Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулхӑнта (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем те мӑнукӗсемпе выляҫҫӗ, анчах чупса ҫӳресе те ахӑлтатса кулса мар, сулхӑнта ларса кӑна…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пит куляннипе виҫӗ кун хушши ҫу кунӗнчех шӑрӑхра вӗриех мар кӗлетре сулхӑнта аташса выртрӗ те вилсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Мулла арӑмӗ хулӑн, шап-шурӑ питлӗ, сулхӑнта ҫеҫ ларать пулас.

Куҫарса пулӑш

Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Каҫ кӳлӗм сулхӑнта тукмак сасси таҫт-а-а илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сулхӑнта шӑппӑн ларакан чанасемпе кураксем ҫӑварӗсене карнӑ.

Одуревшие от жары галки и грачи сидят с раскрытыми клювами.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗлип нӳхреп ҫинче сулхӑнта выртать-мӗн.

Хелипа он нашел на погребнице, на куче новых рогож.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сан аҫу сулхӑнта ларма пултарать, ҫынсем выҫӑ вилеҫҫӗ.

Твой отец может в тени прохлаждаться, а люди с голоду мрут.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл вӑхӑтра улансем сулхӑнта эрех ӗҫсе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗлет вӗт-ха вӑл, Пикпав ялта чи ӑста пулӑҫӑ шутланать, старик ҫу каҫиччен тытса сулхӑнта типӗтнӗ пулӑ ав кӗлет тулли ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унта-кунта сулхӑнта хуралнӑ юр куписем тӗллӗн-тӗллен вырткалаҫҫӗ, ҫапах та хӗвел ӳкекен уҫӑ вырӑнсенче пӗлтӗрхи хытнӑ курӑксем типсе кайнӑ.

Кое-где в тени лежали еще островки серого снега, но на солнечных просветах прошлогодняя жесткая трава была суха.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Сулхӑнта кӳлленсе выртакан симӗс шывсем ҫийӗнче сарӑ чечеклӗ кӑкшӑм курӑкӗ, чӑх курӑкӗ тата асаннесарри ӳсетчӗҫ.

На тенистых зеленых лужайках цвели желтые кувшинки, куриная слепота и рос папоротник.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тӑкӑрлӑкра никам та курӑнмасть, шкул умӗнчи сулхӑнта кӑна салтаксем канаҫҫӗ.

В проулке было безлюдно, только возле школы в тени берез отдыхали солдаты.

IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ватӑ кӗтӳҫӗ, урине кӑҫатӑ тата кулӑшла хӗрлӗ калуш тӑхӑннӑскер, йывӑҫ тӗмӗ айӗнче сулхӑнта ларать.

В тени под кустом сидел старый пастух в валенках и смешных оранжевых калошах.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

— Анне, эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп, — терӗ Лёша, — эсӗ кунта сулхӑнта ларса кан.

— Мама, вот что, — сказал Лёша, — я думаю так — ты тут посиди в тени, отдохни.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Ниме те хутшӑнас килмест, итлес, ӗҫлес те килмест, ӑҫта та пулин кухнян ҫулӑ, вӗри шӑрши ҫук ҫӗрте, сулхӑнта ҫеҫ ларасчӗ, ҫав шӑппӑнрах иртекен, ывӑннӑ пурӑнӑҫ шыв сийӗпе епле шуса пынине ҫурри ҫывӑрса пӑхса ларасчӗ.

Не хочется принимать участия ни в чём, не хочется слушать, работать, только бы сидеть где-либо в тени, где нет жирного, горячего запаха кухни, сидеть и смотреть полусонно, как скользит по воде эта тихонькая, уставшая жизнь.

V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Аялта ҫулҫӑсӑр, типе пуҫланӑ хӑмла ҫырлин ҫамрӑк тӗми кукӑрӑлса хӗвел патнелле туртӑнать; сывлӑм шывне сыпнӑ йӗплерех ешӗл курӑкпа ҫамрӑк хупах, иртнӗ ҫул тӑкӑнса юлнӑ ҫулҫӑсем витӗр шӑтса тухнӑскерсем, ӗмӗрлӗх сулхӑнта сӗткенлӗн ешӗреҫҫӗ, вӗсем улмуҫҫи ҫулҫисем ҫинче хӗвел йӑмӑх ҫутӑпа вылянине те пӗлмеҫҫӗ тейӗн.

Внизу молодой куст малины, почти сухой, без листьев, искривившись, тянется к солнцу; зеленая игловатая трава и молодой лопух, пробившись сквозь прошлогодний лист, увлаженные росой, сочно зеленеют в вечной тени, как будто и не знают о том, как на листьях яблони ярко играет солнце.

XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унта эпӗ сулхӑнта курӑк ҫине выртатӑп та вулама тытӑнатӑп, сайра хутран кӑна пуҫа кӗнеке ҫинчен ҫӗклетӗп, вара сулхӑн тӗлӗнче хӑмӑртарах кӑвак тӗслӗ курӑнакан тата ирхи ҫилпе чӳхенме пуҫлакан ҫырма шывӗ ҫине, тепӗр ҫыранти сап-сарӑ курӑнакан ыраш уйӗ ҫине, пӗрин хыҫне тепри пытанса, манран таса вӑрман инҫечӗ еннелле кайса ҫухалакан хурӑнсем ҫине, ҫав хурӑнсене аяларах та аяларах йӑлтӑртаттаракан ирхи шупкарах хӗрлӗ ҫутӑ пайӑркисем ҫине пӑхатӑп, таврари ҫутҫанталӑкра пур ҫӗрте те сисӗнекен пурнӑҫ вӑйӗ хамра та тулса тӑнине туйса савӑнатӑп.

Там я ложился в тени на траве и читал, изредка отрывая глаза от книги, чтобы взглянуть на лиловатую в тени поверхность реки, начинающую колыхаться от утреннего ветра, на поле желтеющей ржи на том берегу, на светло-красный утренний свет лучей, ниже и ниже окрашивающий белые стволы берез, которые, прячась одна за другую, уходили от меня в даль чистого леса, и наслаждался сознанием в себе точно такой же свежей, молодой силы жизни, какой везде кругом меня дышала природа.

XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ирхи сулхӑнта эпир шкул патне пырса тухрӑмӑр, — Ленинградран килнисем ҫак таврара вырнаҫмаллаччӗ.

По утреннему холодку мы пошли к школе, в которой должны были расположиться приехавшие.

37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ҫак вӗҫе-хӗррисӗр каланӑ хаклӑ ят ҫӗрлехи сулхӑнта хула урамӗсенче нумай вӑхӑт хушши янраса тӑчӗ.

Это дорогое, бесконечно повторяемое имя долго ещё звучало в прохладной ночи на улицах притихшего городка.

Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.

Аван пулӗччӗ ҫак сулхӑнта йывӑҫсем хушшинче вӗҫсе ҫӳрекен лӗпӗш пысӑкӑш кайӑксемпе кайӑк пысӑкӑш лӗпӗшсем ҫине куҫ хӗссе пӑхнӑ май тепӗр сехет пек тӗлӗрсе выртма.

Хорошо было бы еще часок подремать здесь, в легкой тени, щурясь на пестрых птиц величиной с бабочек и бабочек величиной с птиц, перелетающих в густой листве деревьев.

Вӑрманти сукмак ҫинче // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех