Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулса (тĕпĕ: сул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саня аллинчи чул катӑкне ҫилӗллӗн сулса ҫыран хӗррине печӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Пулать пурнӑҫра, — тет Мартин, ал сулса.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Акӑ ҫитрӗмӗр те, — терӗ хӗрарӑм, тултан ҫутӑ ӳкерекен алӑк енне аллипе сулса.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Пиччӗшӗ, ав, сухаланӑ уй урлӑ чупса килет, аллине сулса, чарӑнма хушать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Анчах ялан наҫилкке йӑтса, катмак сулса, хитре пӗвӗмӗрсем вӑхӑтсӑр ан кукӑрӑлччӑр.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

— Эпӗ та ҫавнах каласшӑнччӗ, — куҫлӑхне тӳрлетсе, пуҫне сулса илчӗ ватӑраххи.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Думитру чӗнмерӗ, пуҫне ҫеҫ икӗ хутчен сулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Аллине «ывӑс аври» еннелле сулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пуртӑпа пӗрре сулса спичка пӗрчине шап ҫурмалла чӗлме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Вӑт-вӑт, ҫак сӑмахсене каласси патне ҫитнӗччӗ те эпӗ, — пуҫне сулса илет Григориу.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Юрать ҫав, сирӗншӗн ҫеҫ тума та юрать, — пуҫне сулса илчӗ Думитру.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Мӗн калас-ши ман сире? — пуҫне кӑлт-кӑлт сулса, кулкаласа ыйтрӗ вӑл кӑкӑр ӑшӗнчен тухакан самай янӑравлӑ, уҫӑ сассипе.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сидоркин аллисене хытӑ сулса, танлӑн, сарлакан утса пыратчӗ, халь вара вӑл, хумханса кайнӑскер, яр-яр утӑмлакан Григориупа танлашас тесе, вӗттӗн йӑпӑртатать, хушӑран лӗпӗс-лӗпӗс чупать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ай «вилнӗ капитал», укҫа усӑсӑр выртать, тесе аллисене сулахаялла сулса утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

— Тахҫан, ҫамрӑкрах чух, шкул ҫине алӑ сулса пӗр хушӑ вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлерӗм.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таран таврашӗ тенисем ытлашши ҫивӗчскерсем, ӑслӑскерсем пулчӗҫ-ши — ялта ӗмӗрлӗхе йӑва ҫавӑрасшӑн хыпса ҫунмарӗҫ, ашшӗ-амӑшӗ килӗ ҫине алӑ сулса пурте пекех ҫӗршыв тӑрӑх тӗрлӗ еннелле саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Музыкӑна вӗренессине, малтанхи пекех алӑ сулса сӑвӑсем вулассине, юрлассине вӑл йӗркеллех туса пыратчӗ, мӗншӗн тесен куна вӑл хӑйӗн айккине сирме пултарайман тивӗҫӗ тесе шутламах вӗренсе ҫитнӗ пулнӑ ӗнтӗ, ҫапах та унӑн чӗри, хӑйшӗн таҫта тепӗр темӗнле тивӗҫ шыранӑ пекех, урӑх ҫӗрелле те туртӑнатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Мӗн кулатӑр эсир вара, — аллипе сулса илчӗ вӑл ҫавӑнтах, — пирӗн юлташа кинона ӳкерсе илнӗ, ӑна халь мӗнпур ҫӗр-шыв курать, эсир ҫав ятпа ҫур литр та ӗҫесшӗн мар-и вара?

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Кунта вӑл сасартӑк калама чарӑнчӗ те, темӗнле хаваслӑ япала ҫинчен аса илнӗ пек, пуҫне хӑвӑрт сулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Аня шӑлне ҫыртрӗ те, мӗнпур вӑйӗпе сулса, мана питрен ҫупса ячӗ, унтан, хӑвӑрт ҫаврӑнса, килне чупса кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех