Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫине ряса тӑхӑннӑ, пуҫӗнче — шурӑ пиртен ҫӗлетнӗ кӗлепуҫ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫийӗнче ун — килте тӑхӑнакан кивӗ ряса.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫак таса ряса айӗнче тасалӑхпа путсӗрлӗх юнашар вырнаҫма пултарни — тата хӑрушӑрах.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑрӑм чаппан евӗрлӗ ряса тӑхӑннипе пӳ-сийӗ ун тата та йӑрас курӑнать.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗчӗк пуп тӑрса ряса ҫаннисене тирпейлӗн тавӑрса хучӗ те, ҫемҫен, мӑшкӑллӑ йӑвашлӑхпа, хӗрхеннӗ пекрех вӑрттӑн кулӑпа калаҫма тытӑнчӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпир профессорсенчен пӗрин хваттерӗнче калаҫса лартӑмӑр, унта ҫамрӑксем нумай пухӑннӑччӗ, вӗсем хушшинче — ҫинҫешке, типтерлӗ пӗчӗк пуп, богослови магистрӗ, хура пурҫӑн ряса тӑхӑннӑскер пурччӗ: ҫав ряса унӑн шуранка, хитре, кӑвак та сивӗ куҫӗсем типпӗн кулнипе ҫутатакан сӑнне уйрӑмах палӑртса тӑратчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Санӑн пачӑшку — ряса тӑхӑннӑ городовой вӑл.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Акӑ пӗрре вӑл, ним тума аптӑранӑран, турра пуҫҫапма тухса карӗ те пӗр-ик ҫул хушши аташса ҫӳрерӗ, кайран вара сасартӑк ҫӗнӗ ҫын манерлӗ пулса ларса килсе ҫитрӗ: ҫӳҫӗ — хулпуҫҫи таран, пуҫӗнче — пачӑшкӑ калпакӗ, пӗвӗ ҫинче шуйттан тирӗнчен ҫӗленӗ, тӗссӗрленнӗ ряса; пурин ҫине те уланкӑлла пӑхать те кутӑнлансах сӗнсе ҫурет: ӳкӗнӗр, ылханлӑскерсем! тет.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сӑтӑрӑлнӑ ӑшлӑ, сарӑхса кайнӑ ҫак нанка ряса, ҫак кӗнекесен тыткаланӑран якалнӑ хура сӑран хупписем, пӑхӑр тӳмесемпе ҫаклатса хунӑскерсем, тӑприне тимлен шӑварнӑ тата ҫулҫисене ҫуса тасатнӑ ҫак тӗксӗм симӗс чечексем, уйрӑмах маятник пӗр тикӗссӗн шаккаса тӑни — мана ҫӗнӗ, халиччен эпӗ пӗлмен пурнӑҫ ҫинчен, пӗччен пурӑнни, кӗлтунисем, тӳлек те лӑпкӑ телей ҫинчен каларӗҫ…
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗтесре стена ҫумне ҫакнӑ сехет курӑнать, унӑн циферблатне чечексем ӳкерсе капӑрлатнӑ, вӑчӑрапа икӗ пӑхӑр тукмак ҫакса янӑ: маччапа йывӑҫ шакмаксем урлӑ ҫыхӑнтарнӑ пӗчӗк пӳлӗм ҫумӗнче (ун хыҫӗнче кровать пулма кирлӗ) пӑтасенчен икӗ ряса ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑй ҫине сӑхман пек те, ряса айӗнчен тӑхӑнмалли пек те туйӑнакан ҫӗтӗк тумтир тӑхӑнса янӑ, аллине шутсӑр пысӑк туя тытса ҫӳрет.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑмӑр ряса тӑхӑннӑ, тарласа хӗрелнӗ мӑнтӑркка манах ватӑрах ҫын хыҫҫӑн тӗнкӗлтетнӗ.— Толстый монах в коричневой рясе, с потным красным лицом, ковылял за пожилым.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫӳллӗ те илемлӗ итальянец, хӗрлӗрех-кӑвакрах ряса тӑхӑннӑскер аудиенцисен кабинетӗнче Филипп король умӗнче хисеплӗн пуҫне тайнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Манах ряса кӗсйинчен пысӑк мар шуҫ коробка кӑларчӗ, ун ӑшӗнчен пӗр чӗптӗм табак илсе шӑршларӗ те пиччӗшӗн ывӑлне пӗлтерчӗ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Мӗн ҫинчен сӑмахлатӑр? — ыйтрӗ Яков; манах квасне ӗҫсе ячӗ, ҫӑварне ряса ҫаннипе шӑлса илчӗ те, пусма тарӑх утса аннӑ пек, ерипен калаҫма тытӑнчӗ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл пиччӗшне пиллемерӗ, унӑн сылтӑм алли ряса ҫанни ӑшӗнче ҫыхланса ларчӗ, вара Петр вӑл аллине юри ҫыхлантарчӗ пуль, тесе шухӑшларӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кӗтесри лампадка тата сӗтел ҫинчи йӳнӗ, сарӑ кантӑклӑ лампа вӑйсӑррӑн ҫутатса тӑракан тӗттӗмлӗхре ряса пылчӑк тӗслӗн, ҫупа вараланнӑ пек йӑлтӑртаткаларӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пур манахсем те Никодим атте ҫине хисеплесе пӑхни палӑрнӑ; настоятелӗ — темӗн пысӑкӑш, ырхан, ҫӑмламас, хӑрах хӑлхи илтмен ҫын — ряса тӑхӑннӑ шуйттан сӑнлӑ пулнӑ; Петр ҫине хӑйӗн хура куҫӗсемпе хӑрушла пӑхса, вӑл ытлашши хыттӑн каланӑ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн кивӗ хура ряса тӑхӑннӑ кӗлетки креслон тӗксӗм сӑранӗпе пӗрлешсе кайнӑ пек курӑнать, ҫав тӗксӗм тӗсре унӑн пичӗ ҫеҫ шурӑрах палӑрса тӑрать; тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗсем ҫинче ирӗлнӗ юр тумламӗсем кӗленче тусанӗ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, хӑй вӑл сайра та вӑрӑм сухалне, яланхи пекех, хӑйӗн шӑмӑллӑ чышкипе чӑмӑртаса тытнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Хам пулӑшам сана, лайӑх мазь парӑп, — тесе ман пата ряса тӑхӑннӑ ҫын пырса тӑчӗ.— Я тебе помогу, дам хорошую мазь, — подошел ко мне человек в рясе.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
- 1
- 2