Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

систерет (тĕпĕ: систер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нандарадж ят Александр Македонскипе ҫапӑҫнӑ Нанда йӑхӗнчи ҫын пирки систерет, ҫакӑн пирки тӗплӗнрех антика ҫӑлкуҫӗсем (сӑмахран, Мегасфенӑн Индики ) пӗлтереҫҫӗ.

которая упоминает о казни царя Калинги по имени Нандараджа, что намекает на представителя династии Нанда, воевавшей с Александром Македонским, о чём детальнее сообщают античные источники (в частности, Индика Мегасфена).

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Кӑнтӑрлана чарӑнсан, Сантӑркка чей вӗретнӗ вӑхӑтра, Ҫимун ватӑ хурӑн айне хӳшӗ туса хучӗ — иртенпех анӑҫран хура пӗлӗтсем капланса тухма пуҫларӗҫ, каҫ енне ҫумӑр ҫӑвасса Ҫимунӑн упа лӑсканӑ ҫан-ҫурӑмӗ аванах систерет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑхӑт ҫитсен систерет пуль.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Аслашшӗ-асламӑшӗнчен тӑрса юлнӑ стена ҫинчи сехет сасси вӑхӑт чарӑнманнине систерет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах вахтер систерет:

Куҫарса пулӑш

Кун вӗҫленчӗ пулмалла // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20–21 с.

Пурнӑҫра кашни минут темрен те хаклине тепӗр хут, татах тепӗр хут систерет.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл малашне темскер пуласса систерет.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ахаль математика хӑех сире систерет: опалсем тупасси — питӗ теветкеллӗ ӗҫ.

Так что простая математика тут говорит, что добыча опалов – дело очень рисковое.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Вӗсем канмалли кунсене хуларан килсен тӗпелте ҫӗн ҫынсемех хуҫаланнине систерет.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Дмитрий Иванов Шпунтика, Малинӑна, Тонькӑна тутлӑ апат ҫитернӗ май ачашшӑн лӑплантарать, выльӑх тухтӑрӗсем килессе систерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗр язвинчен вакцина тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60476

Ҫук, ырӑ сунса!» — кӑмӑллӑн систерет пек ҫав йӑлтӑркка кулӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем пурте ӑнланчӗҫ: ку — поэмӑн умсӑмахӗ евӗр япала, ку композитор хӑйӗн поэмине кама та пулин халалланине пӗлтерет, тата вӑл, композитор, хӑйӗн произведенине чӗрери пысӑк юрату хушнипе ҫырнине систерет

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Куракан сывлама манса сӑнани е ассӑн сывласа илни, тӳсеймесӗр кулса яни е сиси-сисми хускалса илни — актера хавхалантарать, малашне мӗнлерех пулмаллине систерет.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Тахҫантанпах чӗри систерет ӗнтӗ ӑна ҫакӑн ҫинчен, анчах хӗр ӑна ниепле те ӗненесшӗн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗпе-сапа пуҫланассине эштел тахҫан-малтанах систерет.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах амӑш, Унерпи, Силемпие систерет, Хӑйӗн хӗрне «куҫӑнтан вӗҫертмесӗр сыхла», тет.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑнпа та Урхана Воевотӑ чӗнтерет, Парнепеле патшана Хисеплеме систерет.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗвел кӑнтӑр тӗлнелле тин хӑйӗн хӗрӳлӗхне систерет.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Мана барометр кирлӗ мар, уран ревматизмӗ пӗр йӑнӑшсӑр систерет, — терӗ каҫхине Савин мучи.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ӑна та халь хӑш тӗлерех чупса пынине кураймаҫҫӗ пуль, анчах вӑл хӑш еннелле кайнине илтеҫҫӗ: ура айӗнче хӑрӑк туратсем хуҫӑлни тӑшмана систерет.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех