Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сунаҫҫӗ (тĕпĕ: сун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иккӗмӗш хутра пурӑнакан командировкӑрисем те Тоня ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулас: ирсерен Сашӑна ӑшшӑн сывлӑх сунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Сывлӑх сунаҫҫӗ, паллашаҫҫӗ, Агриппина ҫине кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ.

Здоровались, знакомились, одобрительно оглядывали Агриппину.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпӗ вара, Тереза эпӗ юратакан ҫынсене хирӗҫ курайманлӑх ҫӗкленине кура, — студентсем вӗсем халӑха юратаҫҫӗ, ӑна ырӑ сунаҫҫӗ, терӗм.

А я, видя, что Тереза возбуждает вражду к людям уже излюбленным мною, — говорил, что студенты любят народ, желают ему добра.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Хапсӑнма юратакан аппӑшӗсем те каччӑпа хӗре сывлӑх сунаҫҫӗ, унтан шанчӑклӑ тарҫӑсем, аслӑ боярсем, чапа тухнӑ ҫар ҫыннисем те икӗ ҫамрӑка ӗмӗр-ӗмӗр пӗрле ырӑ курса пурӑнма сӗнеҫҫӗ.

И поздравили жениха с невестою сестры старшие, завистные, и все слуги верные, бояре великие и кавалеры ратные.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Эпӗ ялсемпе саласене ҫитсе кӗрсенех каллех вӗтӗр-шакӑр ачасем, вӑрҫӑчченхи пекех, урам тулли чупса тухса: «Асатте ҫитрӗ! Асатте ҫитрӗ!» тесе, пӗтӗм урама янратаҫҫӗ, паллакан юлташсемпе туссем-тантӑшсем манӑн алла чамӑрта-чӑмӑрта салам сунаҫҫӗ.

Снова, как до прихода немцев, ребятишки, мои старые друзья, оповещали обо мне, когда я появлялся в селе, весёлым криком: — Дед пришёл! Дед пришёл!

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсем хӑйсене те юраттарасшӑн, хӑйсене хӑйсем улталаса та пулин хӑйсене юратнине хапӑл тусах ӗненеҫҫӗ, хӑйсене юратаҫҫӗ пулсан вара — вӗсем телейлӗ; хӑйсене юратмаҫҫӗ пулсан та, хӑйсем савакан чуна пурпӗр юратаҫҫӗ, савакан чуна телей сунаҫҫӗ ҫеҫ те мар, ӑс-хакӑлпа та, пурлӑхпа та, — хӑйсем усӑ курма пултаракан мӗнпур пысӑк тата пӗчӗк майсемпе, — ӑна телейлӗ тума тӑрӑшаҫҫӗ.

Они ищут взаимности, охотно даже обманывая себя, верят в нее и счастливы, если имеют ее; но любят всё так же даже и в противном случае и не только желают счастия для любимого предмета, но всеми теми моральными и материальными, большими и мелкими средствами, которые находятся в их власти, постоянно стараются доставить его.

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑшпӗрисем мана сывлӑх та сунаҫҫӗ.

Некоторые уже здоровались со мной.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Туйпа унӑн юлташӗсем, кулкаласа, ӑна сывлӑх сунаҫҫӗ.

Туй и его друзья папуасы смеются и приветствуют Маклая.

Ҫырма хӗрринче // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Сире иксӗре пӗрле телейлӗ ӗҫлеме ырӑ сунаҫҫӗ.

Обоим вам желают счастливой совместной работы.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Сана пысӑк ҫӗнтерӳ тунӑ ятпа, халиччен пӗр ҫын та анса курман тарӑн ҫӗрте нефть тупнӑ ятпа саламласа сывлӑх сунаҫҫӗ

Поздравляют тебя с большой победой, с открытием новых нефтяных пластов в тех глубинах, куда еще не опускался ни один человек…

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Шухӑша кайса ҫӳрекен Сморчковпа кӑшт вӑрттӑн кулма юратакан Махов, рейса тухса каяс умӗн тӗл пулсан, ринг ҫинчи боксерсем пекех, пӗр-пӗрне алӑ парса сывлӑх сунаҫҫӗ.

Перед тем как отправиться в рейс, сосредоточенно серьезный Сморчков и улыбающийся исподтишка Махов сходились и пожимали друг другу руки, как боксеры на ринге перед матчем.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Амӑшне хулара нумайӑшӗ паллаҫҫӗ, кӑмӑллӑн сывлӑх сунаҫҫӗ — Саша ҫакна тӑтӑшах курса тӑчӗ.

Саша видел — мать многие знают в городе, приветливо раскланиваются с ней.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Пӗр ҫуртра пурӑнакан ҫынсем, пӗр-пӗрне ытлах палламаҫҫӗ пулсан та, сывлӑх сунаҫҫӗ, ҫакӑн пек тума ачисене те хӑнӑхтараҫҫӗ.

Люди, живущие в одном доме, здороваются друг с другом, даже если они официально не представлены друг другу, и приучают к этому своих детей.

Килте хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӗве ҫитнӗ ятпа саламланӑ хыҫҫӑн, ҫамрӑксене ӗҫре тата вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тума сывлӑх сунаҫҫӗ.

Во время торжественного акта после поздравлений молодежи желают удачи в работе и занятиях.

Пӗве ҫитни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӗтел хушшинче ларакансем те тӑраҫҫӗ, черккисене ҫав ҫын еннелле тӑсса, ӑна сывлӑх сунаҫҫӗ.

Все сидящие за столом тоже встают и, подымая бокалы в сторону приветствуемого, желают ему здоровья.

Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Малалла каякан ҫынсене ырӑ ҫул сунаҫҫӗ.

Тем, кто едет дальше, желают доброго пути.

Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Магазина кӗрсен сывлӑх сунаҫҫӗ, тухнӑ чухне сывпуллашаҫҫӗ.

Входя в магазин, здороваются, выходя, прощаются.

Магазина кӗрсен… // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Икӗ мӑшӑр тӗл пулсан (сӑмахран, икӗ ҫемье) малтан хӗрарӑм — хӗрарӑма, арҫын — арҫынна саламлаҫҫӗ, кайран хӗрарӑмсем арҫынсене, арҫынсем хӗрарӑмсене сывлӑх сунаҫҫӗ.

Если встречаются две пары (например, супруги), то, прежде всего, здороваются между собой женщины и мужчины, затем женщины здороваются с мужчинами.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Инҫете илсе ҫӳрекен автобуссен, таксисен шоферӗсене сывлӑх сунаҫҫӗ.

Приветствуют шофера такси и автобуса дальнего следования.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Поезд ҫинче купене е мӗнле те пулин учрежденин приемнӑйне кӗнӗ чухне унти ҫынсене сывлӑх сунаҫҫӗ, тухнӑ чухне сывпуллашаҫҫӗ.

Входя в купе поезда, в приемную какого-либо учреждения и т. д., нужно поздороваться с присутствующими, при выходе с ними прощаются.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех