Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ретӗнчен (тĕпĕ: рет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑр аманнӑ ҫынӑн госпитальти тӳсме ҫук вӑраххӑн шӑвакан кунӗсене тултараканни, унӑн шухӑшӗсене ялан хӑй патнелле туртаканни вӑл — унӑн суранӗ, ӑна боецсен ретӗнчен, вӑрҫӑри йывӑр, ҫав вӑхӑтрах хисеплӗ пурнӑҫран туртса кӑларса ҫакӑнта, ак ҫак ҫемҫе те канлӗ, анчах тӳрех чуна сивӗтекен койка ҫине килсе пӑрахнӑ суран пулнӑ.

И то всегдашнее, что заполняло для «тяжелого» томительно медленные госпитальные дни, что приковывало к себе его мысли, была его рана, вырвавшая его из рядов бойцов, из трудной боевой жизни и бросившая сюда, на эту вот мягкую и удобную, но сразу уже опостылевшую койку.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Раҫҫейри 6-7 регион кӑна ҫак тӳлеве памалли субьектсен ретӗнчен тухса ӳкнӗ-мӗн, «ку енӗпе эпӗ хам та РФ премьерӗн ячӗпе, ытти тытӑма ыйтупа тухнӑ. Хамӑр енчен эпир пӗтӗмпех шутланӑ, хатӗрленӗ — тивӗҫлӗ документсене ярса панӑ. Пӗтӗмпех — ӗҫре».

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

«Ӗне те усраймасан пире ял-йыш мӗн калӗ? Ҫын ретӗнчен тухӑпӑр вара...» - этеме ӗҫ кӑна тытнине аван ӑнланнӑ амӑшӗ кашнинчех ҫапла ӳкӗтленӗ ывӑлне.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

20ри Андрей та тетӗшӗ хыҫҫӑн строительство техникумне ҫул тытнӑ, нумаях пулмасть ҫар ретӗнчен таврӑннӑ.

И 20-летний Андрей за братом пошел в строительный техникум, недавно вернулся из армии.

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

10 пин метра чупас енӗпе ӑстаскерсем дистанци тӑршшӗпех малтисен ретӗнчен каймарӗҫ.

На дистанции 10 тысяч метров умельцы не уходили из числа лидеров.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Дуэль хыҫҫӑн Дантеса гварди ретӗнчен кӑларнӑ.

После дуэля Дантеса исключили из рядов гвардейцев.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Аса илтерни вырӑнлӑ: нумаях пулмасть коммунистсен фракцийӗн лидерӗ Дмитрий Евсеев КПРФ ретӗнчен тухрӗ.

Уместно напомнить: лидер коммунистической фракции Дмитрий Евсеев недавно покинул ряды КПРФ.

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех