Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сарнӑ (тĕпĕ: сар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗп площадьри кивӗ асфальта ватса плитасем хурса брусчатка сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ енлӗ ӗҫ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11927-t-rl-e ... urn-clanat

2020 ҫулта культура ҫуртне шалтан юсанӑ: урайне ҫӗнӗрен сарнӑ, тӳпене юсанӑ, ҫӗнӗ сцена тунӑ, унсӑр пуҫне электричество, хутса ӑшӑтмалли тытӑмсене ҫӗнетнӗ, алӑксемпе чӳречесене улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

«Илем» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пысӑк бассейнӑн чашине, бассейн тӑррине юсанӑ, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсенче, бассейнсен чашисем тавра ӑшӑ урай, плитка сарнӑ, ачасен душевӑйне, санузелсене юсанӑ, алӑксене улӑштарнӑ, тренажер залӗнче тата фитнес-залра спорт линолеумӗ сарнӑ, электромонтаж ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Услантӑр мучин сӑмахӗ тӑрӑх, акшар чулне якатса сарнӑ урамра таканланӑ лашасем шак-шак тутарса пыраҫҫӗ; акӑ, темтепӗр ҫакса чиперлетнӗ урхамахсем, вӗҫкӗннӗн кукалесе, ретӗн-ретӗн тӑрса тухаҫҫӗ; часах таҫтан аякран чӑлт-шурӑ лаша утланнӑ йӑлтӑр-ялтӑр тумлӑ ҫын-чин сумлӗн килни курӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӗр-икӗ хутлӑ ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ пӗрӗмлӗ хуртасем кӗпе капашне палӑрмаллах сарнӑ, хӗрарӑма мӑнаҫлӑн ярӑнса утма хӑнӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Каярахпа Джонпа Йоко сарнӑ официаллӑ верси тӑрӑх Джона курав экспоначӗсенчен пӗри питӗ вӑйлӑ тӗлӗнтернӗ: шурӑ стеналлӑ пӳлӗмре пусма тӑнӑ, мачча ҫине вара лупа ҫакса хунӑ.

По официальной версии, растиражированной впоследствии Джоном и Йоко, Джона до глубины души поразил один из экспонатов выставки: в комнате с белыми стенами стояла лестница, а к потолку была подвешена лупа.

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Тепӗр уйӑхран вилтӑпри ҫине ҫав таврара халиччен ӳсмен чечексем шӑтса тухнӑ, вӗсем кӑвар тӗслӗ ҫеҫкесем сарнӑ

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хулара патша керменӗпе Сӑваплӑ Адальберт соборне туса лартнӑ, халӑха сиплекен пульницӑсем ӗҫленӗ, урамри ҫулсене чулпа сарнӑ.

В городе были построены королевский дворец и собор св. Адальберта, функционировали общественные больницы, мостовые были замощены камнем.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Ячӗ ҫӑпла шухӑшлама парать пулин те Грассмаркет курӑкпа витӗннӗ вырӑн пулман: вӑл шурлӑхлӑ лапамра вырнаҫнӑ пулнӑ, ҫавна пула вӑл халӑх шучӗпе чулпа сарнӑ Эдинбургӑн пӗрремӗш пайӗ пулса тӑнӗ.

Вопреки буквальному смыслу названия, Грассмаркет не был покрыт травой: он располагался в болотистой низине, вследствие чего стал первым участком Эдинбурга, замощённым за общественный счёт.

Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82

Вӑл ҫӗршыва пилленӗ, унта буддизм тӗнне сарнӑ, темиҫе ҫӗр ҫултан монархи йӗркелесси пирки малтанах каласа хунӑ.

Он благословил страну, распространил в ней буддизм и предсказал установление монархии через несколько сотен лет.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Сӑнран кайнӑ Сантӑрккана улӑм сарнӑ ҫуна ҫине вырттарса килне леҫрӗҫ, медсестра патне чуптарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура Ҫимун, ҫӗлӗкне хӗрлӗ хӑмач сарнӑ сӗтел ҫине хывса хучӗ, Архип Григорьевичпа Потапов ҫине куларах пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Петрукран нумай аслӑ пулмасан та, аппа тенӗшӗн кӳренмерӗ, улӑм сарнӑ ҫара ҫуна ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укҫисене, пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпӑҫма пуҫланӑскерсене, хӑпӑткаласа, тапак ҫулҫи типӗтме сарнӑ пек, саркаласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сарлака сак ҫине сарнӑ вырӑнне пуҫтарнӑ чух минтер айӗнчен пӗр тӗркӗм хут укҫа тупрӗ Роза.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Петропа Ивана сӗтел хушшинчи палас сарнӑ сак ҫине лартрӗ Олеся.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунчаран тухнӑ ҫӗре шалти пӳртре, таса ҫивитти сарнӑ сӗтел ҫинче, сарӑ сӑмавар юрласа ларатчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫавӑн йышши этемсем ман упӑшкам ятне ҫӗртесшӗн элек сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чул сарнӑ ҫул тӑрӑх тимӗр шиналлӑ кустӑрмасем хӑлхана хуплас пек кӗмсӗртетсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Е тата Куля ҫиччас Патӑрьелӗнче чул сарнӑ аслӑ ҫул ҫинче ҫӗнӗ пушмакпа нӑтӑрт-нӑтӑрт саспа утса пырать пек.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех