Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиснӗрен (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӗнтӗ хӑйне староста укҫа тӳленӗрен мар, чиркӳри пӗтӗм халӑх ун юррине юратса итленӗрен, унӑн илемлӗ сасси ҫак асаплӑ-тертлӗ ҫынсене кӑштах та пулин савӑнӑҫ кӳнине сиснӗрен, хуйхӑллӑ ҫын кӑмӑлне самантлӑха та пулин ҫемҫетме е ҫӗклеме пултаракан асамлӑ вӑй пӗтӗмпех унӑн пултарулӑхӗнчен килнине пӗлсе тӑлӑран юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Туй пӗркенчӗкӗ… — арӑмӗ питренех тинкернӗрен тата кунашкал явапа Ельккан мар, хӑйӗнех тытмаллине сиснӗрен, тӳрех, ним аякран-мӗнрен ҫавӑрмасӑрах каласа хучӗ ҫакна Матви.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Те автобус лӑнкӑр-лӑнкӑрӗпе ӗшеннӗрен, те Ельккапа сӑмах вакласа халсӑрланнӑран, те ҫывӑх кил ӑшшине сиснӗрен, ҫийӗнчех куҫне хупрӗ Кӗҫени, упӑшкипе кумӑшӗ лупленине тӑнлакаласа, лӑпкӑ тӗлӗрӗве путрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах та Фабие вӑрттӑн маларах хунӑран тата хӗрӗ те ӑна кӑмӑлланине сиснӗрен, амӑшӗ Фабие суйласа илчӗ, Тепӗр куннех Фабий хӑйӗн телейӗ ҫинчен пӗлчӗ; Муцин вара панӑ сӑмахне тытмалли те пӑхӑнмалли ҫеҫ юлчӗ.

Но, втайне предпочитая Фабия и подозревая, что и Валерии он приходится более по нраву, она указала на него, на другой же день Фабий узнал о своем счастье, а Муцию осталось сдержать свое слово — и покориться.

II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Пӗр хушӑ вӑл, Лозневой ҫаплах-ха хӑй хыҫӗнче тӑнине сиснӗрен ӗнтӗ, ҫухалса кайнӑ пек пулчӗ, ҫав хушӑрах тата, ӑна пытарса хӑварас шухӑшпа Лозневой умне тухса тӑчӗ.

Он чувствовал, что Лозневой торчит позади, и старался скрыть Лозневого за своей спиной.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех