Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирпӗнсе (тĕпĕ: сирпӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳл тӳпери шап-шурӑ уйӑх, пит-куҫне лаптӑкӑшпех тӑм илтернӗскер, кӗҫ-вӗҫ сирпӗнсе, тӗпренсе каяс кӗленче майлах чӗтренсе тӑрать, ун ҫинчи кӗвентеллӗ хӗр, шыва кайма тухнӑскер, витрине халь тесен халь пӑрахас пек хытса, ҫӗрелле шиклӗн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чалтӑртатса сирпӗнсе тухнӑ хӗлхем пек йӑлтӑртатса, ҫу кунӗ хӑвӑрт сӳнет, сисмелле мар час иртсе каять, вӑрмана, тӗрлӗ тӗслӗ кӑвар сапса, пушар тухасран пӗртте хӑрамасӑр, кӗр хуҫаланса пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Право» сӑмаха илтсен, сӗткенӗ пӗрхӗнсе тӑракан ҫурхи хурӑна пуртӑ вӗҫӗпе лач тутарнӑн, Маруҫ куҫӗнчен куҫҫуль чалтӑр сирпӗнсе тухать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пичӗ — кӗҫ-вӗҫ юн сирпӗнсе тухаслах кӗрен.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Нумай кӗтмелле пулмарӗ, вӑл сирпӗнсе те тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Пӳрте мӗнле сирпӗнсе кӗнине сисмерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мур пӗлет-и, ҫара ҫуни темле ҫӗмӗрӗлсе саланса каймарӗ, Петрукӗ ҫуни ҫинчен темле пӗр еннелле сирпӗнсе юлмарӗ — Откан вӑрмантан тухнӑ ҫӗре лаша куҫран ҫухалнӑччӗ, ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗлереҫҫӗ-ӗ! — куҫпуҫӗнчен вут сирпӗнсе тухнипе ҫухӑрса ячӗ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Касмухха тӑрантас ҫинчен чут ҫеҫ сирпӗнсе юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, пӳртрен сирпӗнсе тухсан, ҫенӗкре тытӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитменнине, Якур ҫенӗкрен сирпӗнсе тухрӗ те каллех хаяр сасӑпа кӑшкӑрма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел ҫинчен сирпӗнсе ҫӗре ӳкнӗ кӗмӗл укҫасем пӗр самант чӑнкӑртатса илчӗҫ те, пӳрт ӑшчикки каллех щӑплӑха путрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ ирӗке туйсанах пӳртрен сирпӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун айккине сирпӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахмет, урине сӑтӑрсарах утаканскер, хӑма пуҫӗ ҫине такӑнса, сирпӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мишша вӑрӑм окоп тӑршшӗпе тӑват уран упаленсе ыттисемпе пӗрле ҫутта сирпӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Сиссе те юлаймарӑм вара, троллейбус чарӑннӑ-чарӑнман урамалла сирпӗнсе те тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Тӗлӗнмелле: ҫӑл шывӗнчен ҫавӑнтах хӗрлӗ юн сирпӗнсе тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Сирпӗнсе ҫеҫ юлӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Картлашка тӑрӑх сирпӗнсе аннӑскерне вӑл хӑтӑрса тӑкма та хатӗрччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех