Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сунса (тĕпĕ: сун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михха патӗнче уретникпе стражник пурри ҫинчен Трифун ырӑ сунса, Ҫтаппана хӑрушлӑхран асӑрхаттарас кӑмӑлпа каларӗ пулсан та, ку хыпар Татьянана пушшех ҫапса хуҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппанпа Татьяна хӑйсене ҫамрӑк хӗр ырӑ сунса май туса панине сисмерӗҫ, яланхи пекех пуринчен малтан апатланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ килсе ҫитмен пулсан, тем курас пурччӗ, — чӗререн ырӑ сунса тав турӗ Татьяна.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку эрехе хаяр сунса мар, ырӑ сунса паратӑп.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, хӑйне инкек кӑтартнӑ ҫӗрте Михха йыттисем те айӑплӑ пек сунса, ҫывӑхарах харӑлтатаканнине сайхахӗпе ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ, лашана килте пек сунса, лайӑхах шырамарӑн-и, тен?

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ӑҫта та пулин кил хушшинчех пек сунса, хыттӑнрах чӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан часах черккепе эрех тата куркапа сӑра йӑтса тухрӗ те: — Паян эсӗ чиркӗве ытла та аван илсе кайса килтӗн. Уншӑн сана хӑналама та тивӗҫ. Тыт, хуҫа арӑмне сывлӑх сунса ӗҫ! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Санюкпа Иван, вӗсене телейлӗ пурнӑҫ сунса, ыттисемпе пӗрле черккесене пушатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шухӑша путнӑскер, малтанах вӑл Мария Федотовна килсе кӗнине сисмерӗ те, унтан курчӗ те, ҫавӑнтах пукан ҫинчен тӑрса, ӑна хирӗҫ утса пычӗ, пичӗ ӑшӑ кулӑпа ҫуталчӗ, вӗсем, пӗр-пӗрне сывлӑх сунса, алӑ тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Казаковпа Степанов ял Советне пӗр вӑхӑталлах ҫитрӗҫ, пӗр-пӗрне сывлӑх сунса алӑ тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урампа тӗл пулакан кашни ҫыннах сывлӑх сунса иртрӗ, ватӑраххисене карттусне ҫӗклесе илсе пуҫ тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахарпа Петӗр ял-йыша сывлӑх сунса енчен енне пуҫ тайса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сана эпир пурсӑмӑр та ҫак инҫе ҫула ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа, пире ырӑ сунса кунта, Хусанӑн ӗмӗрхи чапӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр кӗрешекенсем патне, килнӗ ятпа саламлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сывлӑх сунса пӗр-пӗринпе ҫамрӑксем пек тӗрткелешсе илнӗ хыҫҫӑн нимрен малтан ҫакӑнтан кулчӗҫ: Хусана та, Сӗве хулине те тек килместпӗр терӗмӗр-ҫке пурсӑмӑр та, ку хуласемпе ҫӗлӗксене сулсах сывпуллашрӑмӑр терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑнана чӗнместӗп, вӗри икерчӗпе усратӑп тесе те шантармастӑп, анчах ырӑ сунса чӗнетӗп, — хуравларӗ тимӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс тӑнӑ иккен, — терӗ Акпарс сывлӑх сунса.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн чухлӗ ҫакрӑмӑр, татах ҫакма тивет сирӗн ҫынсене, — терӗ Горбатый-Шуйский боярин мӑрсасене ячешӗн сывлӑх сунса.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Апатланмалли палатӑри мӗн пур чаплӑ ҫынсем патша ывӑлӗсене сывлӑх сунса государьпе ун духовнӑй ашшӗ хыҫҫӑн каҫхи кӗлле кайма тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Усал сунса мар, ырӑ сунса калатӑп…

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех