Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суранне (тĕпĕ: суран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суранне ҫыхса яр, Любаша.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тата суранне пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Суранне, пинцет вӗҫӗпе сара-сара, марганцовка шӗвекӗпе ҫуса тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫын ыр кӑмӑлӗпе ӑшӑ сӑмахӗ чӗре суранне услам ҫу пекех ҫемҫетет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак куҫӑмсен хыҫҫӑн ури тимӗр пек йывӑрланса каять, ҫунса тӗлкӗшет, сӑрлатать; ирхине ҫыхнӑ чухне врач пуҫне сулла-сулла ӳпкелешет: хускалмалла мар, сыпӑ суранне канлӗх кирлӗ.

После таких движений его нога делалась тяжелой, как железо, она горела и ныла; утром при перевязке врач качал головой, твердя, что нужно не шевелиться, так как рана сустава требует неподвижности.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Салтса ҫыхнӑ хыҫҫӑн Давенант хӑйне кӑштах ҫӑмӑлрах туять, анчах суранне тасатни тата унта чакаланни яланах питӗ тертлӗ.

Хотя после перевязки Давенант чувствовал некоторое облегчение, но промывание раны и возня с ней были всегда очень мучительны.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тыткӑнҫӑ пурнӑҫне ури хӑрушла ыратни тӗксӗмлетет, суранне ҫыхнӑ чух уйрӑмах хытӑ ыратать.

Существование пленника омрачали жестокие боли, какие приходилось ему терпеть в часы перевязок.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Учӗ вистеннӗ, аманнӑ аллине сивлеккӗн тӑснӑ та Джой — суранне тутӑрпа чӗркет.

Джой, мрачно протянув ободранную и израненную руку, прижимала к ране платок.

Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.

Давид суранне йодпа сӗрсе, таса бинтпа ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пирвай суранне ҫуса тасатӑр, унтан тин ҫыхса ярӑр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уйра юлташӑрӑн суранне тасатса ҫыхса ярӑр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка ун чухне фронтран вӑхӑтлӑха, суранне сиплесе пӗтермешкӗн, таврӑннӑччӗ яла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӳрентернине манаймасть, ҫавӑнпа та хӗрӗн сӑмахӗсем ҫине хурав памарӗ, суранне татах та тапратас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Аня та калаҫса ун суранне хускатас темерӗ.

Аня тоже не хотела трогать ее рану разговорами.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Унпа калаҫса чӗре суранне тапратас килмерӗ.

Разговаривая с ним, не хотелось бередить сердечную рану.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Госпитальте выртакан кирек хӑш ҫын суранне те шанчӑклӑ та лӑпкӑ тыткалакан ватӑ ҫыннӑн хытанка пӳрнисем сисӗнмеллех чӗтресе илни сестрана хытӑ тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Ӑна манма та вӑхӑт ҫитнӗ темелле: этем суранне ӳт илнӗ, ҫӗршыв суранне ҫӗнӗ стройкӑсемпе юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Жоржӑн суранне ӳт илме пуҫланӑ, анчах допроссем тунӑ чух ӑна ҫав тери хытӑ хӗненипе суран каллех сурма тытӑннӑ.

Рана у Жоржа начала было затягиваться, но на допросах его так избивали, что она вновь открылась.

Тӑшман аллинчен вӗҫерӗнсе тухни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫурӑлакан пуля унӑн сылтӑм аллинчи икӗ пӳрнине ҫӗмӗрсе кайнӑ Цесарский ҫавӑнтах Маликовӑн сусӑрлатнӑ пӳрнисене татса пӑрахрӗ те суранне имлесе ҫыхса лартрӗ.

Разрывная пуля раздробила ему два пальца на правой руке, Цессарский тут же на месте ампутировал перебитые пальцы и обработал рану.

Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Фельдшерица хӗрӗн алтымарӗсене тытса пӑхрӗ, суранне тӗрӗслерӗ.

Фельдшерица пощупала пульс, осмотрела рану.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех