Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

секретарӗпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуху пуҫтарӑниччен вӑл райком секретарӗпе тата ун чухнехи колхоз председателӗпе пӗрле эртел хуҫалӑхне пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Епле те пулин ун ҫинчен райком секретарӗпе калаҫса пӑхма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Райком секретарӗпе милици начальникӗ, — систерчӗ вӑл хирелле тухма хатӗрленекен председателе.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Дубов ӗҫ хыҫҫӑн райком секретарӗпе тӗл пулса калаҫнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пуху салансан, киле кайма Якур партком секретарӗпе пӗрле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Палюков хӑй тин кӑна райком секретарӗпе калаҫнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Партком секретарӗпе колхоз председателӗ те, ытти колхозниксем пекех, вуншар сӑмах каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Партком секретарӗпе Кирил Романович чӳречерен пӑхса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Думитру ҫырӑва вуласа тухать те хӑйӗн ҫине ыйтуллӑн пӑхса тӑракан партком секретарӗпе унӑн заместительне ҫапла калать:

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сидоркинпа Кудряшов тин ҫеҫ-ха обком секретарӗпе сывпуллашнӑ ахӑр: урам кукринче «Волга» курӑнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Комсомол секретарӗпе парторг кунтах.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Василий Викторович телеграммӑна кӗсйине чикрӗ, унтан телефон трубкине ҫӗклесе, хӑйне райком секретарӗпе ҫыхӑнтарма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Халӗ, ак, комсомол ячейкин ҫӗнӗ секретарӗпе унӑн заместителӗ, сирӗн хушӑран агитаторсем уйӑрса, урамсем тӑрӑх ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шевле, чаплӑ президент тумӗ тӑхӑннӑскер, хӑйне тем пек мӑнаҫлӑн тытма, каварҫӑ секретарӗпе — «хӗрлӗ шуйттан» пек тумланнӑ Вурмпа (Максимов-Кошкинскипе) — чеен калаҫать:

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унтан, личнӑй секретарӗпе калаҫасшӑн пулса, телефон аврине чӑтаймасӑр хӑвӑрт ҫавӑра пуҫлать.

Нетерпеливо закрутил ручку телефона, вызывая личного секретаря:

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Автор патшалӑх ӗҫӗсен аслӑ секретарӗпе калаҫни.

Беседа автора с первым секретарем о государственных делах.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫав условисене Скайреш Болголам хӑйӗн икӗ секретарӗпе тата темиҫе чаплӑ ҫынпа пӗрле пырса хӑех тыттарчӗ.

Условия эти Скайреш Болголам доставил мне лично, в сопровождении двух секретарей и нескольких знатных особ.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Бауэр та хӑйӗн секретарӗпе пӗрле театртан тухса, машина ҫине ларса кайнӑ.

Вышел и Бауэр вместе со своим секретарем, сел в поданную машину и уехал.

Кузнецов ҫырӑвӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Сунь пассажир ҫине пӑхрӗ: «Ку ӗнер ҫул ҫӳрекенсем кӗрсе выртмалли ҫурта уезд управленийӗн секретарӗпе пӗрле пыни пулмалла-ха».

Сунь посмотрел на пассажира и вспомнил: «Тот самый, что приходил вчера на постоялый двор вместе с секретарем уездного управления».

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Судья заседателӗпе тата секретарӗпе присутстви пӳлӗмӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн, канцеляринчи писарьсем суда пынӑ ҫынсем илсе килнӗ чӑхсене, ҫӑмартасене, ҫӑкӑр сӑмсисене, кукӑльсене, булкӑсене е тата ытти вак-тӗвексене михӗсем ӑшне тултарнӑ вӑхӑтра, пӗр хӑмӑр сысна пӳлӗме чупса кӗнӗ те, унти ҫынсене тӗлӗнтерсех янӑ: сысна кукӑль патне пыман, ҫӑкӑр хытти патне те пыман, ҫук, вӑл сӗтел хӗрринче выртакан хут листисем усӑнарах аннӑ Иван Никифоровичӑн прошенине ярса хыпнӑ.

Когда судья вышел из присутствия в сопровождении подсудка и секретаря, а канцелярские укладывали в мешок нанесенных просителями кур, яиц, краюх хлеба, пирогов, книшей и прочего дрязгу, в это время бурая свинья вбежала в комнату и схватила, к удивлению присутствовавших, не пирог или хлебную корку, но прошение Ивана Никифоровича, которое лежало на конце стола, перевесившись листами вниз.

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех