Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суйрӗ (тĕпĕ: суй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Комбайнер вырман ыраш уйӗ ҫине пӑхса: — Павӑл, — терӗ, — кала кама та пулин, эпӗ халех илейместӗп пуль, укҫа ҫитмест, — куҫ кӗрет суйрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

— Ку хутаҫа Мама кӳршӗ ҫуртри пӗр кинемие кайса пама хушрӗ-ха, — хӑйма илме кайма тухни пирки шарламарӗ Вова; ҫапла вӑл шикленсе Скорпиона пӗрремӗш хут суйрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Паллах, вӑл суйрӗ, хӑй вара Алюнапа калаҫса вӑхӑта ытлашши ирттернӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Куҫне мӑчлаттармасӑр суйрӗ Элиме, кӑштах та пулин хӗрелмерӗ те пичӗ, нерви те туртӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗррехинче, Кирей хваттерте ҫук чухне, вӑл Илемпи патне пырса кӗчӗ, мӗн пӗлнӗ таран унӑн упӑшки Мускавра хӗрарӑмпа ҫыхӑнни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пачӗ, хӑй енчен хушса, кӑштах суйрӗ те.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Алӑран ҫаплах ҫӑлаҫҫӗ! — кӑштах суйрӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрӗ хӑй айӑпне сиресшӗн суйрӗ пек шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Анук суйрӗ пулсан?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнсӑртран ӳксе урине ыраттарчӗ, — суйрӗ Богданов.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Поля, ҫула тухса тӑкакланса ан ҫӳре: пӗрех тӗл пултармаҫҫӗ /суйрӗ Пантей/ тата кучченеҫ те партармаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Йӗп вӗҫӗ чухлӗ те хӑраман, — суйрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Курман, — суйрӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑванӗсем патне Чӗрккӗне кайнӑ тет-и? — суйрӗ вӑл ҫак хӑй чӑтма пултарайман таса мар сӗтӗрӗнчӗк ҫине ытларах та ытларах тарӑхса.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку тимӗрҫӗшӗн пособи, правлени йышӑнӑвӗпе, — куҫкӗретех суйрӗ арӑмсӑр пурӑнакан арҫын.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мосальский ашшӗпе амӑшне киле каятпӑр тесе суйрӗ, анчах артель курӑнми пулчӗ кӑна, мотоциклне ҫавӑрчӗ те каяллах артель енне йӳпленсе кӗрекен ҫулпа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Хамӑн ӗҫпе кайнӑччӗ эп, — суйрӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— А эп пӗлетӗп: пирӗн ял ҫывӑхӗнчи улмуҫҫи вӑл, — суйрӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Тушкилсем эпӗ, — суйрӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Урӑх ҫук манӑн укҫа, — хӑйне хӑй пусахласах хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут хӑюллӑн суйрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл мана Тимафи пиччене Кӗркури вӗлернӗ тесе суйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех