Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суд сăмах пирĕн базăра пур.
суд (тĕпĕ: суд) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш чух хам унччен нихҫан илтмен сӑмахсене илтеттӗм: ОБХСС, следователь, суд, штраф, тӗрме…

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Навальный колонире 2 ҫул та 8 уйӑх ирттерӗ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Вӗсем Алексей Навальныя арестленипе, суд «Ив Роше» ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ условнӑй приговора ирӗксӗр хӑварассипе улӑштарма йышӑннипе сӑлтавланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа, хӑйне хӑй питлет, суд тӑвать Тимофей Иванович Перепелкин.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ыран суд тенӗ каҫ ҫӗрӗпе саншӑн пӑлханса лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Манран… суд тенкелӗ ҫине лартрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Пухӑр халӑха, суд туччӑр мана», — тет Тихӑн.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Тихон Евдокимович ывӑлӗ, Сантӑр, мана… епле калас… суд тенкелӗ ҫине лармалла турӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ашшӗ мар, амӑшех ҫӗнтернӗ: ҫӗмӗрт ҫеҫки шӑршиллӗ, шӑпчӑк юрриллӗ май вӗҫӗнче Рената уйрӑлнӑ, хваттер пирки упӑшкипе суд умне тӑрса та намӑсланман — хӑйпе пӗрле шӑл больницинче ӗҫлекен тантӑшӗ патӗнче вӑхӑтлӑх вырӑн тупнипех ҫырлахнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах хулан административлӑ комиссийӗ манӑн нушана ӑнланмасть, суд пулӑшма хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Сӑмах май, суд йышӑнӑвӗнче эпӗ саккунпа килӗшӳллӗн хӳтлӗхе тивӗҫ I ушкӑн инваличӗ пулнине палӑртакан пӗр сӑмах та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Е.Малыгин судья ку хутӗнче те суд йышӑнӑвне мӑкӑртатса вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Заявлени ҫыртӑм та арӑма машинӑна лартса Уруков урамне ҫул тытрӑм /суд ҫав урамри 16-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ/.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Суд пирӗн тавӑҫсене вӑрах пӑхнӑран хуҫисем ыйтман пайсене ял тӑрӑхӗн харпӑрлӑхне куҫарасси тӑсӑлса пырать.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

- Хуҫисем /пурте тенӗ пекех пурнӑҫран уйрӑлчӗҫ/ ыйтман пай лаптӑкӗсене суд урлӑ ял тӑрӑхӗн фондне куҫарса, ялхуҫалӑх организацийӗсене, предпринимательсене тара парса - производство калӑпӑшне палӑрмаллах ӳстерсе.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Суд хыҫҫӑн тепӗр ик эрне тӳлемесӗр ирттеретӗп.

Куҫарса пулӑш

Шӳтсем // Капкӑн. «Капкӑн», 1928. — 2№ — 3,6,13,14, с.

Сталинградпа Курск ҫапӑҫӑвӗсем, Ленинград блокадине сирсе яни, Донбаса ирӗке кӑларни, Нюренбергри суд тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Вӑл суд хыҫҫӑн Розӑна вӑрттӑн хут ҫырса янине тата кайран ҫав хута ҫырнӑшӑн нумайччен ӳкӗнсе пурӑннине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫапла йышӑннӑ суд.

Такое решение принял судья.

Арҫын икӗ ачишӗн 1,3 млн алимент тӳлемен // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34869.html

А, И. Герценпа иккӗшӗ вӗсем ют ҫӗршыври ирӗклӗ вырӑс пичетне йӗркелесе тытса пыракансем пулнӑ: «Колокол» (1857 — 1867), «Полярная звезда» (1855 — 1862), «Общее вече» (1862 — 1864), «Под суд» (1859 — 1862).

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех