Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

специальноҫне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурӑнма хӗсӗк пулнипе Коля Мускава тухса каять, стройкӑна ӗҫе вырнаҫать, арматурщик-бетонщик специальноҫне алла илет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Унта ӗҫе вырнаҫма кирлӗ пулакан хутсем, паспорт, аслӑ шкула чи лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернине тата стройкӑри инженер специальноҫне илнине ҫирӗплетекен диплом.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Няня е воспитатель помощникӗн специальноҫне тӳлевсӗр илме пулать, - пӗлтернӗ Пушкӑрт ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова.

Специальность няни или помощника воспитателя можно получить бесплатно, сообщила министр семьи, труда и социальной защиты населения Башкирии Ленара Иванова.

Пушкӑртра ача сачӗсен нянисен курсне пухаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ha-3481507

Астрахане ҫитсен иккӗмӗш кунӗнчех Оля военкомата кайса хӑйне ҫар специальноҫне вӗренмешкӗн пулӑшма ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хастар хӗр часах фельдшер специальноҫне те илет.

Девушка-активистка вскоре получает и специальность фельдшера.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Амӑшӗн, Анна Ивановна Денисован професси ҫулне суйласа илсе Хусанта «ветврач» специальноҫне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

Хӑйӗн салтак тивӗҫне пурнӑҫласан, Иван хӑй хӗсмет тунӑ вырӑнсенче — кантӑк пек кӑвак каҫсемлӗ Карели енчех — пурӑнма юлать, вӗренсе, алла экономист специальноҫне илет, ҫемье ҫавӑрса, тымарлансах, ҫуртлӑ-йӗрленсех тӗпленет.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

«Тен, пурнӑҫри тӗп ӗмӗте — химипе биологи учителӗн специальноҫне алла илессине — тивӗҫтерсе, шӑпӑрт хатӗрленес те пединститута вӗренме кӗме экзаменсем парса пӑхас?» — ытла та илӗртӳллӗ, вӑрттӑн, теветкеллӗ шухӑш тӗвӗлерӗ каччӑ юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑтам шкула экзаменсем ӑнӑҫлӑ тытса вӗренме кӗрес те унта каллех Полинапа пӗрле пулас, унтан унпа пӗрлех аслӑ шкулта педагог специальноҫне алла илес хавалпа пур-ҫук вӑй-халне, сывлӑхне те ӑс-тӑнне карӑнтарса, тӑрӑшса вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унта ветеринар специальноҫне алла илет.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Кунта ӗҫленӗ чухнех слесарь специальноҫне хӑнӑхать.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

1980 ҫулта тӑван шкултан лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухсан Кӳкеҫри 5-мӗш ял хуҫалӑх училищинче вӗреннӗ, кунта автослесарь-механик специальноҫне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Вӑтам танкӑн оруди наводчикӗн специальноҫне вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Шкул хыҫҫӑн Кӳкеҫри 5-мӗш училищӗре водитель специальноҫне алла илсен те каччӑ салтака кайма ят тухиччен «Янгорчино» колхозра ҫамрӑкла ӑнтӑлупа тӑрӑшма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Каччӑсенчен чылайӑшне ҫарта ҫар-учет специальноҫне вӗрентеҫҫӗ, паянхи техникӑпа ӗҫлеме хӑнӑхтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрхи призыв мӗнле пулӗ? // Бахтиер ХОЛИКОВ. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d1 ... 83%d0%bbe/

Зоя ӑна куҫӑмсӑр майпа вӗренсе пӗтерсе зоотехник специальноҫне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Акӑлчан чӗлхине вӗрентекен специальноҫне илет ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

1980 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулне вӗренсе пӗтерсен Хусан патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнче «Правоведени» специальноҫне алла илнӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш прокуратурин кун-ҫул // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%ba%d0% ... 83%d0%bbe/

1963-1968 ҫулсенче Шупашкарти ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренсе зоотехник ученӑй специальноҫне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Шкул хыҫҫӑн хӗрупраҫ Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ, агроном специальноҫне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван хуҫалӑхра — хӗрӗх ҫул ытла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/11/%d1%82a%d0 ... %bb%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех