Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суйлани (тĕпĕ: суйла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та вара, ҫак ҫук правасене саплаштарас тесе, хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫне арҫын туйӑмӗ урлӑ тума пуҫлать, ҫав туйӑм урлӑ арҫынна вӑл йӑлтах пӑхӑнтарать те, пурнӑҫра вара тӗрӗссипе хӗрарӑма арҫын мар, арҫынна хӗрарӑм суйлани пулса тухать.

И вот, чтоб возместить это право, она действует на чувственность мужчины, через чувственность покоряет его так, что он только формально выбирает, а в действительности выбирает она.

IX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Унта Кистринпа Очаков крепӑҫӗсене туртса илнине кӑтартакан ӳкерчӗксем пур, хӗр суйлани (хӗр пӑхни) тата кушак аҫине пытарнине ӳкернӗ картина та ҫавӑнтах.

На картинах были представлены взятие Кистрина и Очакова, также выбор невесты и погребение кота.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл: — Хусана Тӗнче эткерлӗхӗнчи хуласен организацийӗн IX конгресне ирттермелли вырӑн тесе суйлани – хулана организацин Евроази уйрӑмӗн центрӗ пек йышӑнни, – терӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Учитель профессине мӗншӗн суйлани пирки эссе ҫырмалла.

Нужно написать эссе о выбранной профессии учителя.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Урамра та суйлани пулнӑ.

И были случаи голосования на улице.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех