Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисме (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ тинӗсре карап ҫинче мар, ҫавӑнпа хамӑн вилӗме виҫӗ кун маларах ҫеҫ сисме пултартӑм.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ытти ҫынсем пӗри те сисме пултарас ҫук ҫакна.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сисме тытӑннӑ, анчах чӗрене ҫывӑх илмен.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӑн, Турунов мӗнле меслетсемпе усӑ курса ӳсӗмсем тунине, вӑл мӗнле маяк иккенне часах сисме тытӑнтӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗнле-ха, ҫав тери хисеплӗ, прихучӗпе ӑстӑнлӑ ҫынсем ҫав ултава сисме пултарайман?

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарҫӑсем те сисме ӗлкӗрнӗ вӗсем пӗр-пӗрин патне туртӑннине.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутар тӗнне йышӑнтарма килекенсене хыҫран хӑваланине пӗр ҫын ҫеҫ сисме пултарнӑ — ӗнер вӗсене вӑрҫтарса ларнӑ вӑрӑм сухал.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗттӗм-ха, ҫапах кун пуҫланнине сисме пулать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Ҫынсем сисме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пурнӑҫри ырлӑхсене те вӑл халӗ кӑна сиссе илнӗ пулас-ха, вӗсене сисме те вара ҫак тутарах пулӑшнӑ пулӗ…

Чувствуется, что она совсем недавно познала истинную радость жизни, и помог ей в этом несомненно тот же татарин…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван тем ырӑ маррине сисме тытӑнать.

Ухтиван начинает улавливать в словах что-то недоброе.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ан тив, ҫи-пуҫ таврашӗ те санӑн тарҫӑнни пекрех пултӑр ӗнтӗ, атту сисме пултарӗҫ.

Да и одеждой тебе не след выделяться, иначе могут неладное заподозрить.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫын суялӑхне час сисме вӗреннӗ Тукайӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун иртнине те сисме пӑрахрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Тӗрӗссипе каласан, малтанхи вӑхӑтра эпӗ хамӑн шухӑш-туйӑмсем ехусемпе вӗсене евӗрлӗ чӗрчунсем майлӑ пулнине сисме те пултарайман.

Сначала я, правда, не испытывал по отношению к ним того боязливого преклонения, которым проникнуты еху и все другие животные.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кашни ирех, ҫывӑрса тӑнӑ хыҫҫӑн, Кутузов хӑй таврашӗнчи япаласем пурте тӗксӗмленсе пынине, туроксен пульли куҫ патӗнченех шӑтарса тухнӑ пирки куҫӗ кулленех ҫутта курайми пулнине сисме пуҫланӑ.

И каждое утро, просыпаясь, ощущал Кутузов, как все более тусклыми кажутся ему окружающие предметы и глаз, близ которого прошла турецкая пуля, все болезненней реагирует на свет.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Пурте, темӗншӗн, ҫав чӑваш хӑйне хӗненӗ чухне ҫеҫ сисме пултарать, хӑйне вӑрҫнӑ чух кӑна ӑнланма пултарать пуль, тенӗ.

все почему-то думали, что Максимка может чувствовать только тогда, когда его бьют, а понимать — когда его ругают.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Ҫакна вӑл тахҫанах — ашшӗ-амӑшӗсем хӑйне ҫар училищине вӗренме ярсанах сисме пуҫланӑ.

Он начал ощущать эту тесноту давно — с тех пор, как родители отдали его в военное училище.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Хытӑ хӑранӑ пирки Ленька сывлама йывӑррине сисме пуҫларӗ.

Но тут, к своему ужасу, Ленька почувствовал, что задыхается.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Анчах ун хыҫҫӑн чупма юрамасть, кӑшкӑрма та кирлӗ мар — сисме пултараҫҫӗ.

Но бежать за ним нельзя, кричать тоже — привлечешь внимание.

XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех