Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиплӗх сăмах пирĕн базăра пур.
сиплӗх (тĕпĕ: сиплӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян кунта чухӑнсем, чирлӗ-чӗрлӗ, терт курса пурӑнакансем турӑ амӑшӗн иккунинчен ырлӑхпа сиплӗх илсе кайма пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫурҫӗртен пуҫласа кӑнтӑра, тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех ҫӗр питне симӗс тумпа илемлетсе, ҫут тӗнчене сиплӗх кӳрсе этемлӗхе савӑнтарса кашлать вӑрман…

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Турӑран ырлӑх, Ишмук-вӗрӳҫӗрен — сиплӗх те, ырлӑх та, вӑй та…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Турӑран ырлӑх, Ишмук-вӗрӳҫрен — сиплӗх.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр усал ҫын чакни Ҫӗр-аннене мӗн чухлӗ сиплӗх кӳрӗ!

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑнах та ҫав чул юпасем ҫынсене сиплӗх кӳреҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем сиплӗх юписем пулӗҫ, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Им пултӑр та сим пултӑр ку ҫурта, усал-тӗсел ан ҫыпҫӑнтӑр, ырӑпала сиплӗх килсех тӑтӑр, э-э?

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Путмар ҫинчи ватӑшӑн ҫак пӗчӗк куркари шыва ӗҫни сиплӗх сӗткенне ӗҫнӗнех пулчӗ, вӑл хӗрача йӗнине туйрӗ пулас, ӑна йывӑррӑн хӑй патне чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑпкари ачан ҫемҫе те йӑваш куллипе япшаррӑн йӑлтӑртатакан ирхи хӗвел, куҫа шартса, ҫӗр ҫине васкамасӑр, ӑшӑ, чуна сиплӗх те ырӑлӑх кӳрекен ылтӑнне сапалать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӗмӗрӗ тухнипе типсе ҫӗр ҫине ярӑнса-явӑнса ӳкнӗ пӗрремӗш ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, чӑшӑлл ларакан чечексен (пыл чечекӗн ҫӑра шӑрши, чӗрӗ тӗнчене ырлӑх та сиплӗх сапаласа, йӗри-тавраллах сарӑлнӑ) газонӗсем хушшипе вӑтам пӳллӗ каччӑ пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сиплӗх ҫумӑрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӗтесри тураша илсе Микулан пуҫӗ ҫине хучӗ те: «Ҫӳренӗ ҫӗрте сиплӗх пултӑр сана, ачам… Тур папай упратӑр… сывлӑх патӑр», — тесе пиллерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырлӑх тунине ан ман, сиплӗх кӑтартнине асра тыт тенӗ пихампар…

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Турӑ сиплӗх патӑр… — куҫне ещӗкре выртакан виҫӗ ҫурта ҫинчен илмесӗр, хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса юлчӗ Касмухха.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Асту, ҫын ан куртӑр, сиплӗх пулмасть, — терӗ карчӑк, кукӑр пӳрнипе юнаса.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Турӑран ырлӑх, этемрен сиплӗх.

От бога добро, от человека здоровье.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑҫта пыратӑн сиплӗх, тутлӑх, Кирек хӑш вырӑн та халь хӑтлӑ, Кашни кӗтесшӗн ҫын — хӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Турӑ чамасӑр ӗненекен ҫынна ҫеҫ сиплӗх парать…

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл уҫӑ сывлӑша карӑнса ҫӑтнӑ, сывлӑшпа пӗрле унӑн кӑкӑрне — ӑша-чикке уҫӑлтаракан, пуҫа урӑлтаракан темӗнле сиплӗх кӗнӗ пек пулнӑ.

Он вдыхал свежий воздух и вместе с ним что-то здоровое, отрезвляющее его голову.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех