Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

систер сăмах пирĕн базăра пур.
систер (тĕпĕ: систер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Апла пулсан, вот мӗн, председатель, эсӗ кайса систер ӑна.

— Так вот что, председатель: ты пойди и предупреди его.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пӗр минута та ирттерсе ан тӑр, ҫавӑнтах систер.

И не теряй ни минуты, а сейчас же извести.

LVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Юрӗ, юрӗ, — пуҫӗнчен ачашлать Фридкӑна Владимир Ильич, — ху вырӑнна кай, енчен кунта жандармсем килсе кӗме шут тытсан, систер.

— Ладно, ладно, — гладит Владимир Ильич по голове Фридку, — иди на место, дай знать, если сюда жандармы вздумают припожаловать.

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Чуп хӑвӑртрах, систер Серафимӑна, атту тата унпа аппаланмалла ан пултӑр…

— Беги что есть духу, упреди Серафиму, а то как бы еще с ней не пришлось возиться…

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Яр эс хӑвӑн пирӗштӳне патша-хӳтӗлевҫӗ патне, инкек ҫинчен хӑлхинчен пӑшӑлтатса систер.

Пошли ангелочка, шепни о беде в государево ушко.

«Тимлӗ сӑна! Тимлӗ итле!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

 — Самойловна, мӗн те пулин палӑра пуҫласан, маларах систер

 — Самойловна, ежели что будет намечаться, дай знать заранее…

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кайса систер эппин, — терӗ тухтӑр.

Иди, — сказал доктор.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех