Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗншӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗншӗн кулӑшла пуль, анчах эпӗ ҫав самантра чӑннипех ҫамрӑкланса каятӑп…

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Йӑлтах урӑх ҫын, сирӗншӗн ют ҫын.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сирӗншӗн хӑш чухне ӗҫӗ мар, кӑтартӑвӗ пӗлтерӗшлӗ вӗт.

Ведь иногда вам важнее сам процесс, чем результат.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗншӗн виҫӗ тенкӗ чакарӑп.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку эрнере ӗҫ сирӗншӗн пӗлтерӗшлисенчен пӗри пулӗ.

Работа будет для вас на этой неделе одним из наиболее важных аспектов деятельности.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗншӗн логика ют мар тӑк кирек мӗнле лару-тӑруран та тухма пултаратӑр.

Если вам не чужда логика, вы найдете блестящий выход из любого положения.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах ҫӑлтӑрсем малтан тӗллеве палӑрта сӗнеҫҫӗ: чылай чухне сирӗншӗн тӗллев патне талпӑнни кӑтартуран лайӑхрах.

Только планеты рекомендуют вам определить цель: зачастую процесс достижения результатов для вас гораздо важнее, чем полученный результат.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Эпӗ кунта сирӗншӗн циркри чӗрчун мар пуль, ҫитет манпа ӑмӑртма, пӗрех хевтӳ ҫитмест, — терӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Сирӗншӗн чи малтан финанс пӗлтерӗшлӗ пулӗ, кайран тин - чап.

На первом месте будет стоять финансовая сторона и только потом желание прославиться.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗншӗн вӑл ҫеремленнӗ лапам кӑна.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сирӗншӗн, паллах, нимӗн те мар.

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пулмарӗ апла ман сирӗншӗн курортра канасси!..

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ачисем валли хут ҫырса хӑварчӗ: «Эпӗ Праллӑри чиркӗве кайрӑм, аҫӑршӑн, сирӗншӗн кӗлтума».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вара вӑл сирӗншӗн кашниншӗн савӑнӑҫпа телей ҫӑлкуҫӗ пек тапса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Сирӗншӗн те, Пӗчӗкҫеҫ принц сӑнарне ман пекех чӗрере усракансемшӗн, пӗр шутласан, ҫакӑнта темех ҫук пек туйӑнма пултарӗ.

Вам, кто тоже полюбил Маленького принца, как и мне, это совсем, совсем не все равно:

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Сирӗншӗн вилме хатӗр мар эпӗ.

— Ради вас не захочется умереть.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Сирӗншӗн ку, чи малтанах, сирӗн вӗренекенӗрсен ҫитӗнӗвӗсемпе ҫӗнтерӗвӗсем, вӗсем пирӗн ҫӗршывӑн пуласлӑхне пӗр ӳстермесӗр палӑртаҫҫӗ», - тесе хушса хунӑ вӑл.

«Для вас это, в первую очередь, успехи и победы ваших учеников, которые без всякого преувеличения определят будущее нашей страны», - добавил он.

Путин учительсене пулӑшу памалли мерӑсене анлӑлатни ҫинчен пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... rn-3466733

Ытларикун ыттисене, вӑл сирӗншӗн сумлӑ ҫын пулсан та, ӗненмелле мар.

Во вторник не стоит слепо доверяться мнению других людей, даже если они являются для вас авторитетом.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере ҫӗнӗ тапхӑра, сирӗншӗн лайӑхраххине, куҫма пултаратӑр.

На этой неделе может состояться переход к новому, более благоприятному для вас жизненному циклу.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах хальхи вӑхӑт — сирӗншӗн вилӗм, пӗтмелли вӑхӑт, ҫавна ӑнланма пултаратӑр-и эсир?

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех