Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сахалрах (тĕпĕ: сахал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗт сутаканӑн ӑна никам каламасӑрах туянмалла, мӗншӗн тесен продукци пуҫтаракан алӑпа суни таса мар тесе сахалрах тӳлеме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Хыснана НДФЛ пӗлтӗрхи 4 уйӑхринчен сахалрах куҫни патшалӑх уйрӑм ҫынсене пурлӑхпа социаллӑ ыйтусем енӗпе ҫӑмӑллӑх панӑ пирки бюджетран налук укҫине тавӑрса парасси ӳснипе те ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Бюджетӑн 188 учрежденийӗ налук 41,1 млн тенкӗ сахалрах тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Бюджета НДФЛ сахалрах куҫарнине ӗҫ укҫи фондне улӑштарнипе ӑнлантармалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

ЧР пӗрлехи хыснине ҫав налука январь-апрель уйӑхӗсенче пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑртинчен 89 млн тенкӗ сахалрах хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

- Шел те, кӑҫал вӑл сахалрах кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Федерацин Налук службин республикӑри управленийӗн ертӳҫи Марина Петрова чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫинчен сахалрах тӳлекен организацисемпе уйрӑм предпринимательсене ҫирӗплетнӗ йӗркене пӑхӑнтарас, ҫынсен тупӑшӗнчен тытакан налука /НДФЛ/ Чӑваш Ен хыснине куҫармалли саккуна пурнӑҫлас тӗлӗшпе мӗн туни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Вӗсене хут хатӗрлессишӗн сахалрах касмалла пултӑр тесен мӗн тума пулать-ши?

Куҫарса пулӑш

Эксперимент ӑнӑҫлӑ иртрӗ // Э.Хайртдинова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8d%d0%b ... 82%d1%80e/

— Регионти чи пӗчӗк ӗҫ укҫи шайӗнчен сахалрах пенси илекен ӗҫлемен пенсионерсене пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе таран тупӑш илме пенси ҫумне хушма тӳлев палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйту — хурав // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%8b%d0%b ... 0%d0%b2-5/

— Ҫынпа чап сахалрах — колхоз ытла пӗчӗк.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӑрсасӑр ирӗклӗрех тытаҫҫӗ хӑйсене ял ҫыннисем, тӳре-шара патакне сахалрах ҫиеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кафа портне сутлӑх ҫынсем сахалрах каякан пулчӗҫ — ҫурҫӗртен ясырь ытларах хуса килмелле.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутлӑ пулчӗ хурантан тин кӑларнӑ вӗри какай, анчах сахалрах пек туйӑнчӗ, юлнӑ пек ҫӑкӑр татӑкне каялла хутаҫа чикмелле пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсем вара сахалрах.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун пек шутлама сӑлтав сахалрах ҫав вӗсен.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Телефонпа юнашар ҫын сахалрах ҫывӑрать, ыйхи те унӑн ытла тарӑнах мар.

Рядом с телефоном человек спит меньше и не так глубоко.

Кровать ҫумӗнчи смартфон тутлӑ ҫывӑрма кансӗрлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33093.html

Вӑл 57 килограмран сахалрах таякансен хушшинче бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Турниртан бронзӑпа таврӑннӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d1%82%d1% ... bd%d0%bda/

Пушӑ вӑхӑт мӗн чухлӗ сахалрах, пур ҫӗре те ӗлкӗрес шанчӑк ҫавӑн чухлӗ нумайрах.

И чем меньше у вас будет свободного времени, тем больше будет шансов везде и всё успеть.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак меле пӑрахӑҫласан, бюджета укҫа сахалрах кӗме пуҫласси паллӑ, ҫавӑнпа та пухса ҫитереймен тупӑша саплаштармалли майсем шырамалли ҫинчен каланӑ канашлура.

Известно, что если эта возможность будет отменена, то в бюджет будет поступать меньше денег, поэтому на совещании о поиске способов возмещения несобранных доходов.

Олег Николаев регионсен бюджечӗсенчен кӗскелекен тупӑша саплаштармалли компенсаци механизмне ӗҫе кӗртме сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/08/oleg ... -cuhalakan

Сахалрах ӗҫлӗр.

На этой неделе желательно сократить объем выполняемой работы.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех