Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сивӗрех (тĕпĕ: сивӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кинӗ ӑна ҫывӑрнӑ чух харлаттарнӑшӑн та вӑрҫать, мунчана хӑвалать, шартлама сивӗрех Татти ман пата ҫӗр каҫма чупса пырать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав еннелле халь те кайма пулать-ха, анчах унта ҫанталӑк сивӗрех, ытти ҫӗртипе танлаштарсан мана, ватӑ ҫынна, халь ӑшӑ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Кӑварсем сӳнсе кӗлленнӗ, пӳлӗмре паҫӑрхинчен те сивӗрех.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Чунӑма ленчешкелентерсе, пӗр авӑк ӳт-тирӗме куҫа шартарса, ҫунтарса пӑхакан кӑнтӑр хӗвелӗпе хӗртсе, пиҫтерсе тӑтӑм, алла выляткаласа, карӑнса-тӑскаланса илтӗм, кукленҫи турӑм, вара, шыв патне ҫывхарса, урана Атӑла пусрӑм: сивӗрех те-ха…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ кӑмака хутса ҫунтарам, тем сивӗрех пек сан кунта, кайран вара Ираида Васильевнӑна чӗнсе килӗп.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пирӗнтен инҫе мар, кӗрхи сивӗрех ҫанталӑка пӑхмасӑр, тӑватӑ арҫын ҫаппа-ҫарамаслансах ҫӗр чаваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫапла шухӑшласа хӑраса чупкаланипе шартлама сивӗрех чӑм шыва ӳкеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл ахӑлтатсах кулса ячӗ, сивӗрех куҫӗсем те самантлӑха ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхнӑ пек туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

«Сивӗрех, анчах кӗтме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улӑх тӑрӑх юхакан сивӗрех ҫил халь ҫуллахи пек ачаш мар, ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑнӑ ҫын ҫине шыв сапнӑпа йӗрех ҫӳҫентерсе илет…

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вӗсен сивӗрех ҫемҫе мамӑкӗ манӑн чуна уҫӑлтарса ярать.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Ҫил вӗрнипе пӳрт тата сивӗрех

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унӑн сивӗрех алли ҫамкана сӗртӗнни ырӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫӗ сивӗрех те ӗнтӗ… мӗн те пулин витӗнме юрать.

По ночам, правда, холодновато, но если укрыться потеплее, то лучшего и не надо.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗри министерствӑран ыйтмалла, эпир хамӑр тӗллӗн ирӗк пама пултараймастпӑр, тейӗ, тепри туллӑн кӑлтӑкӗсене шырама тытӑнӗ — вутпуҫҫи ерет, сивӗрех ҫул ытла кая юлса пулать тата тем те пӗр.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сивӗрех, ҫӳҫентерет, — чупма чарӑнса унпа юнашар пысӑкрах утӑмсемпе утма тӑрӑшрӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫывӑрма сивӗрех пулсан, витӗнме утиял ил.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ир еннелле тӑм ӳксен ӑна сивӗрех пулса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Анчах пит-куҫӗ сивӗрех.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах пӗрремӗш сивӗрех вӗсен йӳҫҫи сахӑр тутине куҫнӑ, вара вӑл ҫырласем хӑйсен тутиллӗ хурлӑхана аса илтернӗ.

Но с первыми же заморозками кислота в них превращается в сахар, и тогда ягоды несколько напоминают на вкус смородину.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех