Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

с (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑвашсен живопиҫ ӗҫне пуҫарса яракансен вара Петроградри Художество Академийӗнчен 1918 ҫулта вӗренсе тухнӑ М. С. Спиридоновпа Н. К. Сверчков тата ытти хӑш-пӗр ҫынсем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ А. С. Пушкин хӑйӗн юлашки сӑввисенчен пӗринче халӑх унӑн ырӑ туйӑмӗсене лирӑпа хускатса вӑратнӑшӑн ӑна манмасса шанса ҫырнӑ («И долго буду тем любезен я народу, что чувства добрые я лирой пробуждал» тенӗ вӑл).

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Радиопа телевидени редакцийӗсем колхозсемпе совхозсем ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илессине ӳстермелли резервсемпе усӑ курни, ҫичӗ ҫуллӑхӑн тӑваттӑмӗш ҫулӗнчи ҫуракине тӗплен хатӗрленсе ирттерни, курӑк акмалли уйлӑ системӑна сивлени тата тыр-пул акмалли ҫӗр лаптӑкӗн структурине улӑштарса лайӑхлатни, пирӗн колхозниксем Н, С. Хрущев ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен Мускаври канашлӑвӗнче панӑ кӑтартусене тата мартри Пленум решенийӗсене пурнӑҫлама тытӑнни ҫинчен передачӑсем йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Пӗр-пӗринпе социализмла ӑмӑртса ӗҫлекен виҫӗ колхоз — Украинӑри Винница облаҫӗнчи, Армян ССРӗнчи Калинин районӗнчи Н. С. Хрущев ячӗпе хисепленекен тата Кольцовкӑри В. И. Ленин ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗсен В. М. Кавун, Г. М. Авдалян тата С. К. Коротков юлташсен перекличкине ӗҫ ҫыннисем юратса итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Кольцовкӑри ӗҫченсем январьти Пленум решенийӗсене пурнӑҫлассишӗн мӗнле кӗрешни ҫинчен «Кольцовкӑсем Н. С. Хрущев сӗнӗвӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ», «Съезд умӗн» тата ытти передачӑсенче те ҫутатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ватӑ радист, С. Лашман писатель ун ҫинчен ҫапла каласа парать:

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

С. Павлов инженер унта 1931 ҫулта Астраханьтен илсе килнӗ ҫӗнӗ передатчике вырнаҫтарса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радио тусӗсен обществин президиумӗн членӗ С. Андреев юлташ кӑтартса пынипе мачта лартса антенна карнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Парти ретӗнче 1918 ҫултанпа тӑракан С. Коншин специалист Ҫӗрпӳ хулинче радиоузел тума тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Обществӑна ертсе пырас ӗҫе А. Золотов, С. Коншин, С. Андреев, Кунаев, Дмитриев, Н. Золотов, Шекалин, С. Авксентьев (Лашман), Гаврилова тата ыттисем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ӑна С. Андреев, С. Коншин тата Н. Яковлев юлташсем вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Н. С. ХРУЩЕВ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Мускавра пичетлесе кӑларнисем хушшинче: П. Хусанкайӑн, Я. Ухсайӑн, С. Шавлин сӑвӑ кӗнекисем, А. Кӑлганӑн «Сар-Иван» поэма-юмахӗ, Хв. Уярӑн «Таната», Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр», М. Кибекӗн «Кайӑк тусӗ» романӗсем; «Чӑваш калавӗсем», «Чӑваш лирики», Н. Терентьевӑн «Куккук ҫаплах авӑтать» пьеси; Украинӑра пичетленсе тухнӑ «Ҫурхи ҫил», Болгарире пичетлесе кӑларнӑ «Нарспи» поэма т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Иртнӗ виҫ-тӑватӑ ҫул хушшинче кӑна Шупашкарта Вильям Шекспирӑн «Ромеопа Джульетта» (П. Хусанкай куҫарнӑ), «Отелло» (А. Кӑлган куҫарнӑ) трагедийӗсем, Виктор Гюгон «93-мӗш ҫул» романӗ, Венгри, чехсемпе словаксен, арабсен калавӗсем, «Пӑлхар поэзийӗ», А. С. Пушкинӑн «Русланпа Людмила» юмахӗ, М. А. Шолоховӑн «Уҫнӑ ҫерем» романӗ, Александр Твардовскин «Василий Теркин» (Г. Айхи куҫарнӑ) т. ыт. нумай-нумай кӗнекесем пичетленсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Эпӗ пичетленсе тухнӑ кӗнекесем пирки ҫеҫ калатӑп: П. Н. Осипов — «Пьесӑсем» (2-мӗш кӗнеке), И С. Максимов-Кошкинский — «Драмӑсем», «Комедисем», Е. Никитин — «Сарпике», Н. Айзман — «Комедисем», «Пьесӑсем», А. Кӑлган — «Пьесӑсем», В. Ржанов — «Сӗм вӑрманта» («Энтип»).

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсем хушшинче (эпӗ аслӑраххисенчен тытӑнатӑп) С. В. Элкерӗн «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» кӗнеки, унӑннах Сочиненисен икӗ томӗ, В. И. Краснов-Аслин «Вутра» тата «Тӑвалла» романӗсем, Мӗтри Кипекӗн «Кайӑк тусӗ» романӗпе «Ӗҫре пиҫнисем», «Уйӑх витӗр ҫул курӑнать» повеҫӗсем, Степан Асланӑн «Алла аллӑн», «Хӑват» романӗсем.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Паянхи пирӗн пӗтӗм совет литератури мӗнле пулмаллине, писателӗн пархатарлӑ ӗҫӗ ҫинчен Н. С. Хрущев РСФСРти писательсемпе композиторсене чысласа йышӑннӑ кун (1960 ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче) каланӑ ҫав тери витӗмлӗ сӑмахсене аса илер-ха.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

РСФСРти писательсен пӗрремӗш съездӗнче, 1958 ҫулта, Л. С. Соболев хӑйӗн докладӗнче, сарӑлса ларакан ҫӳллӗ йывӑҫ пек пӗтӗм Раҫҫей литературин ҫӗнӗ ешӗл турачӗсем ҫинчен каланӑ вырӑнта, пирӗн литературӑна та ҫав туратсенчен пӗринпе танлаштарса, унта «халӑх эпосӗпе вӑй илнӗ чечекленекен чӑваш литератури пур», тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хӑйсен халӑх умӗнчи ӗҫне ырӑ сӑмахпа асӑнса тӗрӗс хакланӑшӑн писательсем тӑван партие, хӑйсемпе яланах ҫывӑх тӑван пек калаҫакан Н. С. Хрущева чунтан-чӗререн тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Дурбанра, сӑмахран ҫулталӑкри вӑтам нӳрӗк виҫи 1009 мм; кӑнтӑрлахи максимумсем кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗччен 28°С ҫитеҫҫӗ, минимумсем 21°С; ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗччен максимумсем 23°С таран ҫитеҫҫӗ, минимумсем 11°C ҫити ӳкеҫҫӗ.

Так, в Дурбане среднегодовое количество осадков составляет 1009 мм; дневные максимумы достигают с января по март 28°С, минимумы 21°С; с июня по август максимумы достигают 23°С, а минимумы падают до 11°С.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех