Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сасӑсем (тĕпĕ: сасӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳршӗ окопсенче йывӑррӑн йынӑшнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ, тахӑшӗ фашистсене чӗререн ылханса вӑрҫрӗ, тахӑшӗн вилес умӗнхи юлашки сасси пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Унта та кунта чик-чик! чӑв-чав! тенӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хаяр саспа кӑшкӑрса, команда панӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кусем — хӗрлӗ хӗреслӗ машинӑсем, вӗсенчен йынӑшнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Тин ҫеҫ йывӑҫ тураттисем хуҫӑлнӑ сасӑсем илтӗннӗ пек туйӑнчӗҫ, ҫӗмӗрт тӗммине аркатмарӑр пулӗ те эсир унта?

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Анчах ун хӑлхине халӗ, хыҫалтан хӑваласа, шуйхӑнчӑк, хурлӑ куҫҫульпе исленнӗ сасӑсем кӑна мар, «шӑрпӑклӑ», хӗрхӳ, пите пӗҫертекен ӳпкевлӗ сӑмахсем те сӗртӗнкелесе иртрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл сехреллӗ сасӑсем еннелле хыпаланасшӑнччӗ, анчах Альберт…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Акӑш-макӑш, асар-писер вут ҫулӑмӗсем чӑнах та хуран тавра тӗпсӗр ханкӑртан явӑнса-амаланса, пал-пал пӑрлатса хӑпараҫҫӗ те кашкӑр чӗлхиленсе тӗпсӗр тӳпенелле тӑсӑлаҫҫӗ; хурантан вара ҫухӑракан, йынӑшакан, кӑшкӑракан, макӑракан, тӗнчене те чӗрене ҫурасла, хӑлхана та ҫӑт хупласа хурасла сасӑсем янӑраса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗртакран ҫак нушаллӑ сасӑсем, тӑруках йӑп пулчӗҫ: ӳт-пӳри ҫывӑрса хускавсӑрланнӑ пур юна та хускатса, пур-ҫук вӑйне пуҫтарса, карӑнтарса, ал-урана ҫапӑҫӑва кӗртсе чылайччен кӗрешсен те, Ула Тимӗр хӑйӗн хура шӑпине ҫӗнтереймерӗ, вара вӑл хӑрӑлтата-хӑрӑлтата, юлашки сывлӑшне кӑларса ячӗ те, тискер кайӑк апачӗ пулса, куҫне яланлӑхах лӗнчӗр хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку шуйттансем хыҫӗнчен, инҫех мар, чун-чӗрене хӗссе ыраттарса кӑшкӑрнӑ сасӑсем, макӑрни, йынӑшни, ӳлени илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла, «ҫурмаран ҫурӑлсах», мӗхле-мӗхле, вар тӗпне анса тӑрсассӑн вӑл умри ҫыранта, ҫӳлте, ҫӑт-ҫат, чӑшшчӑшш, чӑшт-чашт тунӑ сасӑсем илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хыҫҫӑнах ҫӗмӗрлешекен сасӑсем илтӗннӗ тӗлтен чикан майрисем урам урлӑ тепӗр еннелле кушак пек йӑпшӑнса чупса каҫни, унтан ҫавскерсем ҫамрӑк хӑвалӑхалла вӑштик «чӑмса» ҫухални курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрпе Кӗҫтук пуҫӗсене шӑри-шари сасӑсем еннелле палт ҫавӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тен, мана сасӑсем илтӗннӗ пек ҫеҫ туйӑнчӗҫ? —

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ҫапах та, мӗнле мурла сасӑсем ӑша силлесе хӑварчӗҫ, шике ӳкерчӗҫ мана паян?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паҫӑр хӑй утнӑ май хыҫалтан илтӗннӗ сасӑсем — ав мӗн пачах манӑҫа тухман иккен!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗншӗн тата ку сасӑсем пӗрмай хыҫалтан янк та янк янклаттарса «хӑлха чикки параҫҫӗ?»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Мӗнле калӑпсӑр сасӑсем минрештереҫҫӗ мана?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паҫӑрхи тимӗр-тӑмӑр ҫапӑнкаланӑ сасӑсем халӗ, пачах йӑмса, темле сасси шала кайнӑ машина кӗрлевӗпе ылмашӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗчченех пулас — урӑх сасӑсем илтӗнмерӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех