Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самаях сăмах пирĕн базăра пур.
самаях (тĕпĕ: самаях) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки ҫулсенче вара, Ҫтаппан мучие «ури тӑрантарма» пӑрахсан, ватӑсен укҫа кӗсйисем самаях ҫӳхелсе юлсан (иккӗшӗн те ватлӑх укҫисем чи пӗчӗк виҫеллисем), юрату шерпечӗпе тивӗҫтерекен ҫӑлкуҫӗсем самаях типшӗрсен, вӗсен хушшинче час-часах сулхӑн ҫил вичкӗнленме, кӑраланма, хура кушак урлӑ-пирлӗ, каллӗ-маллӗ чупкалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Акӑ ӗнтӗ куҫ самаях кӗмӗлленнӗ Атӑла та, ун ҫинчи дебаркадерсене те, пристаньсене те, вӗсен ҫумне юнашса тӑнӑ пӑрахутсене те, тиевре тӑракан баржӑсене те, башньӑллӑ е порталлӑ крансене те, кӑкарӑнса тӑракан, лӑпкӑ хум ҫинче палӑри-палӑрми чӳхенекен кимӗсене те, шӗпӗлтетсе ҫырана лӑч-лач пырса ҫапӑнакан пӗчӗк хумсене те, тӗтрепе пиеленнӗ таврари ҫурт-йӗре те самаях уяма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ ӑна кунта пӗрремӗш хут куратӑп, анчах ун ҫинчен самаях пӗлетӗп тес пулать, — пухура ӑна самаях тиркесе калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Ухмахсем, ҫавӑнпа кулаҫҫӗ», — шухӑшланӑ вӑл ӑшӗнче, хӑйӗн хушма ӗҫне, тӳррипех калатпӑр, самаях хӑрушӑ ӗҫне, ҫаплах пӑрахман: пӗррехинче ҫапах та Меркидона пӑшалтан шаплаттарнӑ, дробь унӑн пуҫӗ тӗлӗнчен хӑрушшӑн шилетсе иртнӗ, пуҫ тӳпинчен ҫур шитре ҫӑка тураттине хуҫса хӑварнӑ, татӑлсах каяйман пушӑтӗнчен ҫакӑнса тӑракан турат самаях хӑранӑ хуралҫӑн куҫне самантлӑха нимӗн курми хупласа хунӑ.

«Глупые, потому и смеются», — думал про себя он, не оставляя своей дополнительной и, скажем прямо, далеко не безопасной нагрузки: разок в Меркидона все-таки пальнули из ружьишка, дробь жутко пропела над самой его головой, всего лишь на полвершка от маковки срезала липовую ветку, которая, повиснув на тонкой жилке лыка, на минуту закрыла все перед глазами малость дрогнувшего стража.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫав хушӑра эпир, чӑвашсем, самаях вӑйлантӑмӑр пулас: пирӗн халӗ темиҫе театр, темиҫе аслӑ вӗренӳ заведенийӗ, самаях интереслӗ кӗнекесемпе савӑнтаракан кӗнеке издательстви пур, тата ытти пуянлӑхсем те пур (патшалӑх паллисемпе ҫыхӑннисем).

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

ПР Ял хуҫалӑх министерствинче «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси» наци проекчӗн шайӗнче ҫемье фермисене пулӑшу памалли грант программине пула ҫамрӑк фермер хуҫалӑха самаях пысӑклатма пултарни ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт ялӗнче фермер хуҫалӑх ӗҫне анлӑлатнӑ, чӑкӑт тума хатӗрленет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3764710

Хуралтӑ самаях сиенленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

Ҫӳлте вӗҫет самаях, Ҫунатсӑрах — хӳрепе.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унӑн кӑкӑр умне самаях илемлетнӗ, анчах тӗрӗ тавраш питех палӑрмасть, хӑюран хайланӑ кӗтеслӗ-кӗтеслӗ эрешсем ҫеҫ шултӑран курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ют ҫӗршыв музейӗсенчи чӑваш тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Арӑмсен XIX ӗмӗрти пуҫ хатӗрӗсем самаях кӑткӑс пулнӑ, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ виҫ-тӑват япаларан тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӗсен йышӗ Абдулино, Асекеево, Грачевка, Курманаевка, Сорочинск районӗсенче, ҫавӑн пекех Самара облаҫӗнчи Борски районӗнче самаях пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пӗрремӗшӗ ⎼ ҫӗн ҫӗре куҫса килнӗ чӑвашсем ытти халӑхсемпе хутӑшса кай-масӑр самаях йышлӑн та таччӑн пурӑнни.

Куҫарса пулӑш

Тулай чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӑрҫӑ ӑна та самаях амантнӑ-мӗн…

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Ҫамрӑк ҫынсемпе калаҫма юрататӑп, вӗсемпе эпӗ хама та самаях ҫамрӑкланнӑ пек туятӑп, — терӗ вӑл мана юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпир ӑна, самаях ҫулланнӑскере, хамӑр хушӑра калаҫнӑ чухне «ватӑ хусах» теттӗмӗр…

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ҫынна кӑштах та пулин хӗрхенес пулать, — терӗ вӗсене Николай Ананьевич самаях сиввӗн.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тата сӑнран та самаях улшӑннӑ эсир…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Халь вӑл самаях пысӑкланчӗ ӗнтӗ, саспаллисене те паллакалама пуҫларӗ, хӑйӗн ятне те, «папа», «мама» тесе ҫырма вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— О-о-о, самаях чирленӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Апла та пулӗ, — терӗм эпӗ, самаях ҫиленсе, — анчах эпӗ «вилни» ҫинчен мӗнле шуйттан ҫырса пӗлтернӗ?!.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех