Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулхӑнне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выльӑхсем, кӑнтӑрлахи шӑрӑхран пытанса, ҫырмари йӑмрасен сулхӑнне пыра-пыра выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вара Светлана макӑрса ячӗ, хӗрсем ӑна икӗ хулӗнчен ачашшӑн ҫавӑтрӗҫ те, урӑх пӗр сӑмах та чӗнмесӗр, садри йывӑҫсен сулхӑнне кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Раман ҫунтарса яракан хӗвелтен пытанса, ҫирӗк сулхӑнне ҫерем ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сивӗ компот ӗҫнӗ хыҫҫӑн пурте йывӑҫ сулхӑнне туртӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Парас тесен вара пӗр иккӗленмесӗр ҫимӗҫне те, сулхӑнне те йӑлтах пама хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Юлашкинчен пирӗн караван пальмӑсен савӑнтаракан сулхӑнне пырса кӗчӗ, эпир вара хамӑр пурӑнӑҫа ҫӑлакан шыва куртӑмӑр.

Наконец, наш караван вступил под отрадную тень пальм, и мы увидели воду, которая должна была спасти нам жизнь.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыв ҫумне сӗртӗнсен, ачасем унӑн сулхӑнне туйса илнӗ, ҫулла кунта температура +10 градус таран тытӑнса тӑрать, хӗлле +4 градус.

Прикоснувшись к воде ребята ощутили ее прохладу, температура летом держится до +10 градусов, а зимой +4 градуса.

Интереслӗ те пӗлӳллӗ ҫулҫӳрев // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/t-van-tavral ... ev-3354977

…Акӑ мӑн аса илчӗ Ухахви, Хӗветлипе пӗрле вӑрман сулхӑнне канма ларсан.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахвипе Хӗветли апат ҫинӗ хыҫҫӑн ҫынсем ӗҫе тухиччен йывӑҫ сулхӑнне ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӗсен ҫулҫисем кӗр сулхӑнне парӑнман-ха: сип-симӗс.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсен ҫулҫисем кӗр сулхӑнне парӑнман: халь те сип-симӗс.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Э-э, йывӑҫ сулхӑнне кайса ларма хушать иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл темле авӑнсан та часах хуҫӑлмасть, ҫӳллӗ йывӑҫсен сулхӑнне те чӑтма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Лав тиекен хӗрарӑмсем капан сулхӑнне ҫитрӗҫ, сумкисене уҫса, апата ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Захар сӑрт тӑрринчи йӑмра сулхӑнне тӑсӑлса выртатчӗ те куҫне хупнӑ-хупманах харлаттарма пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Атӑл хӗррине анмӑттӑм, Шыв сулхӑнне юратап.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук, ним чарӑнса тӑмасӑрах хӑва кати сулхӑнне чӑмса, куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Йывӑҫ тенин усси пурах ҫав. Ҫулла пылне, сулхӑнне, уҫӑ сывлӑшне парать, вут-кӑвартан хӳтӗлет, тем пысӑкӑш пӑрсене те сирсе ывӑтать ав», — шухӑшлать вӑл, ҫӳллӗ йӑмрасем тӑрӑх йӗрлесе пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑрӑх кунсем ҫак икӗ йӑмра сулхӑнне ларса уҫӑлаттӑмӑр, сивӗ ҫил вӗрнӗ чух вӑл йӑмрасем хӳтӗлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Вӗсем пит ывӑннӑ пулмалла: нумайӑшӗ кивӗ чиркӳ карти айккипе хурӑнсен сулхӑнне тӑсӑла-тӑсӑла выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех