Шырав
Шырав ĕçĕ:
савӑнайччӑр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
14. Пире вӗсен тасамарлӑхӗшӗн ан тавӑрсамччӗ, пире вӗсен ирсӗрлӗхӗ урлӑ хаса ан парсамччӗ: йӗркесӗр ҫынсем хӑйсен ӑшӗнче ан мухтанайччӑр, хӑйсен чӗлхине каппайчӑклӑн ирӗке ярса, эпир сӑваплӑ Ҫурта ирсӗрлӗх ҫурчӗсене таптанӑ пекех таптарӑмӑр тесе хӗпӗртесе ан савӑнайччӑр.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ каларӑм: [тӑшманӑмсем] эпӗ пӗтнине курса ан савӑнайччӑр; ман ура такӑнсассӑн вӗсем ман умӑмра ан мухтанайччӑр, терӗм.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе сут ту мана, вӗсем ман тӗлӗшӗмрен ан савӑнайччӑр; 25. хӑйсен ӑшӗнче: «аван-ха ку! [аван!] ӗнтӗ кӑмӑлӑмӑр тулчӗ!» тесе ан шухӑшлайччӑр.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӑлӑхах тапӑнакан тӑшманӑмсем мана ҫӗнтерсе ан савӑнайччӑр, мана айӑпсӑр ҫӗртенех курайман ҫынсем пӗр-пӗрне куҫ хӗссе ан тӑрайччӑр; 20. тӑнӑҫлӑх ҫинчен калаҫмаҫҫӗ вӗсем, ҫӗр ҫинче татуллӑ пурӑнакансем ҫинчен чее кавар тӑваҫҫӗ; 21. ҫӑварне карса, манран кулаҫҫӗ: «аван-ха ку, аван, куҫӑмӑр курчӗ ӗнтӗ» тееҫҫӗ.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Такӑнассӑм пулсассӑн, мана хӗсӗрлекенсем ан савӑнайччӑр.
Пс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1