Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывмар сăмах пирĕн базăра пур.
сывмар (тĕпĕ: сывмар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑлас умӗн тӗл пулса калаҫман пулсан, вӑл ӑна сывмар ҫемйи патне кайрӗ тесе шутлӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Укахви, — терӗ Хӗветли, — эсӗ хытах сывмар теҫҫӗ-и ҫак?..

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Ачи сывмар вӗсен — ҫавӑнпа кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Хама сывмар туйсан яланах медпункта килетӗп.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Пӗр талӑк сывмар ҫынсене сипленӗ хыҫҫӑн икӗ талӑк килте канать.

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Ман «бабушка» сывмар пулчӗ пулас, кайран вара эпӗ вӗсем патне кайма иментӗм.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Романов фельдшерӑн характерӗ хаяр, чӗлхи вӗҫӗнчен «шайттан» сӑмах вӗҫерӗнмесӗр вӑл никампа та калаҫмасть, анчах кӑмӑлӗ ырӑ унӑн, сывмар ҫынна мӗнпе те пулин пулӑшатех.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сывмар пулас вӑл.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Анчах ҫак енпе ӗҫлеймен: пиччӗшӗ фронта кайсан килӗнче сывмар амӑшӗпе вун иккӗри йӑмӑкӗ ҫеҫ тӑрса юлнипе (ашшӗ ултӑ ҫул каярах вилнӗ) Мишша вӗсене пӑхма яла таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

— Каҫар, юлташ командующи, эпӗ сывмар

— Извини, товарищ командующий, я нездоров…

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпӗ хам сывмар пулнинчен ытларах сывмара пӗтӗм те хама пажпа пӗрле таса тинӗс сывлӑшне сывлама яма йӑлӑнтӑм.

Я притворился, будто чувствую себя гораздо хуже, чем это было на самом деле, и просил отпустить меня подышать свежим морским воздухом с пажом,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

(Кассир сывмар ҫын пек пуҫне сулса илчӗ.)

(Кассир болезненно кивнул головой.)

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Сӗтелсенчен пӗрин хушшинче пӗр ҫирӗм ҫулхи ҫамрӑк, кӳпшеке те сывмар ҫынӑнни евӗрлӗ сӑн-сӑпатлӑ, пӗчӗк куҫлӑ, ҫуллӑ ҫамкаллӑ тата вӗҫӗмсӗр тӑсӑлакан тӑнлавлӑ ҫамрӑк ларнине асӑрхарӑм.

На одном из столов сидел малый лет двадцати с пухлым и болезненным лицом, крошечными глазками, жирным лбом и бесконечными висками.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

— Мӗнле сывмар пултӑр вӑл!

— Какое болен!

Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.

Эпӗ Овсяникова хирӗҫ: тен, Любозвонов сывмар пуль, терӗм.

Я отвечал Овсяникову, что, вероятно, господин Любозвонов болен.

Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.

Ҫӳллӗ пусмасем тӑрӑх ашшӗ керменне кӗрет, килти тарҫӑ-тӗрҫӗ пуҫтарӑнать, шӑв-шав хускалать, юратнӑ аппӑшсем те килсе ҫитеҫҫӗ, ун ҫамрӑк та хитре сӑн-пичӗпе патша хӗрӗсем тӑхӑнакан тумне курсан вӗсем тӗлӗнсе каяҫҫӗ; хулӗсенчен ытакласа тӑван ашшӗ патне ертсе пыраҫҫӗ; анчах ашшӗ чирлӗ выртать, сывмар та кӑмӑлсӑр, вӑл ир те каҫ та ӑна асӑннӑ-мӗн, ун пирки вӗри куҫҫуль тӑкнӑ.

Идет она на высокое крыльцо его палат каменных; набежала к ней прислуга и челядь дворовая, подняли шум и крик; прибежали сестрицы любезные и, увидевши ее, диву дались красоте ее девичьей и ее наряду царскому, королевскому; подхватили ее под руки белые и повели к батюшке родимому; а батюшка нездоров лежал, нездоров и нерадостен, день и ночь ее вспоминаючи, горючими слезами обливаючись.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Хирӗҫ килекенӗ тата е ватӑ, е сывмар, мӗншӗн тесен вӑл питӗ хытӑ хашкать, хӑрӑлтатать.

И человек этот был или старый, или больной, потому что ворчал и пыхтел очень громко.

Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Анчах пурнӑҫра вӗсем ытти ҫынсем пекех, вӗсемпе те тем те пулать: арӑмӗ те чирлеме, хӑй те сывмар пулма пултарать, тата — чӑнласах калатӑп! — юратса пӑрахма та пултарать.

А в жизни они такие же люди, и с ними все может случиться: может и жена заболеть, и сам даже может заболеть, и даже — даю честное слово! — может и влюбиться.

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Акӑ хӗрача чӳрече патнелле чалӑшшӑн ларать, сывмар урине тенкел ҫине хурса тӑсса янӑ, сыввине ҫӗрелле уснӑ, ҫапла ларнӑ та, питне лутӑрканчӑк кӗнекепе хупласа, питӗ хумханса, темле ӑнланмалла мар кичемле сӑмахсем калать.

И вот она сидит, боком к окну, вытянув больную ногу на скамье, опустив здоровую на пол, сидит и, закрыв лицо растрёпанной книжкой, взволнованно произносит множество непонятных и скучных слов.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл стена ҫине таянчӗ те йывӑр та сывмар, час-часах татӑлакан ыйха кайрӗ.

Приникнув головой к стене, она закрыла глаза и уснула тяжелым, горячечным, часто прерывающимся сном.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех