Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салатса (тĕпĕ: салат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав кун винтовкӑна хӑвӑрт салатса пуҫтарассипе те конкурс иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Почтальонсем юрату ҫырӑвӗсемпе телеграммӑсене килӗрен киле салатса ҫӳреҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

2008 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче Шимон Перес Израиль Президенчӗ ҫӗнӗ правительствӑна йӗркелес тӗлӗшпе коалицисем хушшинче килӗшӳ тума пултарайманнине йышӑннӑ, кун пирки вӑл кнессет председательне Далия Ицика пӗлтернӗ, вара парламента салатса янӑ.

27 октября 2008 года Президент Израиля Шимон Перес признал коалиционные переговоры по созданию нового правительства провалившимися, о чём уведомил председателя кнессета Далию Ицик, и парламент был распущен.

Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82

Вӗсене те таҫта салатса ан пӗтер.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурте пӗлетчӗҫ вӑрӑм Павӑлӑн тырӑ нумаййине, анчах, чеескер, тем хушӑра ӑна салатса та пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Карҫинкка тӗпӗнче тата хутпа чӗркесе хунӑ тем япала выртать, ытти кучченеҫсене кӑларасшӑн мар пулса, салатса пӑхмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Билетсем сахал сутӑннӑ пирки театрӑн кашни сотрудникне икӗ ҫын валли йыхрав билечӗ салатса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ирина куракансене чӑрмантарасран кӑшт пӗшкӗнерех утса вырӑна ҫитрӗ те: — Тутанса пӑхсам, — терӗ хут чӗркевне салатса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Салатса янӑ.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫук вӗт халӗ пирӗн чиркӳ, салатса пӗтерчӗҫ ӑна Турра маннӑскерсем.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӑр купи купаланса килсе кухньӑна ҫӗмӗрнӗ, тепӗр хутӗнче барака салатса тӑкнӑ.

Ледяной вал разрушает кухню, в другой раз уничтожает барак.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑлансене ҫитерме салатса ячӗҫ, вӗсене кӗтӳҫӗсемпе йытӑсем кӗтсе ҫӳреҫҫӗ; хӑйсем пӗтӗм колхозӗпе пӗрле пулӑ тытма тытӑнчӗҫ.

Отпустили оленей на пастбище с пастухами и собаками, а сами стали всем колхозом ловить рыбу.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӗсем пароходӑн тимӗрпе витнӗ аяккисене ҫапса салатса пӑрахассӑн туйӑнать.

Временами казалось, что вот-вот они разобьют обитые железом борта парохода.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

1932 ҫулта парти Тӗпкомӗ, Совет литературине малалла тӗрӗс аталантарас тесе, писательсен тӗрлӗрен организацийӗсене, ушкӑнӗсене салатса, вӗсем вырӑнне пӗтӗм совет писателӗсене пӗтӗҫтерсе тӑракан пӗр Союз туса хумалли ҫинчен решени йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кӗтмен пушӑ сасси Санькӑн пур илӗм-тилӗм шухӑшӗсене салатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Эпӗ — пуҫтар, ӑна — салатса пултӑр…

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Паккуссене салатса кушӑхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Салатса пӑрахатӑн вӗт подшипниксене…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Салатса ҫаврӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Автомата икӗ хут салатса пуҫтарчӗҫ яшсемпе хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Автомат салатса пуҫтарчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60500

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех