Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисеҫҫӗ (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗрлӗрен тӗшмӗше ӗненместӗп, анчах моряксем хӑйсен вилӗмне пӗр эрне малтан сисеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Лупасайӗнчи ҫерҫисем кӑна пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтесе пӑрр та пӑрр вӗҫеҫҫӗ, кантӑр вӑрри шӑршине сисеҫҫӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавна сисеҫҫӗ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ку асамлӑха ҫамрӑксем кӑна сисеҫҫӗ пулӗ ҫав, ватти вара каллех тем мӑкӑртаткаласа илет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тискер кайӑксем ӑна сисеҫҫӗ те пытанаҫҫӗ…

Слышат его звери, прячутся…

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Мӗншӗн тесен пурте кураҫҫӗ-ҫке-ха, сисеҫҫӗ: СУ прорывра, юлса пынине пӗтерес тесе, пуҫлӑхсем склада та пулин хӑвӑртрах туса ҫитересшӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ял ҫыннисем куллен кураҫҫӗ Ерусланов алли ӑсталанӑ илеме, кураҫҫӗ те чӗре хавассӑнрах тапнине сисеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тем тесен те эпир унта пулнине сисеҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӑлӑмра вут-кӑвар алхаснине лашасем те сисеҫҫӗ — пырсан-пырсан сасартӑк хартлатса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапла, пит час сисеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

— Анчах ҫанталӑкӗ улшӑнассине ӑна чӗкеҫсем мар, шӑна-пӑвансемпе вӑрӑм тунасем сисеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Ҫапла вӗсем, пулӑсем, мӗнле ҫанталӑк пулассине барометр пекех сисеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Кӑткӑсем те сисеҫҫӗ ҫумӑр пулассине, шӑрчӑксем те, лӗпӗшсем те…

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

— Карап путассине чи малтан йӗке хӳресем сисеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Мӗнле сисеҫҫӗ чӗрчунсем инкек пуласса?

Каким же чутьем угадывают эти мелкие существа приближение катастрофы?

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ял хушши сасартӑк хӑрушла лӑпланса ларнине Лӗхтинккапа Шахрун та сисеҫҫӗ, чукмарсемпе ҫӳрекен «курӑнман» хуралсене те кураҫҫӗ вӗсем, анчах тарма шутламаҫҫӗ.

Лехтинка с Шахруном и вправду заподозрили в необычной тишине неладное, видели они и караульщиков с дубинками в руках, ходивших под окнами, но не хотели и думать о побеге.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сисеҫҫӗ чӑвашсем: вут хумасӑр тӗтӗм тухмасть.

Чувствуют чуваши: дыма без огня не бывает.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сисеҫҫӗ вӗсем унта патшара кам ларнине!

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутарсем сисеҫҫӗ, ӗнтӗ калаҫма та вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та сисеҫҫӗ пулас, вӑл ыррине пӗлтермест, — ав мӗнле хаяррӑн ялкӑшаҫҫӗ Тукай куҫӗсем!

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех