Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗнпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна хута янӑ чухне эпир сирӗнпе шкулсене ҫӗнетмелли, ачасен вӗренӳ, пултарулӑх тата ӳт-пӳ аталанӑвне тивӗҫтерекен стандартсене палӑртрӑмӑр.

При ее запуске мы с вами установили стандарты модернизации школ, обеспечивающие образовательное, творческое и физическое развитие детей.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ун чухне эпӗ сирӗнпе пӗрле ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗк ҫине пӑхӑп та: «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тӗл пулсан вӑл мана ҫавӑн пек ыйту панӑччӗ», — тесе савӑнӑп», — кӑмӑллӑн йӑл кулчӗ Алена Елизарова ачасемпе сыв пуллашнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Эпир сирӗнпе - хальхи Чӑваш Ене тума пуҫланисен малаллахи ӑрӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Республика ертӳлӗхӗ сирӗнпе пӗрле граждансен прависене тата вӗсен саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлеме яланах хатӗр.

Руководство республики всегда готово вместе с вами защищать права граждан и их законные интересы.

Олег Николаев Прокуратура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/12/oleg- ... ika-prokur

Хамӑрӑн пӗрлехи ӑнӑҫлӑ ӗҫе пула эпир сирӗнпе республика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсемпе савӑнатпӑр.

Благодаря нашей совместной работе мы с вами радуемся показателям развития республики.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Сирӗнпе такам вылясшӑн пулӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Акӑ ӗнтӗ сирӗнпе паллашрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Эпӗ сирӗнпе пыраймастӑп, — тет.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ах, Мария Тимофеевна, сирӗнпе калаҫмалли пур ман, хӑвӑртрах утар-ха килелле.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫитес кунсенче, ҫакӑнта калаҫса татӑлнӑ пек, эпир сирӗнпе хамӑр районти колхозниксем патне уҫӑ ҫыру ҫырӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ял Советне ҫити эпӗ те сирӗнпе пӗрле пыратӑп, — Ваҫука ҫавӑтрӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ сирӗнпе пӗр тан хуҫине имение илнӗ ҫӗре ҫирӗм пилӗк пин тенкӗ пани пӗлтерет!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Акӑ, мӗн, Михаил Петрович… эпӗ кунта сирӗнпе пӗр танах хуҫа!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑншӑн сире сӗнӳ пама хӑятӑп: ресторана кайӑпӑр та, унти уйрӑм пӳлӗмре ман хуҫа сирӗнпе мӗнле ӗҫ тума шутлани ҫинчен каласа парӑп.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тӗрӗссипе каласан, эпӗ чӗрӗ юлса халь сирӗнпе пӗрле пулни ансӑртран кӑна килсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуп кӑштах шухӑша кайса тӑнӑ хыҫҫӑн: — Йӑмӑкӑм, эпӗ сирӗнпе хӑвӑрпа ҫеҫ калаҫса пӑхасшӑнччӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сирӗнпе юнашар такам мар, Хӗвелтухӑҫӗнчи халӑхсен пӗрремӗш гильдиллӗ хуҫа, вуншар караван тытакан миллионер Тюрек Мамед Оглы ларать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсир тимлӗхре, ӑнӑҫу сирӗнпе юнашар утать.

Вы в центре внимания и удача идёт с вами рядом.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ ман сирӗнпе калаҫса тӑма вӑхӑт ҫук, спектакль пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

— «Виҫҫӗмӗш ытлашши», — теҫҫӗ те вырӑссем, мана сирӗнпе ҫӳреме майлах мар пуль.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех