Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗнпурӗ 120 депутат вырӑнне чи пӗчӗк шайран ытларах сасӑ пухнӑ партисен хушшинче валеҫеҫҫӗ, миҫе вырӑн лекни пухнӑ сасӑсен пропорциллӗ виҫипе тӳр килет.
Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82
Ку хутӗнче те ҫаплах пулчӗ: парламент сасӑсен пысӑкрах шучӗпе 50%-лӑ ҫӑмӑллӑха ҫирӗплетекен саккун проектне ырларӗ.
50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i
Хальхи вӑхӑтри технологисем - мультимедийлӗ экрансем, видеопроекторсем, тач-панельсем, ҫутӑсемпе сасӑсен витӗмӗсем - пулӑшнипе иртнине тавӑрма, куҫ умне кӑларма та пулать.
Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan
Мӗншӗн ҫак сӑмахсенче янӑравсӑр илтӗнекен хупӑ сасӑсен вырӑнне янӑравлисене ҫыраҫҫӗ, терӗ.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
«3. Енчен те тепӗр хут сасӑлав ирттерме палӑртнӑ кандидатсенчен пӗри хӑйӗн кандидатурине сирнӗ е сасӑлавран ытти сӑлтава пула тухса ӳкнӗ пулсан, Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх ун вырӑнне асӑннӑ суйлава маларах хутшӑннӑ, пухнӑ сасӑсен шучӗпе ун хыҫҫӑн тӑракан кандидата параҫҫӗ, асӑннӑ кандидат хӑйӗн кандидатуришӗн тепӗр хут сасӑлав ирттерме палӑртнипе килӗшни ҫинчен заявлени ҫырса панӑ пулсан.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года
Стар аллинчен кӑмӑллӑ тӳлек шав тухать; вӑчӑра ҫинче силленкелесе сехет курӑк ҫинелле ҫепӗҫ, ҫинҫе сасӑсен микроскопла вӑййине тӑкать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Пӗр оркестр мар, икӗ, виҫӗ, тен, тата нумайрах вылять, мӗншӗн тесен тепӗр чухне сасӑсен пӗр вырӑнти тӗркӗшӳллӗ хутӑшӑвӗ капланса килет, ҫак тӗлте мӗн тумаллине параппан кӑна пӗлет.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ хамӑн каютӑна антӑм, унта иӗр вӑхӑт пӗр евӗрлӗ сасӑсен ӳкерчӗкне, ҫара урасен тӗпӗртетӗвне, скат ҫине пӑрахакан ешчӗксен тӳнклетӗвне, хӑрӑлти сасӑсене илтетӗп.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тулли сасӑ, шанчӑклӑ сӗм пулчех, — эпӗ ӑна илтетӗп, анчах унчченхи сасӑсен урӑм-сурӑмсӑрлӑхне сӑлтавсӑрах аса илсе хӑлхамсене хупларӑм.Был полный звук, верный тон, — я слышал его, но заткнул уши, мнительно вспоминая прежние какофонии.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Сасӑсен нумайлӑхӗн килӗшӳлӗхӗпе янӑракан хор евӗр шухӑшласа хайланӑскер тата тухса тӑнӑскер — артистла ҫак ӑссӑрлӑх хура мрамор хушшинчен, каҫ сӗмлӗхӗ витӗр ир ҫути тухнӑн туйӑнать.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унтан, эпир сукмакпа ҫуртӑн хыҫал енне улӑхнӑ май, тавлашу сасӑсен уҫӑмсӑр кӗрешӗвӗнче тӑсӑлчӗ, пирӗн умра халӗ — пусмаллӑ-картлашкаллӑ алӑк.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Кӗтесрен лерелле ҫутӑ йӑлтӑравӗ тӑсӑлнӑ; ҫав енчен сасӑсен вӑйсӑр, анчах уҫӑмлӑ шавӗ илтӗнет — Ассунтӑпа Тингӑн тӳлек пуплевӗ.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Сасӑсен тӗнчи мана тытса чарать, Чӗрене темскер ҫатӑрласа илет.
«Юратап уй-хирӗн ылтӑн пуссине…» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 28 с.
Сасӑсен шӑпах ҫурри — Президионӑн.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
Питӗрӗнчӗк чунӗпе, карт-карт тапса начлатакан чӗрипе, шӑлне ҫыртса вӑл вакунсен темиҫе речӗ айӗпе упаленсе каҫрӗ: шавсӑр, хӑвӑрттӑн, ҫынсем кӑшкӑрашнӑ, утса чӗриклетнӗ сасӑсен, рельссем тӑрӑх мӗлтлетекен ҫутӑ хушшинче.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Оркестр пухӑр, анчах музыкӑра тӗрлӗ сасӑ ҫеҫ курнӑ май е — ку тата япӑхрах — сасӑсен гастрономийӗнче музыка чунне маннӑ виле сӑнлӑ капӑрчӑксем, эстрадӑна ӑнланма кӑткӑс шавпа вӗлерекен вӗҫкӗнсем кирлӗ мар, — ҫук.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫав вӑхӑтрах мӗнпур сасӑсен кӗрлевӗ хушшинче Фома сасси уйрӑмах янӑранӑ:
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна ҫак типтерлӗ компанинче аван мар пулнӑ: сасӑсен кӗрлевӗ, музыка аслатийӗ тата пӑрахут ҫинчи тӗрлӗрен шав ӑна ҫӗтӗлтерсе тӑнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Такам юрӑ ҫемми май шӑхӑрса тӑнӑ, ҫак ҫивӗч, хӑлхана касакан шӑхӑру, вӑйлӑ сасӑсен хӳмне хӑваласа ҫитсе, иртсе кайнӑ.Кто-то присвистывал в такт припева, и этот острый, режущий ухо свист обгонял волну сильных голосов.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хутран-ситрен ҫак сасӑсен ҫӑра хумӗ ӑшне подрядчикӑн уҫӑ сасси ҫивӗччӗн кӗрсе, ҫӑкӑра вичкӗн ҫӗҫӗ каснӑ пек, каса-каса янӑ.А в густую волну их голосов, как нож в хлеб, вонзался и резал ее звонкий голос подрядчика.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.