмалла пултӑр», – тесе каланӑ тет.

Например, увидеть дятла у них считается большой удачей, поэтому на прощание они желают друг другу: «Дятла тебе».

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Шкулпа сывпуллашнӑ хыҫҫӑн ӗҫ вырӑнӗ енӗпе ӑнӑҫу пулнӑ-ха унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Ал парса сывпуллашнӑ хыҫҫӑн Элекҫей тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Сидоркинпа Кудряшов тин ҫеҫ-ха обком секретарӗпе сывпуллашнӑ ахӑр: урам кукринче «Волга» курӑнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чипер ҫитмелле пултӑр, тӳрех ҫыру ҫыр, — терӗ ӑна тусӗ сывпуллашнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Кил хуҫисемпе никамран малтан сывпуллашнӑ Герасим Федотович киле таврӑнакан Маринӑна тӗл пулма ӗмӗтленсе Ӑвӑслӑха ярӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ыран каҫалапа пирӗн пата пыр, атту эс эпир мӗнле пурӑннине пӗлместӗн, — терӗ Глафира анкарти хыҫӗнче сывпуллашнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сардимировпа сывпуллашнӑ чух тавралӑха ӗнтрӗк сӑнӗ кӑна ҫапнӑччӗха, анчах икӗ ял хушшинчи вӑрман урлӑ виҫӗ ҫухрӑм утнӑ хушӑра нӳхрепри пекех тӗттӗмленме ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Укаслу хресчен патшине шырама каяс текен Пинерпе Киремет картинче сывпуллашнӑ хыҫҫӑн виҫӗ эрне те иртрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куратпӑр: чӑн та, унта ӗнер ҫеҫ пирӗнпе чун-чӗрене кӳттерсе, пирӗн куҫра чӗр кӗмӗл пӗрчисем шӑрҫалантарса, ытла та хурлӑн-ӳпкевлӗн мяукласа сывпуллашнӑ тӑван кушак хӑйӗн самаях мӑнттайланса кайнӑ ҫурине каҫӑхса кайсах ҫулласа ларать.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Эпӗ анчӑкпа чун татса калаҫсах, ҫынпа сывпуллашнӑ пекех сывпуллашатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех