Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суйнине (тĕпĕ: суй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Аттусене мӗншӗн ылмаш тӑхӑнтӑн?! — кӑшкӑрса пӑрахать упӑшки суйнине тӳсеймен Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл хӑйне суйнине тӳсме пултараймасть…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Саккун, чӑнлӑх хӗмӗпе Хӗртер тӗпӗ-йӗрӗпе Патшалӑха суйнине, Алла ала ҫунине!

Куҫарса пулӑш

Кӗмӗл ҫӑпала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 21–22 с.

Вӑл суйнине сиснӗ Изамбаев пирусне ҫине-ҫинех ӗмрӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Санюк амӑшӗ суйнине сисрӗ, ҫавӑнтах ӑна тӗлӗнмелле каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗрре суйнине тӳрре кӑларас тесе, тата ҫӗр хут суйма тивет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ суйнине мар, чӑннине калатӑп!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Суйнине тытма кил хушшине тухса пӑх!

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӑй суйнине туйса пулас вӑл кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫук ӗнтӗ, пӗр килнӗ япала каймастпӑр, — воин суйнине кура ҫине тӑчӗ ват ҫын.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Микки суйнине пӗле тӑркачах — вӑл Янтул сӑн-питӗнчен те паллӑччӗ — пуп мӑшт пулчӗ те тухса кайрӗ.

Поп, конечно, догадался, что Микки врет, но смолчал.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Суйнине кура тӑркачах ӑна та ӗненнӗ пек пулчӗ.

Ведь видел, что врет старик, никуда он не ходил, а смолчал.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ан кулян, — терӗ Сафа-Гирей вӑл суйнине пачах туймасӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хресченсем часах хӑйсен йӑнӑшне ӑнланса илнӗ, эсерсем суйнине ӗненме пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Унӑн хӗрӳллӗ, чӗрене ҫурса ырат-таракан шанӑҫ пӗтнӗлӗхӗ иртсе кайрӗ; вӑл юратнӑ тата сыхласа упранӑ пурнӑҫӗ вӗҫленчӗ, вӑл нихӑҫан та туйса курман пурнӑҫ — наркӑмӑшланнӑ чунлӑ, хӑявӗсенчен чи лайӑххине тӳссе-чӑтса ирттернӗ чӗреллӗ пурнӑҫ — пуҫланчӗ пулин те вӑл халӗ Моргиана суйнине итленӗ чухнехилле хытӑ ҫунмасть-кулянмасть ӗнтӗ.

Ее пылкое, разрывающее сердце отчаяние прошло; хотя кончилась та жизнь, которую она любила и берегла, и настала жизнь, ею никогда не изведанная, — с отравленной душой и с сердцем, испытавшим худшее из проклятий, — она уже не горевала так сильно, как слыша ложь Моргианы.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кун пек суйнине те курма пулать теҫҫӗ специалистсем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре Промышленноҫ продукцийӗн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/18/chva ... unsr-avrns

Вӑл хут ҫине ҫырнӑ сӑмахсене пурнӑҫрилле, чӑн-чӑнла суйнине Готорн тӗлӗнсе итлерӗ.

Готорн с удивлением слушал, как она легко и естественно перевирает его бумажный набросок.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Апла-тӑк, юлташлӑха кам, мӗнле ҫаратнине, укҫа вырӑнне кам кӑтартнине лайӑх пӗлеҫҫӗ, суйнине те ҫийӗнчех тытӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Илюха суйнине ӑнланса илсе, Васька унӑн картузне сӑмси ҫинелле антарса лартрӗ:

Васька с силой надвинул Илюхе на нос его драный картуз:

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ленин хӑй умӗнче «свидетельсен» сӑнӗсене — чапшӑн ниҫта кайса кӗрейми ҫӑтӑхакан, ытти мӗнпур ренегатсем пекех, йӑплака та йӗрӗнчӗк Григорий Алексинские курать; хӑй нихҫан никама вӗлермен пулин те, хӑйне «революционер-террорист» тесе вӗҫкӗнленекен, лапӑрчӑк сухаллӑ, пӗчӗк те йӑрӑ куҫлӑ этемккен — Бурцевӑн лӗкӗллӗ пиншакне курать; чапа хапсӑнакан, авкаланма-хӑлаҫланма юратакан тата анархистла юрлакан Борис Савинков дендие курать; ӗлӗкрех марксист пулнӑ Потресова тата большевик пулса пӑхнӑ Мешковские курать; Ленин ҫав мӗнпур «пулнӑ» ҫынсене, вӗсен профессорсенни майлӑ сухалӗсемпе кӳпшек пичӗсене йӑлтах курать, вӗсем ҫав тери вӗчӗрхенсе те сехӗрленсе каланӑ сӑмахсене илтет, ответ парать, вӗсем икӗпитленсе хуҫкаланнине, суйнине, намӑссӑрланнине, революцие курайманнине, массӑсенчен хӑраса ӳкнине, вӗсем вырӑс рабочи класӗ ҫине йӗрӗнсе пӑхнине, пролетари демократине ним вырӑнне те хуманнине тата Европа демократийӗ умӗнче — унти нӑйӑлти рабочи союзсемлӗ тата «марксистла» хупахсемлӗ буржуаллӑ демократи умӗнче пылаккӑн пуҫ тайнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларать!

Ленин видел перед собой лица «свидетелей» — пожираемого неутоленным честолюбием Григория Алексинского, скользкого и омерзительного, как все ренегаты; видел засыпанный перхотью пиджачок Бурцева, «революционера-террориста», как он величал себя, хотя никогда никого не убил, человечка с острыми глазками на заросшем грязноватой бородкой лице; видел честолюбца и позера, анархиствующего денди Бориса Савинкова; видел бывшего марксиста Потресова и бывшего большевика Мешковского; видел всех этих бывших людей, их профессорские бородки и обвислые щеки, слышал их слова, полные ненависти и страха, и отвечал им, ловил их на передергиваниях, лжи, невежестве, ненависти к революции, страхе перед массами, презрении к русскому рабочему классу, неуважении к пролетарской демократии и сладеньком преклонении перед демократией европейской, буржуазной, с ее рабочими певческими союзами и «марксистскими» пивными!

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех