Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сарса (тĕпĕ: сар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнтерӳ кунӗ халӑх ӑна Агидель хулари площадьре Z саспаллипе сарса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра чи пысӑк маскировка сетки тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3763312

Тахӑшӗн плащне сарса хунӑ та ял ҫыннисем ҫимелли-ӗҫмелли хатӗрлеҫҫӗ: пӗри симӗс сухан тасаткаласа хурать; тепри мойва пулӑ банкине ҫӗҫӗпе касса уҫма хӑтланать, ҫӗҫҫи мӑка, касмасть; эрех кӗленчин хӑлхине шӑлпа ҫыртса пӑраканни те кунтах; шофер, хӑйне ҫӗр патши пек мӑнкӑмӑллӑн тыткаласа, шӑлӗ хушшине курӑк вӗҫӗпе чакаласа выртать, урисене лӑс-лӑс силлесе, пушмакне хывса перет, пӗрре Маруҫ ҫине, тепре Левен ҫине темлерех пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑна, кивӗ фуфайка сарса парса, айккинелле илсе вырттармалли ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эпир кӑшт чирлес пулсан та, пирӗн пӳлӗмри урайне вырӑн сарса виҫӗ ачи хушшине выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Темле якӑлтирех хӗрпе кӗнӗ арҫын пит вӑр-варскер пулчӗ: ҫутӑ ҫутрӗ самантра, чӑматанне кирлӗ пек вырнаҫтарса хучӗ, унчченех сарса тирпейленӗ утиялсене сиркелерӗ, минтере пӑшт-пашт чышкаларӗ; унтан, Левене тахҫанах пӗлнӗн: — Атя, йӑпӑртлӑха тух, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр хут сарса тухнӑн, юр пӗр тикӗссӗн ҫуталса выртать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫунат сарса ҫӗнӗ йӑва ҫавӑрма пуҫланӑ ӑмӑрткайӑка мӗншӗн тӗкӗнес?

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Алӑсене сарса ярсанах, вӗҫсе кайӑн! — калаҫрӗ Владимир Петрович, именчӗклӗн кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫав хушӑрах ролл-матсемпе ӗҫлеме ансат та меллӗ пулни, вӗсене сарса хума тата каялла пуҫтарма вӑхӑт нумай кирлӗ пулманни (30-40 минута яхӑн) спорт залӗсен лаптӑкӗпе анлӑн усӑ курма пулӑшать.

При этом практичность ролл-матов и малые временные затраты (примерно 30-40 минут) на их раскладку и сбор позволяют использовать пространство спортивных залов по широкому назначению.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

— Пирӗн пӗтӗмӗшле тӗллев — проекта республикипех сарса ачасене спортпа туслашса хӑйсене ҫирӗплетме пулӑшасси.

Куҫарса пулӑш

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Кӑҫалах пурнӑҫа кӗртме май килнӗ тепӗр объект – Ҫӗньял Апаш ялӗнчи Ананий Кузьмин урамӗн ҫулне вак чул сарса юсани.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Акӑ ҫапла майпа 2021 ҫулта Исетерккӗ ялӗнчи Ҫӗнтерӳ 30 ҫул тултарнин тата Алексеевсен урамӗсене сыпӑнтаракан урам ҫулне вак чул сарса хытарма тата Отарккӑри Лесная урамра вӑй-хала ҫирӗплетмелли тренажерсем вырнаҫтарма май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ҫӗрле ӑна шурӑ тутӑр сарса хурса тытмалла.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамах уҫса парӑп, — васкамасӑр карчӗсене сӗтел ҫине сарса хучӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Темскер ирхине хӑй сарса хӑварнӑ чухнехи пек туйӑнмасть, ҫӳхелнӗ пек курӑнать куҫа.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ак вӑл укҫа ӑҫта! — ик аллине сарлака сак ҫине сарса хунӑ укҫа ӑшнелле чикрӗ Куҫма.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урапа айӗнче, ҫемҫе курӑк сарса, Хумкка мучи вилнӗ пек ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ ун ҫинчен элек сарса ҫӳретӗн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укань, ӗмӗрех пӗччен пурӑннӑскер, сӗтел ҫине карт сарса хурса, темле хӗрарӑма ним шухӑшсӑр юмӑҫ ярса ларнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ала витӗр ярса, шӑналӑк ҫине сарса типӗтетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех