Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сунчӗ (тĕпĕ: сун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Салам, актёр! — хавассӑн сывлӑх сунчӗ вӑл Радике.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Тухса кайиччен вӑл ҫапах та Валерия Ивановнӑна асӑрхарӗ, анчах сӑмах хушмарӗ, кӑшт ҫеҫ сисмелле пуҫне тайса сывлӑх сунчӗ те пӗчченех алӑк еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Вӑл мана курчӗ те, вулама пӑрахса, тӳрленерех ларчӗ, эпӗ сывлӑх сунсан, тахҫанах пӗлекен ҫын евӗр хирӗҫ сывлӑх сунчӗ, анчах хӑй мана сӑнаса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Лесник хӗрӗ сӗтел хушшинче палламан ҫынсем ларнинчен ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ пулас, кӗрсенех пире хӑвӑрт кӑна сывлӑх сунчӗ те тепӗр пӳлӗме кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Унтан, кулса, сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Сыв пулӑр та пур пулӑр!» — ырӑ сунчӗ хӑй ҫуралса ӳснӗ ял ҫыннисене Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Салам, Гера-Караҫӑм! — симӗс куҫне шуххӑн вылятса кӑмӑллӑн сывлӑх сунчӗ Васса-Васяна.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл халь сывлӑх сунчӗ — Марина каллех шӑл шурри те кӑтартмарӗ, питне илемсӗррӗн пӗркелентерсе аллипе сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Мухтав ӗҫе! — сывлӑх сунчӗ хӗр учительница.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Салам, Караҫӑм! — кӑмӑллӑнах сывлӑх сунчӗ хайхискер.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аллӑ ҫула ҫывхарнӑ пулин те ҫамрӑк чухнехи ҫивӗчлӗхӗпе хӑтлӑхне ҫухатман кӗрнеклӗ хӗрарӑма Герасим Федотович ӑмсанарах сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йывӑррӑн хӑйӑлтатса сывлакан Варлам Сидорович ӑна карттус ҫӗклесех сывлӑх сунчӗ, чарӑнса тӑнӑскер туйи ҫине таянчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аркашпа иксӗмӗре вӑл, ытти хӗрарӑмсем пекех, янравлӑн сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мана сывлӑх сунчӗ ӗнтӗ, анчах калаҫса чӑрманмарӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ажайкин мана ырӑ каҫ сунчӗ те Караньяловсем патне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Салам пулас фельдшера! — шӳтлӗреххӗн сывлӑх сунчӗ хӗре Испуханов.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пурне те сӑпайлӑн сывлӑх сунчӗ, кашнинпех кӑмӑллӑн калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Испуханов хӗрарӑмсене сывлӑх сунчӗ те клуб пуҫлӑхӗ еннелле тайӑлчӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кашнинчех йӑл кулса сывлӑх сунчӗ, кашнинчех каялла пӑха-пӑха утрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Геронтий Никифоров, Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен ассоциацийӗн председателӗ, ӑмӑртӑва хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех