Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисрӗ (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ухмаха персе ӗҫ тухманнине сисрӗ хурах.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑн пек тимлӗн кӗлтуса тӑнӑ май, ирхи кӗлӗрен тухнине те юнашар тӑракан хӗрарӑмсем кайса пӗтнинчен ҫеҫ сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малти пӳрте Якур кӗрсе тӑнине Лукарье ҫав самантрах сисрӗ пулсан та, пӗлменҫи пулса: — Кам кӗчӗ ҫавӑнта? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗ мӗншӗн ӳпкелесе калаҫнине сисрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нимене кайнисем саланса пӗтсен, Энтрей, хапхине ерипен уҫса, урама тухрӗ, таҫтан та таҫта ҫити сапаланса выртакан хыр кӗрешсем ҫине пӑхса, «кусене кам пуҫтарса парӗ ӗнтӗ вӗсене, чӗрем малтанах сисрӗ ҫав» тесе мӑкӑртатрӗ те ҫӗлӗкне тата пусарах лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапах та пурне те курса тӑракан мӑрса сисрӗ: кунашкал кашни хӑй пӗлнӗ пек пурӑнма тытӑнсан пӑлхавҫӑсем хушшинче нимле йӗрке те пулмасть.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сисрӗ, ура сассинчен сисрӗ Мамич-Бердей, шӑппӑн ҫеҫ пӳлӗмрен тухса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сисрӗ вӑл: Ту-ҫи енчи мӑрсасем вырӑссене пулӑшма килнӗ пулсан ун ашшӗ те пур ӗнтӗ вӗсен хушшинче, вӑл та аркатать хӑйӗн ҫыннисемпе Ар-Сӗнтӗр крепоҫне.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑршранах сисрӗ Иливан, хуҫа самай хӗрӗнкӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмахпа ним те каламарӗ хӑй, анчах упӑшки сисрӗ, ку ӗнтӗ арӑмӗ ӑна пуриншӗн те, пуриншӗн те каҫарнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сисрӗ Тукай, чӳк карти тулашӗнчи халӑх кӗрр! кӗрлесе илчӗ, унтан ҫухӑрнӑ, хыттӑн кӑшкӑрашнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сисрӗ Иливан, юлашки сӑмахсене хуҫа уншӑн каламарӗ, вӑл хӑйӗнпе хӑй калаҫрӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр ача шахвӑртса калаҫма тӑрӑшнине сисрӗ пулсан та Иливан тата ытларах вӑтанчӗ, малтанах ним тавӑрса калама та пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй те сисрӗ, ку сӑмах кулӑшла тухрӗ унӑн: «Аттепе таҫта та ҫитсе курнӑ…»

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫатан урапа тайӑлнинчен сисрӗ Иливан — кайри хӑрах кустӑрма тухса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри сисрӗ, ку Ахматекӑн кӑшт мухтанасси те пур иккен — хӑй ҫитес ҫӗре ҫитмен-ха, ҫуркуннеччен тем пысӑкӑш ҫар тӑватпӑр тесе каппайланать.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑйсен кӑмӑлӗ, эп хирӗҫ мар, — терӗ ҫӗрпӳ чӗтрекен сасӑпа (ывӑлӗпе мӑнукӗ сисрӗҫ-и ун сасси чӗтренине, ҫук-и, аслӑ воевода аванах сисрӗ — вӑрттӑн кулса илчӗ).

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Усала сисрӗ те кайма та хӑрать ав тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьян сисрӗ, Талановӑн вӗсемпе халап ҫапса тӑма вӑхӑт ҫук, вӑл хӑй ӗҫленӗ ҫӗре васкать.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗтел хушшинче чиперех калаҫрӗҫ пулин те, сасса хӑпартса, эрленсе никам та пӗр сӑмах каламарӗ пулин те чунӗ сисрӗ Иливанӑн: килте ӗлӗкхи шӑкӑл-шӑкӑл пурнӑҫ ҫук.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех