Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫӳллӗччӗ вӑл, типшӗмрех питлӗ, кӗске ҫанӑллӑ сар кӗпепе, хӑмӑр карттуспа, хура брюкипе, пиншакне хывса аллинчен уртса янӑччӗ…
2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Вӑл кун Геннадий Петрянкин сержант, ҫамрӑк кӑна сар каччӑ, Совет Ҫарӗнчен пӗлтӗр ҫеҫ таврӑнса милицире ӗҫлеме кӗнӗскер, постра мула хӗрринче, Етӗрне ҫулӗ ҫинче тӑнӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Кантӑкран сада пӑхать хӗр Хӗпӗртӳллӗ куҫсемпе, Тутисем ҫавах кулаҫҫӗ Сар пикенӗн хӗвел пек, Ун умне садран тухать пӗр Ҫап-ҫут ҫирӗп яш ача.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Унӑн кӑмӑлне сар ҫу пек ирӗлтерме ылтӑн ҫӗрӗ те пулӑшрӗ паллах.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
«Сар каччӑпа сарӑ хӗр» ӑмӑрту
Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr
«Сар каччӑпа сарӑ хӗр» ӑмӑртура 7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче палӑртрӗҫ.
Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr
Хура вӑрман хыҫне вут хуракан Пӗлмен-шим сар хӑмӑш пуррине?
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Савни турӑм ялти сар хӗре Кӗтсе тӑтӑр эпир киличчен.
Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унӑн ырӑ сӑмахӗ, вӑл ҫапла териех хӑйшӗн тӑрӑшни хӗр чӗрине сар ҫу пекех ирӗлтерчӗ.
Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сар хӗр ӳсет-ӳсет, пысӑк пулать, Тӑшман алне лекет — хур пулать, — тенӗ авалхи пӗр юрӑра.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сар хӗр ӳсет-ӳсет пӗве ҫитет, Тӑшман алне лекет, хур пулать.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑнпа та халь Урха Хӗрне парать сар курка: Хӗрӗх те пӗр куркара Имҫам янӑ пыл сӑра.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Ту-уй, ту-уй, туй тесен Пыртан каска явӑнать, Пире туя чӗнмесен Епле ыр ҫын авланать?» — Тесе юрра тӑсаҫҫӗ Арлӑ-арӑмлӑ мӑшӑрсем, Алтӑрсемпе туртаҫҫӗ Сар сӑрана тутисем.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫуртна пӑхрӑм — ҫӑтмах пек, Сӑнна куртӑм — сар ҫу пек, Сассу — чепчен сасси пек, Кӑмӑлу, пулас, шерпет пек.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Маттур каччӑ ҫулӑхсан Мӗнле сар хӗр ҫаврӑнмӗ?
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Икӗ ҫура сар хӗре Пӑхӑнтарчӗ тӗппипех: Сарӑ ҫу пек чӗрере Сӑрса илчӗ ӳтпӳпех.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ентимӗр тӗме ҫинче Тӑрать халӑх умӗнче: Пичӗ-куҫӗ тӑваткал, Кӑвак куҫсем чармака, Янах вӗҫӗ сар сухал, Тӑнлав шӑмми сарлака.
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫапла юрӑсем юрла-юрла Виҫӗ каччӑ утаҫҫӗ; Куҫӗ-пуҫӗсем ҫынсем урлах Сар хӗрсене сӑнаҫҫӗ.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Сат варринчи сар кайӑк пек Чӗкеҫ чепчен чӗлхеллӗ; Ирхи сывлӑм тумламӗ пек Чӗкеҫ таса, илемлӗ: Кӑтра хӗриллӗ ҫырӑ ҫӳҫ, Тӑрӑхла тӗксӗм хура куҫ, Хура ҫинҫе куҫ харши, Авӑнса тӑран ҫӳхе тути, Сентел тӗсӗ пит ҫӑмарти, Яштак пӳ те тӳрӗ ура — Пӳрнӗ хӗре пурнӑҫра!
II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Савин мучи, илӗм-тилӗмпе тӑрса, чи малтан сада тухрӗ, шап-шур тӑкӑнса тулнӑ панулмисене пӗр пысӑк кунтӑ пуҫтарчӗ, ҫилпе чӗрӗлнӗ улмуҫҫи турачӗсене, аманнӑ салтака хӗрхеннӗ пек, сар тӑмпа шӑлса хуппа чӗркесе ҫыхрӗ, тӗкӗсемпе тӗкӗлерӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.