Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

совет сăмах пирĕн базăра пур.
совет (тĕпĕ: совет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫичӗ ҫуллӑх вӗҫленнӗ тӗле Совет Союзӗнче 15 миллион телевизор, 1980 ҫул тӗлне вӑл кашни совет ҫемйинче пулать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радиограммӑсем тӑрӑх вӑл ӗҫ ҫыннисене Совет влаҫӗ ҫирӗпленсе пыни ҫинчен информацисем парса тӑнӑ, ют ҫӗршывсенчи пресса Совет влаҫӗ ҫинчен элек сарнине критикленӗ, вырӑнти влаҫсем ҫӗнӗ декретсене мӗнле ӑнланмаллине тата вӗсене мӗнле пурнӑҫламаллине кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Совет шкулӗ, совет халӑхӗ, Коммунистсен партийӗ вӗрентсе пӑхса ҫитӗнтернӗ юмахри пек пӗлӗт паттӑрӗсем — Юрий Гагаринпа Герман Титов Ҫӗр тавра, сывлӑшсӑр ҫӳллӗхрен вӗҫсе, ӑнӑҫлӑн каялла ҫаврӑнса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑрҫӑ тапрансанах Совет ҫӗрӗнче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсем пӗр-пӗринпе йытӑпа кушак пек ҫапӑҫса каясса кӗтнӗ вӑл, анчах совет ҫыннисен туслӑхӗ, хӑвӑр куратӑр, вӑрҫӑра тата ытларах ҫирӗпленет!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял Совет пӳлӗмӗнчен тухсанах вӑрӑм коридорпа иртнӗ чух колхоз правленийӗпе ял Совет пӳлӗмӗсене тирпейлесе пурӑнакан Сӑпанипе тӗл пулчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Совет Союзӗн Геройӗ Владимир Васильев, Чӑваш АССР Халӑх Комиссарӗсен Совечӗн Председателӗ Лука Спасов ҫинчен илтнӗ-и тата?

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сывӑ пултӑр Совет Союзӗн Маршалӗ Сталин юлташ, совет халӑхне нимӗҫ фашист оккупанчӗсене ҫӗнтерме хавхалантаракан!

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑшманла ушкӑнӑн тӗллевӗ: совет патшалӑхӗн никӗсӗсене хавшатасси, совет системине аркатасси.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла ӗнтӗ совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче Совет Союзӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ улшӑнса пырать.

Так при советской власти изменяется жизнь народов Советского Союза.

2. ССР Союзӗнче пурӑнакан халӑхсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Карта ҫине пӑхса, Совет Союзӗнчи шывсем тӗрлӗ еннелле, Совет Союзне хупӑрласа тӑракан пур тинӗссем еннелле те юхса тухни курӑнать.

По карте видно, что реки Советского Союза текут в разные стороны, ко всем омывающим его морям.

Чи паллӑ юханшывсемпе кӳлӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Совет Союзӗн геройӗсем Чкалов, Байдуков, Беляков летчиксем, каярахпа тата Громов, Юмашев, Данилин летчиксем советӑн тӗреклӗ самолечӗсемпе пӗрре ҫӗре анса лармасӑрах Мускавран Ҫурҫӗр полюсӗ урлӑ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене вӗҫсе ҫитнӗ.

Герои Советского Союза летчики Чкалов, Байдуков, Беляков, а позднее Громов, Юмашев, Данилин перелетели на мощных советских самолетах без посадки из Москвы через Северный полюс в Соединенные Штаты Америки.

Мускав — Ҫурҫӗр полюсӗ — Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

1937-мӗш ҫулта май уйӑхӗнче советӑн тӑватӑ пысӑк самолечӗ, Совет Союзӗн геройӗ О. Ю. Шмидт ертсе пынипе, полюса вӗҫсе ҫитнӗ те пӑр ҫине анса ларнӑ, унта наука ӗҫне тумалли хатӗрсене, палаткӑсене тата ҫурҫӗрте хӗл каҫма мӗн кирлисене пушатса хӑварнӑ.

В мае 1937 г. четыре огромных советских самолета, под начальством героя Советского Союза О. Ю. Шмидта, прилетели к полюсу, опустились на льдину и выгрузили там научные приборы, палатки и все необходимое для полярной зимовки.

Ҫурҫӗр полюсӗ патне // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗсен ушкӑнӗсенче пулнӑ воин-ветерансен совечӗн округри председателӗ Н.И.Смирнов тата ветерансем вӑрҫӑра пуҫ хунисен ячӗпе лартнӑ палӑк умне чечек ҫыххисем хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫлӑ митинг пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Ял Совет пуҫлӑхӗ Александр Петров ялти волонтерсен юхӑмне ертсе пыракан Наталья Клишинана тата ялти обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑнакан ял Совет депутатне Владимир Иванова Тав ҫырӑвӗсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Никама та манман, нимӗн те манӑҫман // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... an-3415095

Чкалов экипажӗ Америкӑна полюс урлӑ кӗске ҫул хывни Совет авиацийӗн хӑватне, Совет ҫӗршывӗпе Коммунистсен партийӗ пӑхса ӳстернӗ ҫынсем паттӑр пулнине кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Вӗсем, паллах, совет гражданинӗ, совет летчикӗ мӗнле ҫын иккенне ӑнланма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

1932 ҫулта парти Тӗпкомӗ, Совет литературине малалла тӗрӗс аталантарас тесе, писательсен тӗрлӗрен организацийӗсене, ушкӑнӗсене салатса, вӗсем вырӑнне пӗтӗм совет писателӗсене пӗтӗҫтерсе тӑракан пӗр Союз туса хумалли ҫинчен решени йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗн ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗ обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑнакан членӗсене Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пуҫтарӑнса паллӑ турӗҫ // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %97%d2%ab/

Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ӗҫленӗ хисеплӗ Евлалия Васильева ҫинчен аса илнӗ май Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый хӑйне сӑмах панипе усӑ курса: «Пирӗн округри 3 ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ. 9 ҫын — Социализмла Ӗҫ Геройӗ. Вӗсенчен 8-шӗ Василий Зайцев ертсе пынӑ Совет Союзӗпе паллӑ «Победа» хуҫалӑхран. Вӗсем Елчӗк тӑрӑхӗн кун-ҫулӗн историйӗнче ӗмӗрлӗх уйрӑм страницӑра ҫырӑнса юлӗҫ», — тесе уйрӑммӑн палӑртни те ҫамрӑксене иртнине астуса тӑма, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме хистекен чӗнӳ пекех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Ҫак енчен илсен, Великобритани премьерӗ г. Черчилль Совет Союзне пулӑшасси ҫинчен тухса каланӑ историлле сӑмах тата США правительствин пирӗн ҫӗршыва пулӑшу пама хатӗр тӑни ҫинчен калакан декларацийӗ пӗтӗмпех ӑнланмалла тата кӑтартуллӑ пулса тӑраҫҫӗ, ҫав выступленипе деклараци Совет Союзӗнчи халӑхсен чӗрисенче тав тӑвас туйӑма ҫеҫ вӑйлатаҫҫӗ.

В этой связи историческое выступление премьера Великобритании господина Черчилля о помощи Советскому Союзу и декларация правительства США о готовности оказать помощь нашей стране, которые могут вызвать лишь чувство благодарности в сердцах народов Советского Союза, являются вполне понятными и показательными.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех