Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехре сăмах пирĕн базăра пур.
сехре (тĕпĕ: сехре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сехре Левентей кама «итлессине» пӗлет, Ятман калас пулсан, вӑл ун сӑмахӗнчен тухман пулӗччӗ, анчах Сехре Ятман патне те каяс ҫук, вӑл та Левентей пекех, кӳршӗ пулсан та, Сехрене пачах хисеплемест.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре, хӗрарӑм кӑмӑлӗ иккӗллӗ тесе, бутылкине тепре те ярса, тытрӗ, ӑна уҫма тӑчӗ, анчах Марине яхӑнне те ямарӗ, хӑй аллипех ӑна Сехре кӗсйине каялла чиксе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре ун пек, Сехре кун пек тенине илтсен, урӑхран эс манран хӗрхенӳ ан кӗт.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре хӑпни ҫав-ҫавах сирӗлмерӗ пулсан та, Ҫтаппан унран мӑшкӑлланине ӑнлансан, хурав-лама сӑмах тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ялйыш умӗнче хӑравҫӑлла курӑнса намӑса кӗрес килмерӗ ун, сехре хӑпнине лӑплантарас шутпа сӑхсӑхрӗ те, пӳртре мӗн пуррине йӑлтах тӗрӗслеме шут тытса, юлташлӑха кам та пулин килессе кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Воспоти помилуй, ман куҫа темле усал курӑннипе сехре хӑпса чут ҫеҫ вилеттӗм.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сехре хӑпнипе сывлӑш питӗрӗнчӗ-ха…

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ сехре хӑпнипе ҫухалса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сехре хӑпартса ҫын сассипе ахлатма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫапӑҫу шутсӑр хӗрсе пынӑ вӑхӑтра сехре хӑпнӑ хӗрӗсем таҫта хӑямата тарса пытанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Чаплӑ кӗтесри чаплӑ вырӑнта пӑхсан сехре хӑпмалла тискер чӗрчун ларать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ку сехре хӑпартаканни пӗтӗмпе те ҫара ҫерҫи ҫеҫ иккенне чухласа илнӗ амӑшӗ ним хӑрамалли те ҫукки ҫинчен тепре лӑпкӑн сас парсан тин чӗлӗсем ӑҫта ҫитнӗ ҫавӑнта чарӑнса тӑраҫҫӗ те каллех хӑйсен рехетлӗ ӗҫне пикенеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кӗтмен инкек — сехре хӑппи.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ачасем хуҫа пекки пулса сехре хӑпнӑ сасӑпа кӑшкӑрчӗҫ:

Дети-хозяева кричали испуганно:

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Вӑл ман пата ерипен пӗшкӗнчӗ те, манӑн сехре пӑкки кӑштах тухса каймарӗ, анчах эпӗ ҫавӑнтах тата… куҫ-пуҫа кӑна чарса пӑрахрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Вӑхӑт кун хыҫҫӑн кун «ҫӑмхаланӑ» май ӑшра «лӗпӗш хурчӗн ҫӑвӑрӗ те йӑшӑлтатма» пуҫларӗ: ҫуни-ҫунми тӗлкӗшнипех, чӗлтӗр-чӗлтӗр «шӑкӑртатса юхнипех» юлташӑмсен кӑмӑл картне лараймӑп, вӗсен ӑшӑ, ыр сунӑмлӑ куҫӗсене хам ҫине ҫавӑраймӑп — епле те пулсан хатара та сехре хӑппине таптаса хӑварса манӑн пӗрре ялтӑрт! ялтлатса, чанк! чанклатса илмеллех (ун чухне ҫитӗннисем хушшинче анлӑн, халлӑн сарӑлнӑ «хӑрушлӑха пӑхмасӑр тунӑ ӗҫ — теветкеллӗх — пархатарлӑ» текен каларӑша ӑша хывма мар, хӑлхана кӗртме те ӗлкӗрейменччӗ-ха)!

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ӗнтӗ Алендеевӑн та, сарлака ҫӑварне кранк! кранк! кранклатакан шур курак пек карса, сехре сиктернӗ, шуйттанӑнни пек вутлӑ симӗс куҫӗпе «Сталина» тӑрӑннӑскерӗн, ҫан-ҫурӑмӗ ҫийӗн сивӗ чупса иртрӗ, ҫӳҫӗ йӑшӑлл! ҫӗкленчӗ, вирелле тӑчӗ, пичӗ шурсах кайрӗ, юн тарнӑ, пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗн сӗмӗ сӑрхӑннӑ тути йӳҫекен шурлӑх пек хӑмпӑланкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Хӑҫан, кама? — сехре ҫап-ҫавракалатнӑ куҫӗн пӗтӗм хаярӗпе йӗп чикрӗ ӑна халӗ пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Арҫен куҫӗпе, ӑна темле сехре «автомашина фарипе» кӗретленсех курӑннӑ пек, малтан эрех тултарнӑ Кӗркури стаканне, унтан хӑй стаканне тӑнн та тӑнн! тирӗнчӗ, тутисем тем каласшӑн мӑкӑль-макӑль турӗҫ, юлашкинчен куҫне аяккалла тартрӗ те сӑмаха вӑлт! пӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Милиционер, сехре хӑпартнӑ хыпар тӗрӗсе тухманнипе кӑмӑлӗн лӑш картне ларнӑскер, шалти сӑнчӑрӗнчен пачах хӑтӑлса, хӗрӗнкӗ Урӑлманкин каласа панине итлесе тӑчӗ-тӑчӗ те пуҫне пӑркаласа илчӗ, вара хулӑн, сарлака ҫавӑрса ҫыртнӑ тутине татах та сарса, йӳҫен чусталантарса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех